Канаш округӗнчи Катек ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ҫавӑнпа унта карантин пулнине палӑртнӑ.
Ялта тилӗ виллине тупсан ӑна республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме янӑ. Чӗрчунӑн урнӑ чир пулни ҫирӗпленнӗ.
Инфекци тупӑннӑ вырӑнта ветеринари специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Севок сухана республикӑри кӑнтӑр енче районсем ҫеҫ мар, Канаш тӑрӑхӗнче те ӳстереҫҫӗ. «Канаш» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «сухан туса илесси халӗ канашсемшӗн те ҫӗнӗлӗх мар. Ҫак пахча-ҫимӗҫпе пирӗн тӑрӑхра «Канмаш» агрофирма ӗҫлет. Севок сухана ҫӗр ӗҫченӗсем пӗлтӗр вӑрӑран пуҫласа акнӑ. Унӑн лаптӑкӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗн-чи уйра 10 гектар йышӑннӑ».
Сухана ҫумласа тата шӑварса тӑнӑ. Кашни гектартан 120 центнер сухан пуҫтарса кӗртнӗ. Пӗлтӗр вӑрӑран туса илнӗ севок суханӑн вӑрлӑхне ҫак кунсенче лартнӑ.
Канаш районӗнче тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын халӗ те комбайнпа ӗҫлет. Катек ялӗнчи Михаил Петров «Палессе» комбайнпа тырӑ вырать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл 77 ҫул тултарнӑ. Ӑна вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хире пырсах саламланӑ. Юрласа ташласа та кӑтатнӑ чечек ҫыххи те тыттарнӑ.
Михаил Петров ял хуҫалӑхӗнче мӗн ҫамрӑкранпа тӑрӑшать. Механизатор пулса вӑл ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать.
Канаш районӗнчи Катек ялӗнче пурӑнакан ветеран 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Евдоким Егорович Егоров хӑнасене сӗтел хушшине пухнӑ.
Юбиляра тӳре-шара, журналистсем саламланӑ, чечек ҫыххисем парнеленӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин та юбиляр патне саламлӑ ҫыру янӑ. Вырӑнти артистсем вара чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Евдоким Егорович 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 14 ҫултанпа чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Кайран ӑна ҫара илнӗ, Хабаровск крайӗнче Амур юханшывӗ ҫинче туннель тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӑл 1948 ҫулта киле таврӑннӑ. Евдоки Егорович мӑшӑрӗпе пӗрле 4 ача ҫуратса воспитани панӑ. Вӗсен 6 мӑнук, вӗсен 5 ачи пур.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ паян хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чысларӗҫ.
Маттур ачасене тата вӗсене видео хатӗрлеме пулӑшакансене Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи тата «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пуҫараканӗ Владимир Андреев, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвком членӗ Геронтий Никифоров, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш халах сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников, Чӑваш ен наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова тата ыттисем чысларӗҫ.
Жюри пайташӗсем хакланӑ тӑрӑх «Чӑваш халӑх сӑввисем» номинацире Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Демьянова Вероника ҫӗнтернӗ, вӑйӑ номинацийӗнче вара — Муркашри «Путене» ача пахчине ҫӳрекен ачасем. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансем питӗ нумай пулни пирки каласа хӑвармалла, ку номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ӳсӗмпе хакланӑ. Чи кӗҫӗннисен хушшинче Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Молодов Алексей мала тухнӑ, 7–10 ҫултисем хушшинче Смирнова Елена ҫӗнтернӗ, аслӑраххисем хушшинче вара Канаш районӗнчи Катек вӑтам шкулӗнче вӗренекен Васильева Елизавета ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Канаш районӗнчи Катек ялӗнче урнӑ кушак хуҫине икӗ хут тапӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Николай Григорьев кушакне тӗп сакайне ярас тесе тытнӑ. Анчах лешӗ ӑна сылтӑм аллинчен ҫыртнӑ.
Каярахпа хуҫи кушака каллех тӗп сакайне яма тӑнӑ. Хальхинче те мӑрмӑр ӑна ҫыртнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна миххе чиксе чӑлана тухса хунӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тӗрӗслев хыҫҫӑн кушак урнӑ чирпе аптӑрани паллӑ пулнӑ. Ҫав кунах вӑл вӑйран кайса ӳкнӗ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме янӑ. Вӑл унччен таҫта ҫухалса ҫӳрени паллӑ.
Катекри пур выльӑха та вакцинациленӗ. Ҫавна май вӑл ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Николай Григорьев тата кушака тытнӑ тепӗр ҫын сиплев курсӗ витӗр тухнӑ.
Канаш районӗнчи Катек ялӗнчи «Шевле» фольклор ушкӑнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Хрусталь уҫӑ» конкурс фестиваль лауреачӗ пулса тӑнӑ. Мероприяти Чулхула облаҫӗнчи Сартаково ялӗнче кӑҫалхипе 11-мӗш хут иртнӗ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен халӑх юрри-ташшине кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Унта Удмурт, Мари, Пушкӑрт, Чӑваш, Тутарстан республикисенчи, Киров облаҫӗнчи, Ярославль хулинчи тата Ярославль облаҫӗнчи, Чулхулари тата Чулхула облаҫӗнчи, ытти тӑрӑхри 30 ытла фольклор ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Ялти кашни ҫурт умӗнче тенӗ пек ҫынсем тухса тӑнӑ. Пурте пултарулӑх ушкӑнӗсене курма тухнӑ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Катекри «Шевле» ушкӑн фестивальте II степень лауреат пулса тӑнӑ. Вӗсем куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш ташши янӑрасан чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Сӑнсем (16)
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлмен ҫын та ҫук пуль. Вӗсем тарпа, юнпа паянхи мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерсе паянхи самана таранах пурӑнса ҫитнӗ ветерансем темиҫӗ хутлӑ герой ятне те илме тивӗҫ.
Утӑн 23-мӗшӗнче Канаш районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева, Канаш хулин тата Канаш районӗн халӑхӑн социаллӑ хӳтелев пайӗн пуҫлӑхӗ Надежда Маркелова Катек ялӗнче пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Евдоким Егорович Егорова 95 ҫулхи юбилейпа ӑшшӑн саламланӑ. Ҫирӗп сывлӑх, нумай ҫул пурӑнма суннӑ, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Владимир Путинӑн ҫыру саламне вуласа панӑ, алла тытарнӑ, чечек тата асӑнмлӑх парнепе чысланӑ. Ҫак кунхине юбиляра ҫывӑх тӑванӗсем, ял ҫыннисем те ӑшӑ салам сӑмахӗсем каланӑ.
Е.Е.Егоров Катек ялӗнчех 1918 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ, кунтах ӳснӗ. 1938 ҫулта ӑна чукун ҫул ҫарне хӗсмете илнӗ. Юбиляр каласа панӑ тӑрӑх, вӑл «чукун ҫулӗнчен фронта ҫул тытнӑ», чукун ҫул ҫарӗ шутӗнче ҫапӑҫнӑ, Днепр, Кременчуг урлӑ кӗперсем, 95 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ чукун ҫула тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |