Республикӑра
![]() esse.24newnews.ru сайтри сӑн Шӑмӑршӑ районӗнче Африка мурӗпе чирленӗ хир сыснине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май унта карантин пулнине йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин – «Исток» агрофирмӑн «Шӑмаршӑ» сунар вырӑнӗнче. Унта Ветеринари йӗркипе килӗшӳллӗн меропряитисем ирттерӗҫ. Аса илтерер: Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснине сунарҫӑ тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() noav.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу водителӗсене уйӑхсерен хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ пулӑшӑва кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пама йышӑннӑ. Водительсене уйӑхсерен 4,5 пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу водителӗсем видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пӗчӗк шалу пулсан машина валли запчаҫсене, ытти материала, хӳтӗлев формисене хӑйсем туяннине каланӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсене преми пама пӑрахнӑ-мӗн. РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ. Темиҫе эрнерен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов коллетивпа тӗл пулнӑ. Унта вӑл водительсене тӳлевсем пирки йышӑну тӑвассине кӗтме, служба ҫырӑвӗсем ҫырма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Шӑмӑршӑ районӗнче «Исток» агрофирмӑн сунар вырӑнӗнче тытнӑ хир сыснин Африка мурӗ пулнине палӑртнӑ. Тытнӑ хир сыснине Чӑваш Республикин ветлабораторине тӗрӗслеме ӑсатнӑ. Унӑн Африка мурӗ пулни чӑнах та ҫирӗпленӗ. Ҫавна май Патшалӑх ветеринари служби ҫав вырӑнта карантин йышӑнма хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна йышӑнсан блок-постсем вырнаҫтарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Африка мурне тупнӑ вырӑнта ятарлӑ отряд ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mincult12.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Амоксар утравӗнче, Атӑл варринче, Мари Элти археологсем шырав ирттернӗ те 11-мӗш ӗмӗрти вилтӑприсене тупнӑ. Ку ӗҫе Мари археологи экспедицийӗ тата нимеҫӗсем пурнӑҫланӑ. Вӗсем вилтӑприсенче алка-эреш, хӗҫ-пӑшал, ӗҫ хатӗрӗ, антропологи материалӗсем тупнӑ. Археологсем палӑртнӑ тӑрӑх, инвентаре тата виле пытарнин йӑли-йӗркине пӑхсан вилтӑприсем марисенни пек. Ҫапах урӑхлараххисем те пур. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла Амоксар утравӗ ҫинче пушар тухни курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ударцевсен ҫӗнӗ пӳрчӗ. "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан нумай ачаллӑ Ударцевсем ҫуртсӑр юлнӑ – пушар вӗсен пӳртне кӗл купине ҫавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вӗсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Халӗ ав савӑнӑҫлӑ хыпар пур: Ударцевсем халӑх пулӑшнипе икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ. Пӳрте вӗсем пуш уйӑхӗнче туяннӑ. Ӑна хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ударцевсем пушарта нимӗн те илсе тухайман. Чукун ҫул хӗрринче пурӑннӑран пушар машини патне пырайман. Шланг тӑсса пӗтернӗ ҫӗре ҫурт ҫунса та кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫемье пӗлӗшӗсем патӗнче пурӑннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарсан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем апат-ҫимӗҫпе те, япаласемпе те, укҫан та пулӑшма пуҫланӑ. Халӗ Ударцевсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене куншӑн тав тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтри сӑн Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта паян ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӗнерпуҫ ялӗнче пӑр ӳкнӗ. Ку 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Пӑрӗ путене ҫӑмарти пысӑкӑш, шултрараххи те пур», - пӗлтернӗ ҫынсем. Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта чашлаттарсах ҫумӑр ҫунӑ. Ҫил те вӑйланнӑ, Винокуров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт патӗнчи суту-илӳ палаткисене илсе ывӑткаланӑ. «Пике» фабрика патӗнче вара хурӑн ҫул ҫине персе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Тӑвай районӗнче Вырӑс Нарвашӗнчен инҫех мар ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки ҫынсем васкавлӑ службӑна 16 сехет те 16 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем тӳрех ҫитнӗ. Вырӑна район прокурорӗн ҫумӗ Артур Белов та пынӑ. 18 сехет ҫурӑ тӗлне полигонра унта-кунта ҫунакан вырӑнсем кӑна юлнӑ. Вӗсене тӑпрапа, шывпа сапнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерсе ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() /t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре хӗрарӑмсем ача ытларах ҫуратчӑр, ҫемьесем вара ан арканччӑр тесе республика шайӗнче хут йышӑннӑ. Олег Николаев Элтепер 451-мӗш номерлӗ йышӑнӑва алӑ пусни ҫинчен Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи алӑ пуснӑ документ 150 ытла страницӑран тӑрать. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ ҫав хутсене тишкерсе тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ шаннӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышӑну хӗрарӑмсем ача пӑрахнине чакарма пулӑшӗ, ачаллӑ студентсене пулӑшма май парӗ, ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗ пирки нумайрах пӗлекен тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vgoroden.ru сайтри сӑн Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешессин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫак ӳсен-тӑранпа кӗрешме 20,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсекен вырӑн пӗлтӗрхинчен 1,1 хут пысӑкланнӑ. Вӑл ытларах Тӑвай, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ. Наркӑмӑшлӑ пултӑрана юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() d-kvadrat.ru сайтри сӑн Ҫитес вӑхӑтра республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫавна май икӗ районта пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Ку Тӑвай тата Елчӗк районӗсене пырса тивет. Вӗсенче ҫутҫанталӑк пушарӗ тухас, типӗ курӑк ҫунма пуҫлас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавӑнпа ҫак икӗ районта пушар тухас хӑрушлӑхӑн 5-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Тепӗр 16 муниципалитетра - 4-мӗш класс. Сӑмах май, Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме чарнӑ. Ку та пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |