Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялне нимелле пулӑшма медиксем ҫитнӗ. Ахаль килмен — вырӑнти ял халӑхне скандинави уттипе тӗрӗс мӗнле утмалли пирки каласа панӑ.
«Тахҫантанпах патакпа утмалли техникӑпа паллашас тесеччӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл чӗрепе юн тымарӗн системине ҫирӗплетет. Пирӗн пата пырса кайнӑшӑн нимеҫӗсене пысӑк тав сӑмахӗ», — савӑнать Галина Ефимова.
Ял халӑхне скандинави уттипе ҫеҫ мар паллаштарнӑ, вӗсене пӗрремӗш пулӑшу кӳмелли меслетсене те вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑха сиен кӳмен апатлану пирки каласа панӑ.
Нимеҫӗсем Кӳстӳмӗре «ДоброВСело» (чӑв. ЫрлӑхаЯла) акцие ирттернӗ май килнӗ. Ку акци «Общество сывлӑхне ҫирӗплетесси» федераллӑ программа шучӗпе пурнӑҫланать.
(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса)
Кушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н. Близновские В. Вишневский пулӑшнипе Хусанти Успени чиркӗвне куҫараҫҫӗ, кӗҫех вӑл тӗн консисторийӗн пайташӗ пулса тӑрать, протоиререй сане тивӗҫет) шкул хупӑннӑ, вӗренекенсен ҫирӗм ҫухрӑмра ларакан Хапӑс шкулне ҫӳреме тивнӗ. И. Оточев, чӑваш ачисем валли ятарлӑ шкул уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗскер, ҫӗнӗ вырӑнта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пуҫӑннӑ. Хапӑс шкулне ҫӳрекен пӗр вӗренекене ‑ Пӗчӗк Упакассинчи Митрофана ‑ ятарласа хатӗрлеме тытӑннӑ. 1867 ҫулта Кушлавӑш пупӗ Н. Золотницкипе паллашать, унтан 25 экземпляр «Чӑваш кӗнеки» илет.
«МТС» компани Чӑваш Енри 18 яла, вӗсенчен 15-ӗшӗнче 600-тен сахалрах ҫын пурӑнать, 4G ҫыхӑнӑва ҫитернӗ.
Асӑннӑ сетьпе Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш, Вырӑс Тимеш, Ленин Поҫҫолкки; Муркаш районӗнчи Отарккӑ, Шарпаш, Чуманкасси; Вӑрнар районӗнчи Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ; Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешӗ, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам; Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси, Мӑн Этмен, Тумликасси ялӗсем усӑ курайӗҫ. Вӗсенче пурӗ 5 пин ытла ҫын пурӑнать.
Сете ҫавӑн пекех Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче сарнӑ. Тӗнче тетелне смартфон, планшет, модем е урӑх хатӗр урлӑ кӗрсен хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 75 мегабитпа танлашать.
«МТС» компанин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Артур Сизов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 23 тӑрӑха пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет ҫитермелле.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм руль умне ӳсӗрле ларнӑ. «Рено Логан» машинӑна тытса пыраканскере пакунлисем Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 20 сехет тӗлӗнче асӑрханӑ. Машинӑна чарас тенӗ те автомобиль хуҫи хӑнк та туман — малалла шӑлнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем хӑвалама йышӑннӑ. Вӗсенчен тарма хӑтланса пӗр ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнман. Водитель эрех ӗҫни те палӑрнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем килсе ҫитиччен ҫул-йӗр инспекторӗсем хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме ҫавскер килӗшмен. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрарӑм-водителӗн машина рулӗ умне ларма ирӗк пулман иккен. Хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа пилӗк хутчен явап тыттарнӑ.
Ӳсӗр водительсем пирки пакунлисене, сӑмах май, 102 е 8 (8352) 62-00-22 номерсемпе пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри 25 ҫамрӑк вӗрентекен, Ҫамрӑк педагогсен канашӗн хастарӗсем, республикӑри Вӗренӳ профсоюзӗ пулӑшнипе Мускава ҫитнӗ. Вӗрентекенсене «Космос» хӑна ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ, унӑн чӳречисенчен Мускаври хитре вырӑнсем курӑннӑ: ВДНХ, Останкинӑри телебашня, В.Мухинӑн «Рабочи тата колхозница» скульптури…
Мускава кайнӑ педагогсен йышӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Мышкина та пулнӑ.
Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче кафере апатланнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем Патшалӑх Думине кайнӑ, унта Алена Аршинова депутатпа тӗл пулнӑ. «Ҫавра сӗтелре» вӗсем ҫамрӑк вӗрентекенсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, педагогсен шалӑвне ӳстересси, класс ертӳҫин тӳлевӗ, отчетсене чакарасси…
Ҫулҫӳрев Мускав паллӑ вырӑнсене ҫитсе килнипе вӗҫленнӗ.
Вӑрнарти шыв управӗнче арҫын путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата хыпарланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче арҫын кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ. Хайхискер Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫын пулӑ ытларах тытас тесе плотина ҫывӑхнерех ишсе пынӑ.
Кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пулӑҫӑ вара шывран ишсе тухайман, путса вилнӗ. Арҫын Кӳстӳмӗр ялӗнчен мар, вӑл урӑх ялта пурӑннӑ.
Шел те, пулӑҫӑн пурнӑҫӗ ытла та ир сарӑмсӑр татӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта кӑна пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ял тӑрӑхӗнче «Ял кунӗсем» уява ирттернӗ. Стадионта иртнӗ мероприятие ытти ялсенчен, районсенчен те килнӗ.
Уяв лапамне илемлетнӗ. Унта алӗҫӗсене те кӑларса хунӑ. Кӳстӳмӗр ҫыннисем ӗлӗкхи тумсене, музей экспоначӗсене илсе килсе уйрӑм палатка лартнӑ.
Уява Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Музяков уҫнӑ. Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та халӑха ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ.
Унта ялсем пуҫланса кайна ҫулсене ҫырнӑ юпасене вырнаҫтарнӑ. Калинино райповӗ шӳрпе пӗҫернӗ, шашлӑк ӑшаланӑ, ытти тутлӑ ҫимӗҫе сутнӑ. Ачасем батут ҫинче сикнӗ. Вӑйӑсем, конкурссем йӗркеленӗ.
Уява халӑх нумай пухӑннӑ. Каҫ пуличченех савӑннӑ вӗсем. Ҫамрӑксем тара ӳкичченех ташланӑ.
Сӑнсем (35)
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗнчи «Хӑва» ача пахчи анлӑланма хатӗрленет. Унта тепӗр ушкӑн уҫма палӑртнӑ.
Ача пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хальччен унта 1 ушкӑн ҫеҫ пулнӑ, унта 25 ача ҫӳренӗ. Ял тӑрӑхӗнче вара ача нумай, пурне те вырӑн ҫитмест. Пӗлтӗрхи кӑтартупа килӗшӳллӗн, пӗлтӗр кунти демографии лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ.
Кӳстӳмӗрти ача пахчинче 71 шӑпӑрлан черетре тӑрать-мӗн. Халӗ ӑна шкул ҫуртӗнче анлӑлатаҫҫӗ. Ӑна тумашкӑн 2,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Ача пахчине «Алстрой» туллии мар яваплӑ общество ҫӗнетӗ. Вӗсем ӑна чӳкӗн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ҫапла майпа 25 ача валли вырӑн пулӗ.
25 ача вали кӑна мар, пӗр воспитатель валли те вырӑн пулӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче ҫурт тӑвӑмӗнче усӑ курмашкӑн хӑйӑр кӑларма пулать. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак пуянлӑхӗпе усӑ курма ирӗк пама ятарлӑ конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Ӑна республикӑн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ.
Конкурса ултӑ предприяти хутшӑннӑ: «КарьерМ», «Эткер», «ТехноСити», «Элегант», «Водоканал», «Комсомольскагропромхими» тулли мар яваплӑ обществӑсем. Хӑйӑра илме «Комсомольскагропромхими» тивӗҫнӗ. Унпа вӑл 25 ҫул усӑ курайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |