Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫуркунне ҫитнӗ май Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чи хулӑн пӑр - кӳлмекре: 33-38 сантиметр. Ҫавӑн пекех юханшыв портӗнче, Шомик, Куславкка, Ильинка тӗлӗнче пӑр самай хулӑн - 33 сантиметр ытла. Анчах ҫакна астумалла: вӗсенче те ҫӳхе вырӑнсем пур. Сӑр юханшывӗнче те ҫӳхе вырӑнсем нумай. Ҫапах Ҫӗмӗрле тӗлӗнчи хӗллехи кӗпер ӗҫлет-ха. Ҫакна манмалла мар: пӑр хулӑнӑшӗ 10 сантиметртан сахалрах пулсан ҫеҫ аслӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре лифт туса кӑларакан производство уҫӑлӗ. Ӑна Иранти «Asia Lift Group» предприяти йӗркелесе ярӗ. Предприятин представительстви Таджикистанра вырнаҫнӑ. Лифт хуҫалӑхӗ 70 процент ытла япӑхнӑ. Пирӗн республикӑра 1 800 штукран кая мар лифт кивелсе кайнӑ. Регионта лифтсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ программа та хута янӑ. 2027 ҫулччен 214 лифта улӑштарасшӑн. Хыснаран ҫав тӗллевпе 100 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Муркаш районӗнче 19 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе киле килмен. Ӑна «Лиза-Алерт» хастарӗсем тата полицейскисем шыраҫҫӗ. Евгений Андреевич Соловьев – Кӗрекаҫ каччи. Ҫухалнӑ кун вӑл хура-хӗрлӗ тӗслӗ куртка (унта «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ), хура шӑлавар, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки пӗлекенсене 8-800-700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче пурӑнакан 81 ҫулти арҫын чӗри тӗлӗнчен ыратма тытӑнсан, сывлама йывӑрлансан арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсен яла ҫитнӗ те чирлӗ ҫын патне машинӑпа ҫитме май ҫуккине ӑнланнӑ. Дмитрий Ермаков тата Людмила Петрова фельдшерсем хӑйсен хатӗр-хӗтӗрне тата ванна илнӗ те ялти тепӗр икӗ ҫынпа уй урлӑ 2 ҫухрӑм ҫуран кайнӑ. Юрать-ха, тухтӑрсем вӑхӑтра ҫитнӗ. Вӗсем кайран ватӑ арҫынна ваннӑпа васкавлӑ медпулӑшу машини патне сӗтӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын ЧР Элтеперӗ патне ҫырупа тухнӑ. Вӑл унта Шупашкарти Илпек урамӗнче вырнаҫнӑ ҫар комиссариатне юсаса ҫӗнетме ыйтнӑ. «Хисеплӗ Олег Алексеевич! Эсир хӑвӑр е сирӗн ҫывӑх пулӑшуҫӑсем республикӑри сар комиссариатӗнче пулнӑ-и? Эпӗ унта ӗҫпе кӗтӗм, темле аван мар пулса кайрӗ. Ҫулталӑк ӗнтӗ ҫар операцийӗ пырать, пирӗн вара РФ Хӳтӗлев министерствин представительстви 30-40 ҫул каяллахи ҫуртрах вырнаҫнӑ. Мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсене йӗркене кӗртме пултарать-и? Донбаса пулӑшатпӑр-ҫке, ахӑртнех, резервсем пур», — тенӗ ҫырура. ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби хурав панӑ: ҫар комиссариачӗсем РФ Хӳтӗлев министерствин тытӑмне кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ҫӗрпӳ мормышки» иртнӗ. Вӑл – пулӑҫсен тупӑшӗвӗ. Пулӑ тытма юратакансем Кӑнар ял тӑрӑхӗнче пухӑннӑ. Вӗсем пӗр мормышкӑллӑ, пӗр йӗплӗ хӗллехи вӑлтапа пулӑ тытнӑ. Ӑмӑрту 3 сехете тӑсӑлнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫе номинаципе палӑртнӑ: чи малтан пулӑ тытакан, чи пысӑк пулӑ тытакан, чи опытлӑ пулӑҫ. Ытти номинаци те пулнӑ. Мала тухнисене дипломпа, парнепе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://vk.com/wall-35906750_198026 сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри Пултарулӑх ҫуртӗнче (Совет ҫуртӗнчи 52-мӗш ҫурт) куҫман пурлӑха регистрацилемешкён документсене вырӑна тухса йышӑнӗҫ. Росреестрӑн управленийӗн тата Шупашкарти муниципалитет округӗн специалисчӗсем ҫынсене ирхи 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Шупашкар районӗнче кадастр учӗтне илнӗ, анчах вӗсене Росреестрта патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларман ҫӗр лаптӑксем, уйрӑм ҫуртсем, дачӑсем нумай. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем – 8 (83540) 2-40-82 (Павел Дочинец, Шупашкар муниципалитет округӗн ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ), 8 (83540) 2-55-00 (Галина Кушникова, Ишлейри территори пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрарӑмсене паянхи уявпа саламланӑ. «Тӗнчене шӑпах эсир, хӗрарӑмсем, лайӑхрах та ырӑрах тӑватӑр, килӗшӳлӗх кӳретӗр. Сирӗн вӑй-халӑр – иксӗлми ҫӑлкуҫ евӗр», — саламланӑ вӑл республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. «Хӗрарӑм асамлӑхӗ хуть хӑш саманара та пысӑк ӑстаҫӑсене унӑн тӗлӗнмелле илемӗпе ӑс-хакӑлне мухтакан паха та вилӗмсӗр искусство произведенийӗсем тума хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм сӑнарне чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисем те, художникӗсемпе скульптура ӑстисем те хӑйсен произведенийӗсенче ҫӳле ҫӗкленӗ. Йӑла-йӗркепе кӑмӑл-сипет пуянлӑхне ӑруран ӑрӑва куҫарма, этнокультура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан анне сӑнарӗ яланах чи таси те хисеплисенчен пӗри шутланнӑ», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал республикӑра 40 шыв башнине юсама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. ЧР Строительство министерстви конкурспа 40 яла палӑртнӑ. Вӗсенче шыв башнисене улӑштарӗҫ. Уйӑрнӑ субсидие 5 района пайласа парӗҫ: Элӗк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vkusnosty.ru сайтри сӑн Халӗ Аслӑ типӗ пырать. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫын типӗ тытать. Хальхи вӑхӑтра лавккара та типӗ апачӗ сутаҫҫӗ. Анчах чылайӑшӗ хамӑр патра кӑларни мар. Халӗ вара Шупашкарти тата районти предприятисем те типӗ апачӗ туса кӑларас енӗпе ҫине тӑрсах ӗҫлеме пуҫланӑ. Лавккасенче Чӑваш Енре туса кӑларнӑ 30 ытла издели тупма пулать. Вӗсен йышӗнче - ҫӑкӑр, булка, кукӑль, мармелад, вафли, пылак куккурус, макарон, печени. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри предприятисем яланах халӑха кирлӗ продукци кӑларма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |