Спорт
![]() Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур. Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур. Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарӑн халӗ хӑйӗн хоккей команди пур. Команда ытти хула спортсменӗсемпе ӑмӑртма тытӑнӗ. Хоккеистсем командӑна «Шупашкар» ят панӑ. Спортсменсем логотиппа формӑна та суйланӑ. Форма ҫине чӑваш пӑхаттирне Улӑпа сӑнланӑ. Халапа тӗпе хурса суйланӑ ӑна. Унпа килӗшӳллӗн, шӑпах Улӑп Шупашкара йӗркеленӗ. Вӑл Атӑл хӗррине канма ларнӑ. Тӑнӑ чухне ҫӗре чавсаланнӑ. Унта йӗр юлнӑ, кайран ҫӑлкуҫсем тапма тытӑннӑ, унтан вӗсем юханшывсем пулса тӑнӑ. Вӗсен хӗрринче хула йӗркеленме пуҫланӑ. «Шупашкар» команда паян 18 сехет ҫурӑра Мӑкшӑ Республикин командипе вылӗ, ыран – Ҫырчаллӑ спортсменӗсемпе. Вырсарникун малти вырӑнсемшӗн кӗрешӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Даурен Куруглиев — Чӑваш Енри паллӑ спортсмен. Вӑл тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Даурен — ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ. Нумаях пулмасть РФ спорт министрӗ Виталий Мутко Даурен Куруглиева «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парас тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ. Даурен Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт местерӗ» ята Чӑваш Енри икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр 15-шне Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Допинг харкашӑвӗ спортсменсен кӑмӑлне пусарчӗ, ҫапах вӗсем ку ыйтӑва татса парасса юлашки кунччен шанчӗҫ. Раҫҫей спортсменӗсене Олимпиадӑра хутшӑнма ирӗк панӑ. Анчах пурне те мар. Ҫӑмӑл атлетсем унта каяймӗҫ. Унччен допинг ӑша янипе ҫакланнӑ спортсменсем те Рио-де-Жанейрӑна вӗҫмӗҫ. РФ спорт министрӗ Виталий Мутко каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Раҫҫейри 272 спортсмена Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен унта тӑваттӑн кайӗҫ. Дарья Спиридонова гимнастка тӗп ӑмӑртусенче тупӑшӗ. Вячеслав Поляшовпа Евгения Шелгунова — резервра. Ирина Калентьева маунтинбайк енӗпе ӑмӑртӗ. Чӑваш Енри 6 ҫӑмӑл атлет та Олимп вӑййисене кайма пултарнӑ. Анчах Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсемшӗн, Дарья Клишинӑсӑр пуҫне, ӑмӑрту пуҫланмасӑрах вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ. Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра. Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла. Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те. Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ. Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ. Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн. Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян телекуравпа акӑ мӗн пӗлтернӗ: Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Кун пирки Тина Канделаки хӑйӗн Твиттерӗнче те пӗлтернӗ. Анчах Рио-де Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене пур спортсмен та хутшӑнаймӗ. Унта каякан спортсменсен списокне каярах пӗлтерӗҫ. Олимп комитечӗ кашни спортсменӑн допинг историне пӑхса тухӗ. Унччен спортсмен допинг ӑша янипе лекнӗ пулсан вӑл Рио-де-Жанерӑра иртекен Олимп вӑййисене каяймӗ. Аса илтерер: допинг шӑв-шавӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫӗкленнӗ. Олимп вӑййисем вара Рио-де-Жанейрӑра ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, спортри пуҫламӑш утӑмӗсене, хӑшӗсем — ҫитӗнӗвӗсене те, кунта тунӑ маттурсем хальхи вӑхӑтра ют регионсен чысне хӳтӗленине, халӗ вӗсенчен хӑшӗсем Рио-де-Жанейрӑра ҫитес уйӑхра иртекен Олимп вӑййисене урӑх регионсен ялавӗпе хутшӑнма ӗмӗтленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫӗрӗнчен тухса урӑх регионта тӗпленнӗ ултӑ ҫӑмӑл атлет Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗччӗ. Йыша Мӑкшӑ Республикинчи Светлана Васильева, Мускаври Марина Пандакова тата Анжелика Сидорова, Мускав облаҫӗнчи Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева, Крымри Вера Ребрик лекнӗччӗ. Анчах вӗсем тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем Олимп вӑййисене ахӑртнех хутшӑнаймӗҫ. Ӗнер иртнӗ Спортӑн арбитраж судӗнче Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсене Олимпиадӑна кӗртмелли йышӑну кӑларман. Вырсарникун Олимпиадӑн пӗтӗм тӗнчери комитечӗ хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне калӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ирина Калентьева Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, спортри пуҫламӑш утӑмӗсене, хӑшӗсем — ҫитӗнӗвӗсене те, кунта тунӑ маттурсем ют регионсен чысне хӳтӗлеҫҫӗ. Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене вӗсем урӑх регионсен ялавӗпе хутшӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗ пӗрлештернӗ йыша камсем кӗрессине палӑртнӑ. Чӑваш Енрен тухнисем йыша ҫиччӗн лекнӗ. Вӗсенчен пӗри маунтинбайк ӑсти Ирина Калентьева (вӑл Мӑкшӑ Республикинче ӑсталӑха туптать), ыттисем — ҫӑмӑл атлетсем: Мӑкшӑ Республикинчи Светлана Васильева, Мускаври Марина Пандакова тата Анжелика Сидорова, Мускав облаҫӗнчи Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева, Крымри Вера Ребрик. Маларах эпир Олимп вӑййисене Раҫҫейри пӗр ҫӑмӑл атлетка ҫеҫ хутшӑнма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӑл — Дарья Клишина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Спорт фронтӗнче черетлӗ антидопинг «вӑрҫи» пуҫланнӑ. Хальхинче Раҫҫей спортсменӗсене ФСБпа каварлашнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫак пӗтӗмлетӗвӗ Пӗтӗм тӗнчери антидопинг агентстви тунӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, РФ Спорт министерстви, ФСБ тата спортсменсене хатӗрлекен центр Раҫҫей спортсменӗсене допинг ӑша янине хирӗҫлемен. Раҫҫее Сочири антидопинг лабораторийӗ пробӑсене улӑштармалли мел шухӑшласа кӑларнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫапла майпа юраман препаратсене ӑша янӑ спортсменсем Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Пробӑсене улӑштарни пирки Григорий Родченков каласа кӑтартнӑ. Вӑл унччен Мускаври антидопинг лабораторине ертсе пынӑ. WADA доклачӗн текстӗнче унӑн хушаматне 105 хутчен асӑннӑ. Комисси ытти кӳнтеленсем каланине кӑтартман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |