Спорт
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ спортсменка Светлана Васильева тата Денис Нижегородов ҫӑмал атлет суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӗсем Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисенчен хӑтарнипе кӑмӑлсӑр, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларасшӑн. Денис Нижегородов – 2004 тата 2008 ҫулсенче иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионӗ. Светлана Васильева – Европа Кубокӗн призерӗ. Вӗсем Лозаннӑри Арбитраж судне спортсменсен ушкӑнӗнчен тавӑҫ янӑ. Кӑна вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тунӑ. Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, спортсменсем ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмеҫҫӗ. Допинг тупса палӑртнине пула ҫӑмӑл атлетсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ыран, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ старт илет. Унта ҫӗршыври паллӑ атлетсем хутшӑнӗҫ. Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионки Елена Исинбаева унта хутшӑнасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Спортсменка Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче пӗлтернӗ. Шӑчӑпа сикекен Елена Исинбаева ыран старта тухӗ. Ку, ахӑртнех, унӑн карьеринчи юлашки старт пулӗ. Чӑваш Енре иртекен ӑмӑртӑва тӗнче чемпионӗ, Раҫҫей спринтерӗ, Европӑн виҫӗ хут чемпионӗ Сергей Шубенков та хутшӑнать. Сӑмах май, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацине дисквалификациленине вӑйрах хӑварнӑ. Ҫапла Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнаймӗҫ. Эппин, вӗсем Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене те каяймӗҫ. Ку ыйтӑва ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи лаша клубӗ ҫумӗнче ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл канмалли кунсенче пулнӑ. Ӑмӑрту лаша спорчӗн виҫӗ тӗсӗпе иртнӗ. Ӑна ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнине халалласа ирттернӗ. Тупӑшӑва 40 ҫын хутшӑннӑ. Ачасем, спортсменсем, спорта юратакансем вӑй виҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑвӑртлӑхра, тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарассинче вӑй виҫнӗ. Тӑхтавсем вӑхӑтӗнче Пукане театрӗн артисчӗсем ачасем валли постановкӑсем лартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене дипломпа, парнесемпе, медальпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫуллахи ялти спорт вӑййисен XVIII-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри районсемпе хуласенчен 800 спортсмен пырса ҫитнӗ. Уяв ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене кӑна мар, спортпа туслӑ пур ҫынна та пӗрлештернӗ. Ӑмӑртусем ир ирех пуҫланнӑ. Чи малтан старта утӑ ҫулакансем, механизаторсем, ӗне сӑвакансем тухнӑ. Ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсенче спортсменсем спортӑн 16 енӗпе вӑй виҫнӗ. Утӑ ҫулассипе Вӑрнар районне ҫитекенни пулман: муниципалитет чысне Галина Павловӑпа Александр Политов ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗ кашни ҫул тӗрлӗ районпа хулара иртнине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен йӗркеленӗ Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ утӑ уйӑхӗнче Сарӑту облаҫне кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Хӑш команда кампа выляссине татса параҫҫӗ Коррупципе кӗрешекен «Сӗтев» хаҫат кӑҫал футбол турнирне 3-мӗш сезон ирттерет. Ҫулран ҫул унӑн парнисен хакӗ ӳссе пырать. Кӑҫал хаҫат никӗслевҫи тата тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов турнир хакне 300 пин тенке ҫитернӗ. Футбол турнирӗнче ҫӗнтерекен ушкӑн 150 пин тенкӗ алла илӗ тата куҫакан кубока тивӗҫӗ. 2-мӗш вырӑна тухакансем 100 пин тенкӗ илӗҫ, 3-мӗш вырӑна тивӗҫекенсем — 50 пин тенкӗ. Унсӑр пуҫне турнирта хутшӑнакансем валли хаклӑ парнесем, медальсем пулӗҫ. Турнир ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланать. Кӑҫал турнирта 8 футбол ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Турнир мӗнле иртсе пынине хаҫатӑн блогӗнче пӗлсе тӑма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта куҫ курманнисен хушшинче ҫӑмӑл атлетика дисциплинисен енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен самаях тар тӑкма тивнӗ. Ара, ун пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи маттуррисене кӑҫал иртекен Паралимп вӑййисене хутшӑнмашкӑн суйланӑ-ҫке-ха. Шупашкарта пурӑнакан Александр Сорокин пурнӑҫӗнчи чи пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл 6 метр та 36 сантиметр тӑршшӗне сикнӗ. Хӑй тата вӑйлӑрах сикме палӑртнӑ вӑл. Тренировкӑсенче Александр 6 метр та 60 сантиметра парӑнтарнӑ. Ахӑртнех, спортсмен кӑштах пӑлханнӑ. Александр Сорокин ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш кунхине ҫӳллӗшне сиксе иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла пирӗн ентеш Италире ҫӗртме уйӑхӗн 6-17-мӗшӗсенче иртекен Европа чемпионатне хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тӑвай ялӗнче мини футбол енӗпе республикӑри II уҫӑ турнир иртӗ. Ӑна Андрей Албутова асӑнса ирттереҫҫӗ. Ӑмӑрту Тӑвай районӗнчи Тӑвайра вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли спорт комплексӗнче иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Турнира кӑмӑл пуррисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарӗҫ, парнесем, медаль, хисеп грамоти парӗҫ. Кунашкал ӑмӑрту пӗлтӗр те иртнӗ. Ун чухне 17 команда хутшӑннӑ. 1-мӗш вырӑна Канаш районӗ йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Тӑвай районӗ тухнӑ, 3-мӗшне — Шупашкар хули. Турнира хутшӑнас текенсен утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен заявка памалла. Ӑна ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: vladislav.pavlov7891@yandex.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Владикавказра йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен спортсменки Наталья Хлесткина Олимп вӑййисене хутшӑнакан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Ҫапла вӑл ҫулла Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисенче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗ. Раҫҫейӗн йывӑр атлетика енӗпе пӗрлештернӗ командин тренерӗ Александр Видов каланӑ тӑрӑх, Натальйӑсӑр пуҫне командӑра тӗнчен тӑватӑ хут чемпионки Татьяна Каширина, тӗнче чемпионки Тима Туриева, тӗнче чемпионачӗн призерӗ Анастасия Романова пулӗҫ. Владикавказра иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче Наталья Хлесткина икӗ енлӗ кӗрешӳре пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ака уйӑхӗн варринче вара пирӗн ентеш Европа чемпионкин ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Владикавказра арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ку – Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма тивӗҫлӗ кандидатсен суйлавӗ. Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Баймулкина 58 килограмм тайман виҫе категорийӗнче чемпион титулне ҫӗнсе илнӗ. Вӑйлӑ конкурентсемпе вӑй виҫсе вӑл икӗ кӗмӗл, пӗр пӑхӑр медальсене тата Раҫҫей вице-чемпионкин ятне тивӗҫнӗ. Геннадий Иванов патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 87 килограмм таякан штангӑна йӑтнӑ. Ӑна тӗртсе 107 килограмм ҫӗклеме пултарнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре ку 194 килогрампа танлашнӑ. Ҫапла Ирина кӗмел медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле зачетра пирӗн ентеш ҫӗнтерӳҫе, Мӑкшӑ Республикинчи Наталья Гришинӑна, виҫӗ килограмм ҫеҫ выляса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра «Хальхи кире пуканӗн спорчӗн теорийӗнчи тата методикинчи ҫивӗч ыйтусем» темӑпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви, ЧР Вӗренӳ министерстви, Кире пуканӗн спорчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ тата ЧППУ йӗркеленӗ. ЧР Спорт министерствин советникӗ Ольга Букина кире пуканӗн спорчӗ Чӑваш Енре анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Герольд Драндров профессор конференцие кире пуканӗн спорчӗ мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкермешкӗн йӗркеленине каланӑ. Конференцие вӑй-хал культурин тытӑмӗнче ӗҫлекен 115 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |