Сывлӑх
![]() Пирӗн ҫӗршывра тухтӑрсене яла илӗртес тӗллевпе «Земство тухтӑрӗ» программӑна 2012 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫавӑнтанпа республикӑра 518 врач ӗҫе вырнаҫнӑ. 2020 ҫулта ялсенче 47 врач ӗҫе пуҫӑннӑ. «Земство фельдшерӗ» 2018 ҫулта вӑя кӗчӗ. 2020 ҫулта вӑл програмӑпа 78 фельдшер ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, аякри ялсене ӗҫе вырнаҫнӑ земство тухтӑрӗсемпе земство фельдшерӗсене пӗр хутчен паракан виҫеве пирӗн тӑрӑхра пысӑклатса тӳлеҫҫӗ: врачсене — 1,5 млн. тенкӗ, фельдшерсене — 0,75 млн. тенкӗ. Земство тухтӑрӗсем Канаш, Шупашкар тата Патӑрьел районӗсене ытларах кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗ темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн аслӑ медицина сестрине Светлана Архиповӑна «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн пахалӑх службин бюровӗн пуҫлӑхне Владимир Бахарева, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн автомат цехӗн участок мастерне Валерий Максимова — «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», Шупашкарти юханшыв порчӗн электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтера Олег Григорьева — «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Унта вӑл ҫулталӑка пӗтӗмлетмелли вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ май министрсене кӑтартусемпе суймасӑр паллаштарма чӗнсе каланӑ. «Эпир пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр. Ирттерекен мероприятисенче ҫынсене мӗн туса ирттерме пултарнипе паллаштарнипе пӗрлех тата, паллах, хамӑр татса парайманни, мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухни ҫинчен те каласа кӑтартмалла. Мӗнле йышӑнусем туни, епле укҫа уйӑрни пирки пӗлтермелле», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ӗҫленӗ Владислав Кашин кардиохирургӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Ку усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра паян каҫхине пӗлтернӗ. «Пултаруллӑ Владислав Кашин хирург-кардиолог миҫе чӗрене ҫӑлса хӑварнине шутласа пыман пулӗ. Анчах хӑйӗнне упрайман. Вӑл 60 урлӑ каҫнӑ ҫеҫ. Вӗреннӗскер, ӑслӑскер, ирониллӗ», — тесе ҫырнӑ журналист. Владислав Юрьевич 1960 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кардиодиспансерта студент ҫулӗсенчех, 1981 ҫулта, ӗҫлеме тытӑннӑ. Санитартан пуҫласа пульницӑн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ таран ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин чӗрепе юн тымарӗсен штатра тӑман тӗп хирургӗ шутланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш наци музейӗнче мода историкӗн, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма ертсе пыракан Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ уҫӑлнӑ. Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ халиччен ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине ҫитнӗ. Кураври тумтире ятлӑ-сумлӑ Алла Пугачева, Тамара Гвердцители, Аида Ведищева, Валентина Толкунова, Лайма Вайкуле, Лолита Милявская, Вера Брежнева, Ани Лорак, Кристина Орбакайте тата ытти артист валли ҫӗленӗ. Курав 50 экспозицирен тӑрать. Вӗсен кашнин хӑйӗн историйӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() virusoff.net сайтри сӑн Паян тепӗр 129 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республика 14306 ҫын чирленӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ. 14306 ҫынран 12820-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра вилекенсем каллех пулнӑ, хальхинче — 5 ҫын. Ку таранччен республикӑри 375 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 129 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 98 ҫын. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 1111 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре шартлама сивӗ ҫанталӑк тӑрать-ха. Иртнӗ шӑматкун термометр 20 градус сивӗ кӑтартнӑ. Паян ирхине те ҫавӑн пекрех кӑтарту пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун-эрнекун самаях ӑшӑтӗ. Ҫак кунсенче юр та ҫӑвӗ. 0-5 градусран ӑшӑрах ҫанталӑк пулмасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Анчах эрне вӗҫне каллех сивӗтӗ. Шӑматкун 15-20 градус кӑтартӗ, ҫӗрле – 26 градус. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк ҫитес эрне варричченех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 19 сехет те 30 минутра Улатӑрти Гоголь урамӗнчи 117-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать. Ҫулӑм пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ. Шел те, пушар инкекпе вӗҫленнӗ. Пушар тухнӑ самантра килте 58 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ, унӑн 32-ри ывӑлӗ, вӗсен 30-ти пӗлӗшӗ пулнӑ. 30 ҫулти арҫынна хулари пульницӑна илсе кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 38 ҫулти хӗрне ҫӑлма май килмен. Пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра 10 ҫынна подъездран кӑларнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкар районӗнче каллех авари пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Чантӑр ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 6-ри хӗрача тата 67-ри арҫын вилнӗ. Паян 10 сехет те 32 минутра М-7 ҫулӑн 629-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан «Киа» ҫине тӑрӑннӑ. Унтан вӗсем ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. «Киа» салонӗнче Пушкӑртстанри 38 ҫулти водитель, унӑн 2-ри, 4-ри тата 6 ҫулти хӗрӗсем пулнӑ. Вӗсем пурте ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем вӑйлах суранланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vmnews.ru сайтри сӑн Ҫӑлавҫӑсен алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна пулӑшма тивнӗ. Хайхискер ӑна шалтан уҫас тесе аллине чикне те хӗстернӗ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Арҫын аллине хӗстерсе лартсан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӗтеслӗ шлифомашина пулӑшнипе алӑка каснӑ, арҫыннӑн хӗсӗнсе ларнӑ аллине кӑларнӑ та ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Арҫын савӑннипе, паллах, вӗсене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |