Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Наташкин 102 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 27.02.2023 07:41 | 1477 хут пӑхнӑ
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Михаил Наташкин мӑшӑрӗпе.
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Михаил Наташкин мӑшӑрӗпе.

Патӑрьел районӗнчи Куславкка ялӗнче пурӑнакан ветеран Михаил Наташкин ҫак кунсенче 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Михаил Тимофеевич ҫак районтах, Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче, 1921 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ун патне вӑрҫа кайма повестка килнӗ. Ленинград ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура вӑл аманнӑ. Госпитальте сипленсен каллех фронта таврӑннӑ.

Михаил Наташкин Украина тата Хӗвеланӑҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ, икӗ хутчен аманнӑ, пӗр хутчен контузи пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен тӑван ялне таврӑннӑ, колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ, депутат та пулнӑ. Михаил Тимофеевич кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Унта хӑйӗн кӑна мар, фронтри тусӗсен историйӗсем те вырӑн тупнӑ. Ветеран сӑвӑсем те ҫырнӑ.

Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ветеран мӑшӑрӗпе Зинаида Петровнӑпа пӗрлешнине те паллӑ тунӑ. Вӗсен кевер туй пулнӑ.

#Патӑрьел районӗ, #Кословккӑ, #ветерансем, #Ҫӗнӗ Ахпӳрт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2697.76.6666
2023.02.27 15:10
Agabazar
Малалла пурӑнмалла.
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 12:40
Agabazar
Патӑрьел районӗнчи Козловка ялне никам та нихҫан та «Куславкка» темен. Халӗ те апла каламаҫҫӗ.

(Вӑл шутра официаллӑ пичетре те апла каламаҫҫӗ).

Эппин, тархасшӑн, улӑштарӑр ҫав ята. Ҫынна ан култарӑр. Енчен те эп каланине шанмастӑр пулсан, ак сире валли тӗрӗслемелли ыйту (тест). Михаил Наташкина ялта мӗнле чӗнеҫҫӗ? Ҫавна пӗлетӗр-и? Эп — пӗлеп.
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 16:43
Agabazar
Интернетран илнӗ текст (Марина Карягинан ВКри тӗлӗнче):
Туҫа тӑрӑхне кӗрекен ялсем: 1) Тури Туҫа (Тойси); 2) Анат Туҫа (Старые Тойси); 3) Кивӗ Ахпӳрт (Старое Ахпердино); 4) Пӑлакасси (Булаково); 5) Кословккӑ (Козловка); 6) Вӑтаел (Новое Бахтиарово); 7) Мишер Тимеш, Тутар Тимеш (Татарские Тимяши); 8) Кӗҫӗн Шӑнкӑртам (Малые Шихирданы).
https://vk.com/wall296698703?w=wall296698703_2644%2Fall

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем