Спорт
Проект Шупашкарт ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче те пӑр керменӗ тӑвасшӑн. Унта «Университетский-2» микрорайона хута ярас ӗҫ малалла пырать. Ҫак микрорайонта пӑр керменӗ тума палӑртнӑ. Оптимизацилесе хатӗрлесшӗн: икӗ шкула пӗрлештерсе ишмелли бассейн, пӑр керменӗ тумашкӑн май пур. Проекта 2017 ҫул вӗҫне туса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 30 ытла миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта ЧР Спорт министерстви пулӑшнипе хута ярӗҫ. Аса илтерер: Шупашкарта «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ пӗлтӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Сывлӑх кунне ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» йӗлтӗр сырса ярӑнма тухнӑ тата спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Сывлӑх кунӗ кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗн тренировка базинче иртнӗ. Сывлӑх кунне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков, тӗрлӗ тытӑм ертӳҫисем хутшӑннӑ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе ярӑннисӗр пуҫне халӑх вӑййисене те вылянӑ: ҫӑмӑтӑ ывӑтнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, велочупу енӗпе ҫӗршывӑн ултӑ хут чемпионӗ пулнӑ Сергей Иванова Раҫҫейӗн велоспорт енӗпе пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗн тивӗҫӗсене шаннӑ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет. Унччен ҫак вырӑнта Игорь Струтинский пулнӑ. Вӑл контракт вӑхӑчӗ пӗтнӗрен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сергей Ивановшӑн вара ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑ. Яваплӑх пысӑк, кӗҫех Олимп сезонӗ пуҫланать. Сергей Иванов командӑри спортсменсенче вӑй-хал тапса тӑнине, унта темиҫе вӑйлӑ ҫын пулнине палӑртнӑ. Халӗ команда Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленме пуҫлӗ. Сергей Иванов «Тур де Франс» Гранд-турта икӗ хут ҫӗнтернӗ. Ытти ӑмӑртусенче те малта пулнӑ вӑл. Раҫҫей чемпионачӗсенче ушкӑнпа ултӑ хут ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Сурхури кунӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче йӑлана кӗнӗ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ ирттернӗ. Райцентрӑн тӗп стадионӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци ертӳҫи Александр Башкиров, районти хӑшпӗр ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те хаваспах хутшӑннӑ. Сурхури уявӗ ячӗпе ирттернӗ мероприятире йӗлтӗрҫӗсем 1200 тата 1800 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсем Владимир Кондратьевпа Ева Кутузова, ҫулӗсемпе чи аслисем Людмила Михуткинӑпа Валентин Харитонов пулнине районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата парнепе, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑн йышӑннисене Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче республикӑра спорт мероприятийӗсем нумай иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрин пирки, Шупашкар районӗнче «Сурхури чупӑвӗ–2016» йӑлана кӗнӗ тупӑшу уҫӑлни ҫинчен, эпир пӗлтертӗмӗр-ха. Сӑмах май каласан, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 10-мӗшӗ таран Пӗтӗм Раҫҫейри спорт тата сывлӑх вунӑкунлӑхӗ иртет. Ӑна пӗлтӗр те йӗркеленӗччӗ. Паян Шупашкарти Станциҫум урамри 10-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ 2-мӗш спорт шкулӗнче ҫемьесем йӗлтӗрпе тупӑшӗҫ. Ӑмӑртура 10 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачаллӑ ҫемьесене кӗтеҫҫӗ. Хӑть пӗр ачапа пыр, хӑть иккӗ-виҫҫӗпе. Спорт мероприятине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 12 сехетре уҫӑҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ӗнер Шупашкар районӗнче «Сурхури чупӑвӗ–2016» йӑлана кӗнӗ тупӑшу уҫӑлнӑ. Автомобиль тупӑшӑвне республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви тата Шупашкар район администрацийӗ ирттернӗ. Урапасен тупӑшӑвне официаллӑ майпа ӗнер 10 сехет те 30 минутра уҫнӑ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланнӑ. Паян та ӑмӑрту малалла тӑсӑлӗ. хальхинче спортсменсем 12 сехетре старта тухӗҫ. Вӗсен 1200 метрлӑ трассӑна ҫӗнмелле. Тупӑшакансене пилӗк ушкӑна пайланӑ. Ӑмӑрту Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи лапамра иртет. Сӑмах май каласан, халӑх тетелӗсенчен пӗринче ӑмӑртура инкек пулни пирки те пӗлтерчӗҫ. Тупӑшакан урапасенчен пӗри тӳре ҫине пырса кӗнӗ-мӗн, лешне тухтӑрсем васкавлӑ пулӑшу кӳнӗ пулать. Анчах халӑх тетелӗнче каярах тӳре суранланманни пирки ҫырчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Пӗлтӗр Хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне — вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче пулмаллаччӗ — ирттерес вырӑна улӑштарасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Сӑлтавӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн тухнӑ допинг скандалӗпе ҫыхӑннӑччӗ. 2015 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене тӗнче чемпионачӗсене хутшӑнма чарнисӗр пуҫне пирӗн патшалӑхри икӗ чемпионата та ирттерме чарчӗҫ: маларах палӑртнӑ Шупашкарти мероприятие тата Хусанти ҫамрӑксен ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче чемпионатне. Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн (IAAF) пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне ирттермелли вырӑна Рима куҫарма шут тунӑ. Ку сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Чемпионачӗ вара маларах палӑртнӑ пекех ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫавӑн пекех Хусан ҫухатнӑ ҫамрӑксен чемпионачӗ валли те тепӗр вырӑн тупнӑ — вӑл Польшӑра вырнаҫнӑ Пӑткоҫ (Быдгощ) хулинче иртӗ. Каласа хӑварас пулать, Шупашкар вырӑнне урӑххине суйланӑ чухне тепӗр темиҫе хулана та тӑратнӑ пулнӑ — Гуаякиль (Эквадор), Кейӳ (Украина), Монтерей (Мексика). Римшӑн 9 сасӑ пулнӑ, ытти хуласемшӗн — тӑватшар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен хушшинче футзал енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта хӗрарӑмсен 8 команди хутшӑннӑ. Этемлӗхӗн черчен пайӗ ӑмӑртура маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Кашни командах ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш минутӗнченех хӗрӳ тупӑшу пуҫланнӑ. Ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне чи маттуррисем тивӗҫнӗ. Вӗсем — Ураскилтри шкул команди. Ҫурмафиналта Мӑн Выла шкулӗн командипе Тавӑт шкулӗ вылянӑ, пӗрремӗшӗсем 1:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Ураскилтсем вара юнтапасемпе выляса 2 очко пухса ҫӗнтернӗ. Унтан виҫҫӗмӗш вырӑншӑн юнтапасемпе тавӑтсем вылянӑ. Тавӑтсем пӗр очко ытларах пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери «Чемпионсен хӗллехи кубокӗ» иртнӗ. Ӑна «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ мероприятие сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Михеев, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Любэ» ушкӑнӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ) тата ыттисем. Турнирта сакӑр тупӑшу пулнӑ. Унта Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Раҫҫейӗн ытти хулисенчи спортсменсем вӑй виҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫулсеренех республикӑри ял-хулисенче вырнаҫнӑ бассейнсене, спорт лапамӗсене, тренажер залӗсене тата катокӗсене пӗр-пӗр кун укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Вӑл кунсене Спортпа сывлӑх кунӗсем ят панӑ. Кӑҫал та, 2016 ҫулта, унашкал кунсем пулӗҫ. Енчен те ытти кунсенче республика тата муниципалитет шайӗнчи спорт ҫурчӗсене укҫа тӳлесе кӗмелле пулсан уйӑхра пӗр кун вӗсен алӑкӗсем пурин валли те уҫӑлӗҫ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ тӑрӑх Спортпа сывлӑх кунӗсем 2016 ҫулта ҫак кунсене лекӗҫ: кӑрлачӑн 9-мӗшӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ (ку вӑхӑталла чылай каток ӗҫлеме пӑрахӗ ӗнтӗ), ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртмен 18-мӗшӗ, утӑн 16-мӗшӗ, ҫурлан 13-мӗшӗ, авӑнӑн 24-мӗшӗ, юпан 22-мӗшӗ, чӳкӗн 19-мӗшӗ, раштавӑн 10-мӗшӗ. Ҫак кашни кун шӑматкуна лекет. Аса илтеретпӗр, Спортпа сывлӑх кунӗсем пирӗн республикӑра 2014 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Ӑна ирттересси Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |