Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Ку пулӑма кӗтсе илмешкӗн Шупашкар та хатӗрленет.
Чемпионат пуҫланиччен Шупашкарти «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетӗҫ. FIFA ыйтнипе, футбол уйне пысӑклатӗҫ. Малтанах ҫиелти тӑпрана илӗҫ, унтан дренаж хурӗҫ. Газон курӑкне ҫитес ҫуркунне акӗҫ.
Вылямалли ҫӗнӗ уй, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, конференц-зал пулӗ. Стадиона тӗпрен ҫӗнетӗҫ. Унта пӗр команда тренировкӑсем ирттерӗ. Ку пӗтӗмпе 134 миллион тенке кайса ларӗ. 2016 ҫул валли 44 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку — федераци хыснинчи укҫа. Муниципалитет хыснинчен 11 миллион тенкӗ панӑ.
Ӗҫӗ пурнӑҫлаканӗ паллӑ ӗнтӗ. Вӑл — Трест-11. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ мероприяти ирттерме пӳлӗмсем тӑвӗҫ. Медицина тата массаж тумалли пӳлӗмсем те пулӗҫ. «Спартака» ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ.