Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем.

«Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫывӑхӗнче Кӗтне юханшывӗ хӗрринче электрокӗтӳҫ вырнаҫтарнӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна унтан илмелле тесе йышӑннӑ.

Электрокӗтӳҫ ҫынсене ирӗклӗн ҫӳреме чӑрмантарнине палӑртнӑ. Ӑна шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫтарни саккуна та пӑсать тесе прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йӗпреҫ районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Раҫҫей почти» акционер обществин Феерацин почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Максим Ладилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ хутра каланӑ тӑрӑх, Максим Эдуардович ку хисепе «ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.

Аса илтерер: Чӑваш Енре почтӑна Ладилов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Почта тытӑмӗнче вӑл чылай ҫул ӗҫленӗ иккен. 2006 ҫултанпа Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

 

Республикӑра
toplogos.ru сайтри сӑн
toplogos.ru сайтри сӑн

Тӗнче тетелӗнчи «МК в Чебоксарах» хаҫата малашне Владимир Васильев ертсе пырӗ. Вӑлах - «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ.

Ҫапла «МК»-на «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑрӗ. «МК» Чӑваш Енре иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе тухса тӑрать. Унтанпа ӑна темиҫе тӗрлӗ редакци кӑларса тӑнӑ. Темиҫе ҫул каялла хаҫата кӑларассишӗн Йошкар-Олари компани яваплӑ пулса тӑнӑ.

 

Республикӑра

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ШӖМӗн коллегийӗ иртнӗ. Унта ултавҫӑсем пирки те калаҫнӑ.

ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов тӗнче тетелӗ урлӑ тата телефонпа усӑ курса укҫа вӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫӑмлатасси ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл республикӑри ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине те каланӑ. «Палламан номертен шӑнкӑравлакансемпе чӑвашла калаҫмалла», - тенӗ вӑл. Прокурор палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫнине илтсен чылай чухне телефона сӳнтереҫҫӗ.

Сӑмах май, Эдуард Гиматов Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ.

 

Республикӑра

Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче Катӑш ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл килтен кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗрлӗ тӗслӗ куртка, угги тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыранӑ.

Хӗрарӑма тупни пирки кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Анчах, шел те, унӑн виллине. «Лиза Алерт» сайтӗнче нимеҫӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93239
 

Республикӑра

Чӑваш Енре «Архивы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архивӗсем) информаци тытӑмӗ туса хума йышӑннӑ.

Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗнче асӑннӑ тытӑм пирки калакан йӗркене ҫирӗплетнӗ. Правительство йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.

 

Республикӑра
"Подслушано Аликово" пабликири сӑн
"Подслушано Аликово" пабликири сӑн

Тӗнче тетелӗнче Элӗк округӗнчи Ман Вылӑра ҫынна масар ҫине ҫунапа сӗтӗрнине кӑтартакан сӑнӳкерчӗк анлӑ сарӑлнӑ. Ҫула мӗншӗн хырман? Прокуратура тӗрӗсленӗ.

Пӗр ҫемьере ватӑ арҫын чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра ӗҫленӗ. Ҫав кун шӑпах юр нумай ҫунӑ. Тӑванӗсем ҫул хырма ыйтса вырӑнти администрацие шӑнкаравланӑ. Малтан лешсем шантарнӑ. Кайран пуҫлӑх телефона тытма пӑрахнӑ.

Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, администраци ҫын пытарнине пӗлнӗ. Анчах ҫул хырас тесе ним те туман. Ведомство Элӗк округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш Енре - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ.

Ҫулталӑка официаллӑ майпа уҫасси йӑлана кӗнӗ. Экологи ҫулне кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ыран, уҫма палӑртнӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.

Унта влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнакансем, шкул лесничествине хутшӑнакансем, педагогсем, наставниксем, ӑсчахсем, экологсем, вӑрманҫӑсем хутшӑнӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 8,5 процент ӳсӗ. Ку вӑл медицинӑра, педагогикӑра, социаллӑ тата ытти ҫавӑн йышши сферӑра ӗҫлекен 70,5 пин ҫынна пырса тивӗ.

Йышӑнӑва республикӑн Правительстви ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.

Индексаци валли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑванӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫывӑх вӑхӑтра ҫавӑн пек ятарлӑ йышӑнусем тумалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, [99], 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, ...665
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 07

1980
46
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
46
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть