Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Калайкасси шкул ачисем кӑҫал та Акатуй ирттерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Эльвира Портнова 30.05.2017 19:18 | 2603 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалласа А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗнче акатуй иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ уяв ҫӳ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун пулчӗ. Ир-ирех ачасем, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе шкул садӗнче хурансем ҫакрӗҫ, сӗтел ҫине тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартрӗҫ. Малтанхи кунсенче кашни класс хӑйӗн картине, апат хатӗрлемелли вырӑна, кил-ҫурта илемлетрӗ, тирпейлерӗ.

Акатуй 9 сехет ҫурӑра вӑйӑ картипе пуҫланчӗ. Чӑваш тумӗ тумланнӑ ача-пӑча, яш-кӗрӗм карталанса утни чуна тыткӑнларӗ. Акатуя шкул директорӗ Ершова Т.А. уҫрӗ. Татьяна Аркадьевна чи хастар та пултаруллӑ ачасене грамотӑсемпе чысларӗ, ашшӗ-амӑшӗсене тата вӗрентекенсене тав хучӗсем пачӗ. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Евстафьевич Ерагин чӑваш-халӑх йӑли-йӗркине упрасси пирки калаҫрӗ, ачасене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ. 6, 8 класс хӗрӗсем чӑваш ташшипе савӑнтарчӗҫ, 3-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑлине кӑтартса пачӗҫ, Саида Колдашова «Тӑван яла» юрӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Уява уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем ачасен кану вырӑнне ҫул тытрӗҫ. Асӑнса хӑвармалла, кӑҫал кашни класс «Техӗмлӗ сӗтел» тата «Чи илемлӗ те тирпейлӗ кил карти» конкуса хатӗрленнӗ. Тен ҫавӑнпа, кашнин сӗтелӗ ҫинче чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫӗ тулли: ҫуху, хуплу, хӑпарту, икерчӗ, хуран кукли, чӑкӑт, тип шаркку, кукар апачӗ, салма яшки, шӑрттан, тултармӑш, хура тул пӑтти… Кашни сӗтел умӗнче ачасем тӳресене кӗтсе илеҫҫӗ, хӑйсен апат-ҫимӗҫӗ пирки тупӑшса каласа параҫҫӗ, хӑналама тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр классем уяв валли ятарласа канмалли пӳрт те ӑсталанӑ, кил картине ҫатан картапа тытса ҫавӑрнӑ. Уйрӑмах 5, 3, 6-мӗш классен кил картине асӑнмалла.

Лайӑх апатланнӑ хыҫҫӑн ачасемшӗн выляни паха. Вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем чӑваш вӑййисене аса илчӗҫ: татӑкла, ҫӗрӗ ямалла, шӑшилле кушакла, ят пӗлмелле, ҫӑмхалла, чӗн пиҫихилле, шуйттан лупашкилле, лепекле, хурчӑкалла чӑхла вӑйӑсене черетпе вылярӗҫ. Вӑтам классем пӗр-пӗринпе лапталла вылясв тупӑшрӗҫ. Кӑштах ҫумӑр ҫуни те, сивӗ тӑни те кӑмӑла хуҫмарӗ, вӑйӑ малалла тӑсӑлчӗ. Пӗрремӗш вырӑна 8-мӗш класс тухрӗ.

Кӑнтӑр иртсен акатуй уявӗн пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Шкул директорӗ Т. А. Ершова тӗрлӗ ӑмӑртусенче мала тухнӑ классене хисеп хучӗсемпе числарӗ, кашни класа торт парнелерӗ. Тепӗр хут апатланнӑ хыҫҫӑн ачасем савӑк кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

#Калайкасси, #уявсем, #чӑвашлӑх, #Муркаш районӗ, #ачасем, #шкулсем, #вӗренӳ

 

Сӑнсем (12)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем