Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене «Спутник V» вакцинӑн черетлӗ партине кӳрсе килнӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина халӗ «Фармация» аптека базинче упранать. Пӗтӗмпе 5 пин те 500 доза кӳрсе килнӗ. Икӗ компонентлӑ вакцина икӗ фасовкӑпа ҫитнӗ: пӗр флаконра 5 дозӑлли – 1900, ампулӑра пӗрер дозӑлли – 3600. Ампулӑсем мобильлӗ пунктсем валли питӗ меллӗ. Унта пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах пыраҫҫӗ. Вакцинӑна ҫитес вӑхӑтра пульницӑсене, вакцинаци пункчӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: республикӑна унччен кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 42 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви республикӑн Правительствин ӗҫне федераци МИХӗсенче ҫутатасшӑн. Уншӑн хыснаран 3,8 миллион тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Ҫав тупрана тӳлесе 210 заметка ҫыртарасшӑн. Материалсене 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пичетлемелле. Аукцион ирттерсе виҫӗ килӗшӳ тӑвӗҫ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Пӗр контрактра 70 хыпар пирки сӑмах пырать. Кашни хыпар 700 паллӑран тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр заметка 17,9 пине кайса ларӗ. Конкурса федераци шайӗнчи информаци хатӗрӗсем хутшӑнайӗҫ. Анчах пурте мар. Сайтсенчи хыпарсем Yandex.ru, Mail.ru, Google.ru тата ытти ҫавӑн йышши сервиссенче индексациленине шута илӗҫ. Сайт пахалӑхӗн индексӗ 18 пинрен кая мар пулмалла, унта талӑкне вӑтамран 900 пин ҫынран кӗрсе пӑхни кирлӗ. Аукцион ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russianireland.com сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран каллех 5 ҫын вилнӗ. Шел те, ҫынсем кашни кунах вилеҫҫӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 1172 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 22477 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20516-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 48 ҫын чирленӗ. Инфекциленнисем йышӗ кӑштах ӳснӗ, пушӑн 22-мӗшӗнче 42 ҫын ҫеҫ пулнӑ. Сывалнисем 41 ҫын пулнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула 877 ҫын вилнӗ. Республикӑра чирлекен кашни 19-мӗш ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() semyaizakon.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн опека органне пӗчӗк ачасен амӑшӗ тӗлӗшпе ҫӑхав килнӗ. Хайхискер хӑйӗн тивӗҫӗсене япӑх пурнӑҫлать-мӗн. Специалистсем кӑтартнӑ адреспа ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫемьене тӗрӗсленӗ, анчах ҫӑхав тӳрре тухман – амӑшӗ ачисене йӗркеллех пӑхать. Хваттерте хӑтлӑ, ачасен тӑхӑнмалли пур, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ. Амӑшӗн тупӑш тумалли майсем пур, эрех-сӑрапа айкашманни те палӑрнӑ. Ҫавна май опека органӗсем ку ҫемьере ҫитменлӗхсем тупман. Апла ҫӑхав ҫыракан ҫын хӗрарӑма элӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал юр нумай ҫурӗ. Паллах, ейӳ вӑйлӑ пуласси те хӑратать. Ирнӗ сезонпа танлаштарсан, кӑҫал нӳрӗк саппасӗ 60 процент нумайрах. Чӑваш Енре ейӳ хӑҫан пуҫланма пултарӗ-ха? Специалистсем ҫак кунсенче ку ыйту хуравне панӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ейӳ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланма пултарать. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсем нумай. Шупашкарта кӑна – 19 вырӑн. Унта специалистсем кашни кунах ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Кӗҫех пӑр кайма тытӑнӗ. Ҫавна май пулӑҫсене Атӑл ҫине тухма чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() belbuck.ru сайтри сӑн Шупашкарта пӗр лавккара хӗрарӑм енчӗк тупнине, унта 100 пин тенкӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. Ӑна полици шыратчӗ. Енчӗке тупнӑ хӗрарӑм хӑйне полици шыранине курсан питӗ тӗлӗннӗ. Ара, вӑл тупнӗ енчӗке хуҫине икӗ кун каяллах тавӑрса панӑ-ҫке-ха. Аса илтерер: пушӑн 19-мӗшӗнче хӗрарӑм лавккара енчӗк тупнӑ, унталла-кунталла пӑхкаланӑ та енчӗке йӑтса тухса кайнӑ. Хӗрарӑм кайран каласа панӑ тӑрӑх, вӑл енчӗкри крточка ҫинчи ятпа халӑх тетелӗсенче ҫав ҫынна шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Страхлав полисӗ пуррине курсан страхлав компанине шӑнкӑравланӑ, лешсем ӑна унӑн номерне панӑ. Хӗрарӑм унпа ҫыхӑннӑ, лешӗ енчӗке илсе кайнӑ. Чӑннипе, вӑл унта 100 пин тенкӗ выртнине курман та, укҫа вӑрттӑн кӗьсере пулнӑ. Леш хӗрарӑмӗ вара енчӗкӗ тупӑнсан полицие кун пирки пӗлтермен. Йӗрке хуралҫисем вӑрра малалла шыранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Чантӑрта пӗр ҫыннӑн витинче хир сыснисем пурӑннине унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗсене ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем вӑрманалла янӑ. Шупашкара каллех хир сыснисем килнӗ. Ҫакна хулара пурӑнакансем асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Александр Дмитриев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хир сыснисем пушӑн 23-мӗшӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Заря» юлташлӑха килнӗ. Каҫхи 10 сехетре ҫичӗ чӗрчун ҫулпа лӑпкӑн пынӑ, хыҫалта – машина. Кайран вӗсем тепӗр урама тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() black-street.ru сайтри сӑн Раҫҫейри хальхи президент тепӗр икӗ суйлава хутшӑнаять. Паян Патшалӑх Думи ҫакна тума ирӗк паракан саккуна йышӑннӑ. Кун пирки «Российская газета» пӗлтерет. Сӑмах – ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ пирки. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, срок чиккисем хальхи Раҫҫей президентне те пырса тивеҫҫӗ, унччен вӑл ку должноҫре мӗн чухлӗ ӗҫленине шута илмеҫҫӗ. Саккунра вара пӗр ҫын икӗ срок президента ларма пултарнине каланӑ. Эппин, хальхи президентӑн тепӗр икӗ суйлава хутшӑнма ирӗк пур. Саккунра кандидатсем патне условисем пур: Раҫҫей гражданинӗ пулмалла, 35 ҫултан кӗҫӗнрех мар, Раҫҫейре 25 ҫултан кая мар пурӑнмалла, унӑн унччен тата халӗ ют ҫӗршыв гражданстви пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Паян, пушӑн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ача пахчи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти ача пахчисем унта ҫулсеренех хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Ҫапла майпа конкурса хутшӑнакансем пӗр-пӗрин опычӗпе, практикипе паллашаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал чи лайӑххисен йышне тӗп хулари 11-мӗш, 16-мӗш, 125-мӗш, 130-мӗш, 185-мӗш, 209-мӗш ача пахчисем кӗнӗ. Палӑртмалла: конкурса чи лайӑх учрежденисене тупса палӑртса вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() sps-sng.ru сайтри сӑн Ӗнер Тӗп банк ирттернӗ пресс-конфренцире 2021-2025 ҫулсенче укҫа-тенкӗн модернизацийӗ пулассине пӗлтернӗ. Ку – планпа килӗшӳллӗн. Раҫҫей банкӗ 10, 50, 100, 500, 1000 тата 5000 тенкӗлӗххисене ҫӗнетесшӗн. Хальлӗхе укҫасенче Ҫурҫӗр Кавказ, Атӑлҫи, Урал федераци округӗсенчи хуласем ҫук. Ҫакна «тӳрлетме» йышӑннӑ, банкнотӑсем ҫине ҫак хуласене те сӑнласшӑн. 10 тенкӗлӗххи ҫинче Красноярск мар, Носоибирск пулӗ. 500 тенкӗлӗххи ҫинче Пятигорск вырӑнне Архангельск хулине ӳкерӗҫ. 1 пинлӗххи ҫинче Чулхула вырӑнне Ярославль пулӗ. 5 пин тенкӗлӗххи ҫине Хабаровск мар, Екатеринбурга ӳкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |