Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра «Хӗрарӑм куҫӗ тӗслӗ тӗнче» плэнер иртет. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем унта 14-мӗш хут пухӑннӑ.
Ку таранччен ӳнерҫӗсем республикӑри тӗрлӗ районта ҫак мероприятие ирттернӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче те, Питӗрте, пулнӑ. Турцие кайса та картинӑсем ӳкернӗ. Хальхинче вара Шупашкар районӗнче пухӑнма шутланӑ.
Плэнер йӗркелӳҫи Светлана Кокель каланӑ тӑрӑх, унта хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ те, ларса калаҫаҫҫӗ те. Хӑй чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ, ӑна ӗҫтешӗсем ҫапла ӳкернӗ.
Плэнера тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе – 14-ӑн. Гатчинӑри Татьяна Иванова-Ткаченко кашни ҫуллах чунӗ Чӑваш Ене туртнине палӑртнӑ. Вӑл 12-мӗш хут ӗнтӗ плэнера килет.
Пӗлтӗр плэнерта курав валли 500 ытла ӗҫ пухӑннӑ. Кӑҫал та унран кая мар пулӗ-тӗр.