Малашне амӑшӗн капителӗн укҫипе харпӑр усламӑҫем уҫнӑ шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗшӗн те тӳлеме май пулӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Анчах ҫав вӗренӳ организацийӗн ку енӗпе ӗҫлеме ирӗк паракан лицензи пулмалла. Аса илтерер: капитал укҫипе ҫурт-йӗр туянма, ачана вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлан реабилитаци тухнӑшӑн тӳлеме юрать. Ҫавӑн пекех амӑшӗ нухрата пенсие яма, иккӗмӗш ачи 3 ҫул тултариччен капиталти укҫана уйӑхсерен илсе тӑма пултарать.
Сӑмах май, пӗрремӗш ача ҫуралнашӑн – 524,5 пин, иккӗмӗшӗшӗн 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ.