Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерет. Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ, 21-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chfila.ru/afisha сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Тӑван халӑх сасси» концерт иртӗ. Ӑна курас тесен Чӑваш патшалӑх филармонине каймалла. Программӑн паха енӗ — аваллӑхри кӗвӗ-ҫемме паянхи кунпа ҫывӑхлатнӑ номерсене хаклама май пани. Композицисене хӑйне евӗр илемлетнисӗр пуҫне ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса та хитрелетнӗ, артистсем ыттисенчен расна тумпа сцена ҫине тухӗҫ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ушкӑнсем, «Дуняша Style» фолк-группа, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Турай» приключениллӗ роман пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана автор «пирӗнтен пачах урӑхла йӑла-йӗркепе, урӑх тӗнпе пурӑнакан ҫӗршыва илсе каять. Романри лару-тӑру ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи Шупашкарта пуҫланать. Турай, романри тӗп сӑнар, тӗрлӗ кӑлтӑка пула салтака, унтан Афганистанах лекет». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Васильева прозаикӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Ольга Васильеван пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ...» ятпа кун ҫути курнӑ. Хальхи 800 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. Прозаик Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче ӗҫлет. Вӑл – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Унӑн ятне Ача-пӑча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY Хисеплӗ списокне кӗртнӗ. Прозаик Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшӑннӑ (2021). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chfila.ru/afisha сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкара Питӗрти тенор концертпа килӗ. Мероприятие йӗркелекенсем «Люблю… Ti amo… I love you… Je t’aime…» программӑна тӗнче эстрадин шедеврӗсенчен хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх филармонин сцени ҫине Питӗрти Евгений Южин тенор тухӗ. Юрату ҫинчен тӗрлӗ чӗлхепе ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарӗ вӑл: «Я люблю тебя до слёз», «O Sole Mio», «Скажите, девушки», «Nathalie», «Besame mucho», «Карузо», «Quizas», «Опавшие листья», «Вечная любовь» тата ытти те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Тилли кӑна, Тилли кӑна тееҫҫӗ» - ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта кун ҫути курнӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнекине. Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Унӑн пӗрремӗш пайӗ «Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме ялӗн ҫыннисем ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкая аса илнисем» ятлӑ. Ку пая чӑваш халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗпе пӗр ялта выляса-кулса ӳснӗ Гликерия Белова, Анастасия Казанкова, Михаил Медиков тата Наталия Ирсукова асаилӗвӗсем кӗнӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче – Сиктӗрмере иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тата кӑшт маларах ҫырса илнӗ чӑваш халӑх юррисем. Виҫҫӗмӗш пай вара пӗтӗмпех Петӗр Хусанкайӑн пӗтӗм чӑваш тӗнчи пӗлекен «Тилли юррисем» ятлӑ 55 сӑвӑран тӑрать. Вӗсене сӑвӑҫ 1933-1940 ҫулсенче ҫырнӑ. Петӗр Хусанкайӑн «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ» кӗнекине халӑх патне ҫитерме Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши фондне укҫа-тенкӗпе Звениговори аш-какай комбиначӗн ертӳҫи, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Петӗр Хусанкайпа пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ Иван Казанков пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекен тиражӗ – 1000 экземпляр. |
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ астунӑ тӑрӑх, ун пеккине ҫыравҫӑсем ытти ҫул та йӗркеленӗччӗ. Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче иртекен культура мероприятине пухӑнса поэтсем иртнӗ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, хӑйсен сӑввисене вулӗҫ. Чи лайӑх калем ӑстине куракансем палӑртӗҫ. Литература ёлки кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драмӑна вуласан - «Тӑван Атӑл», 2022, 12) Икӗ пайлӑ, вунӑ курӑнуллӑ драмӑри ӗҫсем пӗтсе ларнӑ ялта 1994 ҫул хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ. Ҫухалса пыракан ялсен шӑпи Арсений Тарасов прозинче («Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калавра, сӑмахран) тахҫанах палӑрнӑчччӗ. Каллех ҫав тема, ҫав ырату. «Ялӗнче пӗр чӗрӗ чун юлман. Эпӗ те Ульха пур. Тата кам? Ӳсӗр Палля ӗнтӗ. Тата манӑн икӗ сурӑх»,-тет ватӑлса ҫитнӗ Ҫарахви карчӑк. Унӑн юратнӑ упӑшки Элекҫей вӑрҫӑра нимӗҫ тыткӑнне лекнӗ, хӑтӑлса тухсан каллех тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ ӗмӗр тӑршшӗпех пусса тӑнӑ ӑна. Колхоз председателӗ, саккунлӑ вӑрӑ, партийцӑ Палля «ҫӑварлӑхланман» Элекҫее, ҫӑхав ҫырса, тепӗр хут тӗрмене тыттарса ярать. Саманан йӗксӗк йытти Палля. Ӑна ашшӗ пӑхман. Ҫарахви амӑшне качча илейменнишӗн арӑмӗпе ачи айӑплӑ, имӗш. Ашшӗне кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чухне Палля интернатра пурӑннӑ. Вӗсен кил-ҫуртне колхоза панӑ. Кайран ҫав пӳртре Ҫӑрахвисен ҫемйи пурӑнмалла пулса тухнӑ. Хӑй колхоз председателӗ чухне Элекҫейпе Ҫарахвие урӑх яла кӑларса яма хӑтланнӑ. |
Культура
![]() t.me/vchuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене «6 кадров» (чӑв. 6 кадр) проектӑн ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ. Телеграмри @вчувашиижить каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта Эдуард Радзюкевич тата Галина Данилова пултарулӑхне курса киленме май килӗ. Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, вӗсем «Опасный холостяк» спектакль кӑтартӗҫ. Афишӑна ӗненсен, спектакль кулӑшла тата кӗтмен финалпа палӑрса тӑрать. Спектакле курас тесен Ухсай ячӗллӗ культура керменне (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 19 сехете каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Илья Ильфӑн тата Евгений Петровӑн «Двенадцать стульев» романӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла пырса курма йыхравлать. Ӑна культура учрежденийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 тата 19 сехетсенче кӑтартӗҫ. Мюзклта Остап Бендер ролӗнче Константин Живулин пулӗ, Владимир Ашмарин Киса Воробьянинов сӑнарне калӑплӗ, Татьяна Васильева — Грицацуева, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова — Петухова, Андрей Именнов — Федор Востриков, Динара Юнисова — Лиза, Анастасия Батюкова — Эллочка, Сергей Степанов — Щукин инженер. Тепӗр тесен, пурне те каласа каяр мар, курма кайсан пӗлме кӑсӑк пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |