Спорт
![]() Омскра пӗтӗм тӗнчери марафон пулнӑ. Унта пирӗн ентеш Альбина Майорова та хутшӑннӑ. Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ. Унта спорта юратакан 7 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. 42 ҫухрӑм та 195 метр чупнӑ. Ку чупу историре чи сивви пулнипе асра юлӗ. Спортсменсем 8-9 гардус ӑшӑ ҫанталӑкра чупнӑ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Шупашкарти спортсменка Альбина Майорова пӗрремӗш пулнӑ. Вӑл 42 ытла ҫухрӑма 2 сехет те 34 минут та 15 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Омскри ҫынсем ӑна ытларах Иванова хушаматпа пӗлеҫҫӗ. Марфонра кӗмӗл медале Чӗмпӗрти Оксана Фашенко илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Кӑркӑсстанри Марина Карабицкая тухнӑ. Арҫынсен йышӗнче Кенири Мойбен Лабан ҫӗнтернӗ. Василий Пяткин, Кӑркӑсстан спортсменӗ, иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Екатеринбургри Андрей Миняков ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Василий Черкасов тунӑ сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри Наци кросӗ ҫулсеренех иртет. Ӑна Чӑваш Енри хуласенче, районсенче хаваспах ирттереҫҫӗ, унта ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Наци кросӗ авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. Шупашкарсем ун чухне кӳлмек хӗррине пухӑнӗҫ. Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кроса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен регистрацилӗҫ. Чупу 12 сехетре пуҫланӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, кроса хутшӑнакансем 1, 2, 6, 8 тата 12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спорт мероприятине кирек кам та, ӳсӗмне пӑхмасӑр, хутшӑнма пултарать. Вӗсен йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн заявка ҫеҫ ҫырмалла. Кросра ҫӗнтернисене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Чечен Республикинче вилнӗ Леонид Пучкова асӑнса спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме хатӗрленет. Ӑна шкул Леонид пуҫне хунӑ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, йӗркелӗ. 28 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнче полицин патрульпе пост службинче водительте ӗҫленӗ. Чечен Республикине ӗҫпе кайсан пуҫне хунӑ. Ҫав кун шкул ачисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӑмӑл атлетика эстафетине тухӗҫ. Калашинков автоматне салатса пуҫтарассипе те тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне 200 метра хӑвӑртрах чупса тухассипе тата турник ҫинче ытларах туртӑнассипе ӑмӑртӗҫ. Чӑрӑшкасси шкул пуҫлӑхӗ Ирина Гаврилова ӑмӑртӑва ытти шкул ачисем хутшӑнсан пушшех те кӑмӑллӑ пулассине пӗлтерет. Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗреннӗ Леонид Пучкова асӑнса пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнта каччӑн амӑшӗ Галина Александровна, Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисем тата Леонидӑн тантӑшӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Аван уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Болгарире шашка енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ вӑл унтан. Артем Тихонов ҫичӗ ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл самаях пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Артем Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович тата Андрей Унтин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать. Артем Болгарире 8 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче шашкӑлла вылянӑ. Вӑл виҫӗ программӑпа иртнӗ ӑмӑртура виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Артем унччен те ӑмартусене хутшӑннӑ. Кӑҫал вӑл ака уйахӗнче Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл унта та виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫу уйӑхӗнче вара Артем Европа ӑмӑртӑвӗнче абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Юрий Попов Ӗлӗкрех кире пуканӗ йӑтассипе ирттернӗ республикӑри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене пуринчен ытларах Елчӗк, Канаш тата Патӑрьел районӗсен атлечӗсем йышӑннӑ тесе пӗлтерет Петр Сидоров. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланнӑранпа вара Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнчи пӑхаттирсем савӑнтарма пуҫланӑ. Европӑри тата ҫӗршыври турнирсенче ҫӗнтерсе Владимир Петров тӗнче спорт мастерӗн, Артем Васильев, Александр Семеновпа унӑн мӑшӑрӗ Люба Эллина, Джанита Павлова, Марина Федорова тата Андрей Кузьмин Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Йӗпреҫ поселокӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче виҫӗ ҫул каялла ҫирӗм районти пӑхаттирсем Чӑваш Енри ял спорт вӑййисенче мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ. Пӗлтӗр вара «Патварӑн» залӗнче хамӑр республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи 200 ытла атлет «Хыпар» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI турнирта тупӑшнӑ. Паян — Йӗпреҫре тимӗр вӑййине юратакансен черетлӗ пысӑк уявӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн, Раҫҫей спорт мастерӗн Юрий Поповӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн республикӑри уҫӑ турнир иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Грани" тунӑ сӑн Александр Яргунькинӑн хӑвӑрт утас енӗпе Пекинра иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑнмалла пулнӑ. Анчах ӑна допингпа усӑ курнӑ тесе ӑмӑртӑва хутшӑнтарман. Ҫакна «Спорт-Экспресс» пӗлтерет. Ҫав ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Китай тӗп хулине ҫитеймен. Ӑна Раҫҫейрен Пекина вӗҫекен самолетранах антарнӑ. Унӑн организмӗнче эритропоэтин тупнӑ. Ку организма вӑй хушакан япала. Ҫапла тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫейрен нихӑш хӑвӑрт утакан спортсмен та хутшӑнман. Ку — пӗрремӗш хут. Утӑ уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ҫитес стартсене хӑвӑрт утакансене ямастпӑр тесе йышӑннӑ. Ку Виктор Чегин тренер тӗлӗшпе тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫапла пулса тухнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Валерий Борчина, Сергей Кирдяпкинӑна, Ольга Каниськинӑна допинга пула дисквалфикациленӗ. Пӗлтӗр ҫулла Елена Лашмановӑна юраман препаратсене ӑша янӑшӑн икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗмӗрлесем учрежденисенче ӗҫлекенсемпе вӗренекенсене хӑйне евӗр тупӑшӑва хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Чӑннипе, ку ӑмӑрту мар-ха, вӑл сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшать. Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Tweed Race велочупу ирттерет. Ӑна ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пырӗ. Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарӗ. Кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Унта сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӑл хаваслӑ та интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Велочупӑва вӑй-хал культурине тата спорта халӑх хушшинче сарас, ҫынсене велосипед спорчӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чупӑва хутшӑнакансем малтан Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ умӗнче 14 сехет ҫурӑра пухӑнӗҫ. Старт 15 сехетре пуҫланӑ. Унта хутшӑнакансен 1 ҫухрӑм ярӑнмалла. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла мар. Велочупӑвӑн культурине ҫеҫ кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурлан 27-мӗшӗнче Тутарстанри Ешӗлвар (Зеленодольск) хулинче спорт гимнастики енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗн Анастасия Колесниковӑн парнисемшӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттернӗ. Турнира Раҫҫейри регионсенчи 100 ытла гимнаст хутшӑннӑ. Спортсменсем медальсен 24 комплекчӗшӗн вӑй виҫнӗ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра иртнӗ турнира Шупашкарти Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лилия Спиридонова та хутшӑннӑ. Вӑл унтан виҫҫӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Палӑртма хӑвармалла: Лилия Ирина Александрова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Така Илья Талаевра Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче чӑвашсен «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Унта ҫӗнтерекене асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парни — така — тивӗҫнӗ. «Кӗрешӳ» федерацин ертӳҫи В.П. Васильев кӑҫал ӑмӑрту пилӗк виҫе категорийӗнче иртнине пӗлтернӗ. 30 килограмран ҫӑмӑлрах виҫеллисен хушшинче Денис Орловпа никам та танлашайман. 40 килограмчченхисенчен Леонид Петров палӑрнӑ, 50 килограмчченхисенчен — Кирилл Иванов, 60 килограмчченхисенчен — Данил Пантелеймонов, 70 килограмчченхисенчен — Илья Талаев. Абсолютлӑ виҫе категорийӗнче Илья Талаев ҫӗнтернӗ. Вӑл чӗрӗ такаллӑ пулса тӑнӑ. Кӗрешӳ виҫиххипе кӗрешмелли мел темелле. Ун валли килте тӗртнӗ алшӑллипе усӑ кураҫҫӗ. Алшӑлли вӗҫӗсене ал лаппине ҫыхса хураҫҫӗ, варринчи пайӗпе кӗрешекен тепӗр ҫыннӑн пилӗкӗ тӗлӗнчен тытса ӑна ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе илсе ӑна ҫурӑмпа ҫӗр ҫине пӑрахмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Советская Чувашия» хаҫат ҫӑмӑл атлетика эстафетине ҫулсеренех ирттерет. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна ирттерме ЧР Спорт министерстви тата ЧР Информаци политикин министерстви пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал эстафета 77-мӗш хут иртет. Ӑна йӗркелекенсем унта спорта юратакан 3000 яхӑн ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫӑмӑл атлетика эстафетине калем ӑстисем кӑна мар, тӳре-шара, шкул ачисем, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ. VIP-чупу уйрӑм иртӗ. Кӑҫал хаҫат ирттерекен ӑмӑрту Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пулӗ. Ҫӑмӑл атлетсем ҫӗнӗ ҫулсемпе чупӗҫ. «Совесткая Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев каланӑ тӑрӑх, йӗплӗ кроссовкӑсемпе килме юрамасть. Унта хутшӑнакансем пурте сувенирсем илӗҫ. Пурне те фотболка лекӗ. Эстафета авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |