Культура
![]() Вячеслав Ерохин архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата официаллӑ хуравпа усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Иванович Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханать. «Арӑмӗпе хӑйӗн шӑммисене тӑван республикӑна куҫарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ вӑл», – тесе вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри «Хыпар» хаҫата та ҫырса янӑччӗ. Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ. Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер укҫа уйӑрса пулӑшма шантарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ. |
Хулара
![]() Ҫӗркаҫ Шупашкар хулинче пушар тухнӑ. Инкек хулари Максим Горький урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пулнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вырӑнне темиҫе машина пырса ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑмпа кӗрешме пушар картлашкипе усӑ курнӑ. Асӑннӑ адреспа обжежити тата хӑна ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Пушар тӑххӑрмӗш хутри пӳлӗмре тухнӑ. Унта 23 ҫулти ҫамрӑк пурӑннӑ. «Хӗрлӗ автана» вӑрах иртӗхтермен – часах сӳнтернӗ. Подъездран 43 ҫынна урама илсе тухма тивнӗ. Вӗсенчен пӗрне ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ 53 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта «Деловые женщины нового времени: созидание и развитие» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри ӗҫлӗ хӗрарӑмсем: чӑмӑртану тата аталану) республикӑри конференци иртнӗ. Ӑна хӗрарӑм-усламҫӑсен кунне халалланӑ. Форума Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ, Усламҫӑ хӗрарӑмсен организацийӗ, «Манӑн услам» центр, Раҫҫейри усламҫӑсен профсоюзӗ йӗркеленӗ. Мероприятие Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Александр Федотов, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tvoypulmonolog.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне республикӑра 91 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Палӑртмалла: кун пекки ҫу уйӑхӗнченпе пулман. Юрать-ха, юлашки талӑкра каварлӑ вируса пула вилекенсем пулман. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче талӑкра 97 ҫын чирленӗччӗ. Ку таранччен 11286 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 10026-шӗ сывалнӑ. Шел те, 211 ҫыннӑн чӗри кӑшӑлвируса пула тапма пӑрахнӑ. Сывалакансем пӗр талӑкра 82-ӗн пулнӑ. Палӑртмалла: республикӑра чӳк уйӑхӗнче кӑна 66 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасене право памалли пӗтӗм Раҫҫейри кун ҫынсене юридици тӳлевсӗр пулӑшас енӗпе тӳрӗ эфир иртӗ. Трансляцие «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» пабликра йӗркелӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансен ыйтӑвӗсене Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайлов, Чӑваш Енри Юристсен союзӗн председателӗ Иван Иванов, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Ваккатсен палатин квалификаци комиссийӗн председателӗ Владимир Арапов хуравлӗҫ. Ыйтусене https://vk.com/gov_cap_ru ушкӑнра маларах та йышӑнӗҫ. Трансляци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 15 сехетие пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ. Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Шурӑ чулсем» уйӑхлӑха пӑрӑннӑ ҫӗрте, арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ, унӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Ҫынна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ водителе шыраса тупмашкӑн пулӑшма ыйтать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна шурӑ тӗслӗ «Лада Гранта» ҫапса кайма пултарнӑ. Унӑн малти бамперӗ вӑйлах аманнӑ е пачах ҫук. Унашкал машинӑна курсан 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Ун хыҫҫӑн полицейскисемпе пӗрле охотоведсем вырӑна тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсем тин кӑна персе вӗлернӗ пӑшие асӑрханӑ. Ку ӗҫе кам тунӑ? Ҫав ҫынна шырама тытӑннӑ. Пӑшие персе вӗлернӗ вырӑнтан инҫех мар ку ӗҫе тума пултарнӑ браконьера тытнӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫыннӑн хӑйӗн ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, патронсем пулнӑ, тумтирӗ юнпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн пысӑк чӗрчуна персе вӗлерме ирӗк пулман. Анчах вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑтса тӑрайман – пӑшие курсан персе вӗлернӗ. Арҫынна куншӑн ҫур миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре дезинфекци тӑвакан кабинӑсем кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Шупашкарти автокомпонентсен савучӗ пурнӑҫлать. Хальлӗхе предприяти продукцие сӑнамашкӑн ҫеҫ кӑларнӑ. Кабинӑра пушмака, алла, тумтире дезинфекци тӑвакан хатӗрсем пур. Ҫавӑн пекех унта ӳт температурине виҫме пулать. Кабинӑн темиҫе модификацине хатӗрленӗ. Пӗрисенче, тӗслӗхрен, пите паллакан видеокамера пур. Сӑмах май, пӗр уйӑх каялла кунашкал кабинӑна Шупашкарта Тӗп пасарта вырнаҫтарнӑ. Кунашкал продукцие Самара ӑсатнӑ, Тутарстана яма та саккас пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.zarulem.ws сайтри сӑн Олег Ладыков-кӗҫӗннине юсанмалли колоние ӑсатни пирки пӗр хушӑ шавларӗҫ. Вӑл срокне 8-мӗш колонире, Улатӑртан инҫех мар вырнаҫнинче, ирттерет. Ладыков-кӗҫӗнни колонире условлӑ майпа маларах тухас тесе ходатайство ҫырнӑ. Анчах Улатӑр районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Эппин, унӑн колонире ҫулталӑкран ытларах, срок вӗҫлениччен, ларма тивӗ. Ходатайствӑран ҫакӑ паллӑ: Ладыков-кӗҫӗнни колонире подсоблӑ рабочире вӑй хурать. Унта ларнӑ вӑхӑтра вӑл шар курнӑ ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур кӑтартнӑшӑн тӑкака саплаштарнӑ (ҫур миллион). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |