Спорт
![]() Иртнӗ эрнекун Етӗрне райадминистрацинче районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртрӗ. Канашлура кулленхи ӗҫсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Стрелецки ял тӑрӑх пуҫлӑхне Александр Недопивцева ҫуралнӑ кунпа саламласа малашне те ял тӑрӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Канашлу хыҫҫӑн пухӑннисем «Сӑрҫум» ВХСК ирттернӗ шахмат турнирне хутшӑннӑ. Хӗрарӑм ертӳҫӗсенчен чи ӑста шахматҫӑ ята Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Маргарита Кольцова ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вырӑнта — Пушкӑрт ял тӑрӑх ертӳҫи Светлана Яковлева, 3-мӗшӗ — Мӑн Чураш ертӳҫи Любовь Соколова. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑнта Етӗрне район администраци ертӳҫи Владимир Кузьмин, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче — Хучаш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Святослав Кузьмин тата Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Виталий Абрамов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен автоспортсменӗ Череповец хулинче иртнӗ трек чупӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту, хӗллехи трек чупӑвӗ енӗпе Раҫҫей кубокӗ, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ. Айрат Заргиров финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Вӑл — Комсомольски районӗнчен. Кубокӑн тепӗр тапхӑрӗсем Ижевск хулинче - нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ӗренпур хулинче — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртӗҫ. Финал вара Череповец хулинче пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ. Сӑмах май, Айрат Заргиров ралли-кросс енӗпе монокубок ҫӗнсе илнӗ. Халӗ трек тата пӑр чупӑвӗсемпе ытларах кӑсӑкланать. Каҫал тӑрӑхӗн спортсменне пӑр чупӑвӗ енӗпе иртекен Раҫҫей кубокӗнче те, тен, курма пултарӑпӑр. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисенчен пӗрисем Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнӑ. Ӑмӑртӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. Унта Хӗл Мучи те хутшӑннӑ тесе ҫырнӑ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче. Хӗл Мучисӗр пуҫне спорт уявне тӗрле тӳре-шара та пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов. Спорт уявӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Кун пирки Константин Ишутов блогер ӗнер пӗлтернӗ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара илсе килнӗ. Блогер ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрача халӗ те сывалса пӗтеймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта шахмат енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвне ирттерме палӑртнӑ. Кунашкалли пирӗн республикӑра 10 ҫул пулман. Йӗркелӳ комитечӗ ирттернӗ пухӑва ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, РФ шахмат федераци правленийӗн председателӗн ҫумӗ Александр Ткачев, шахмат федерацийӗн регионти уйрӑмӗн президенчӗ Михаил Мельник хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ака уйӑхӗн 10–13-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Вӑл Раҫҫейри Гран-прин 14 тапхӑрӗнчен пӗри пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 200 спортсмен хутшӑнмалла. Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта 10 VIP-гроссмейстер хутшӑнма палӑртнӑ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртӗ. Ӑна тӳрӗ эфирта тӗнче тетелӗнче курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнче хӑйне евӗр ӑмӑрту иртӗ. Ҫук, спортсменсем тупӑшмаҫҫӗ унта. Хальхинче ҫӑмӑл урапасем ӑмӑртӗҫ. Вӗсем кӑна мар, тракторсем те тупӑшӑва хутшӑнӗҫ. Автоспортсменсем пилӗк класпа тупӑшӗҫ: малти привод, хыҫалти привод, тулли привод, ирӗклӗ класс тата «Тракторсем» класс. Малтанах унта хутшӑнакансене регистрацилӗҫ. Вӑл 9 сехетре пуҫланӗ те 11-те пӗтӗ. Ралли кроса Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗ йӗркелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Биатлон енӗпе ӗҫлекен тренерсен штабӗ Тӗнче кубокӗн улттӑмӗш тапхӑрне хутшӑнакан спортсменсене ҫирӗплетнӗ. Унта Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова (хӗр чухнехи хушамачӗ Семенова) лекнӗ. Ӑмӑрту кӑрлачӑн 21–24-мӗшӗсенче Италири Антхольцра иртмелле. Хӗрарӑмсенчен ушкӑна ҫвӑн пекех Екатерина Шумилова, Екатерина Юрлова, Ольга Подчуфарова тата Анастасия Загоруйко кӗнӗ. Арҫынсенчен Антон Шипулин, Евгений Гараничев, Дмитрий Малышко, Алексей Волков, Максим Цветков, Алексей Слепов, Антон Бабиков медальсемшӗн тупӑшӗҫ. Биатлона юратакансен юлашки вӑхӑтра пирӗн хӗрарӑм-биатлонисткӑсемпе мӑнаҫланмаллиех пулмарӗ-ха. Тӗнче кубокӗшӗн пынӑ виҫҫӗмӗш тапхӑр вӑхӑтӗнчи Словенири Поклюкри масс-стартра Ольга Подчуфарова виҫҫӗмӗш вырӑнпа савӑнтарнӑччӗ. Мӗнех, ентешӗмӗре ӑнӑҫу сунар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Проект Шупашкарт ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче те пӑр керменӗ тӑвасшӑн. Унта «Университетский-2» микрорайона хута ярас ӗҫ малалла пырать. Ҫак микрорайонта пӑр керменӗ тума палӑртнӑ. Оптимизацилесе хатӗрлесшӗн: икӗ шкула пӗрлештерсе ишмелли бассейн, пӑр керменӗ тумашкӑн май пур. Проекта 2017 ҫул вӗҫне туса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 30 ытла миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта ЧР Спорт министерстви пулӑшнипе хута ярӗҫ. Аса илтерер: Шупашкарта «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ пӗлтӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Сывлӑх кунне ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» йӗлтӗр сырса ярӑнма тухнӑ тата спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Сывлӑх кунӗ кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗн тренировка базинче иртнӗ. Сывлӑх кунне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков, тӗрлӗ тытӑм ертӳҫисем хутшӑннӑ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе ярӑннисӗр пуҫне халӑх вӑййисене те вылянӑ: ҫӑмӑтӑ ывӑтнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, велочупу енӗпе ҫӗршывӑн ултӑ хут чемпионӗ пулнӑ Сергей Иванова Раҫҫейӗн велоспорт енӗпе пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗн тивӗҫӗсене шаннӑ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет. Унччен ҫак вырӑнта Игорь Струтинский пулнӑ. Вӑл контракт вӑхӑчӗ пӗтнӗрен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сергей Ивановшӑн вара ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑ. Яваплӑх пысӑк, кӗҫех Олимп сезонӗ пуҫланать. Сергей Иванов командӑри спортсменсенче вӑй-хал тапса тӑнине, унта темиҫе вӑйлӑ ҫын пулнине палӑртнӑ. Халӗ команда Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленме пуҫлӗ. Сергей Иванов «Тур де Франс» Гранд-турта икӗ хут ҫӗнтернӗ. Ытти ӑмӑртусенче те малта пулнӑ вӑл. Раҫҫей чемпионачӗсенче ушкӑнпа ултӑ хут ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сурхури кунӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче йӑлана кӗнӗ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ ирттернӗ. Райцентрӑн тӗп стадионӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци ертӳҫи Александр Башкиров, районти хӑшпӗр ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те хаваспах хутшӑннӑ. Сурхури уявӗ ячӗпе ирттернӗ мероприятире йӗлтӗрҫӗсем 1200 тата 1800 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсем Владимир Кондратьевпа Ева Кутузова, ҫулӗсемпе чи аслисем Людмила Михуткинӑпа Валентин Харитонов пулнине районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата парнепе, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑн йышӑннисене Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 29 - 31 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |