Спорт
![]() Чӑваш Ен спортӗнче — тепӗр ҫитӗнӳ. Республика, тӗнче пӗлекен Ирина Калентьева черетлӗ медалӗпе савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть Италире маунтинбайк енӗпе тӗнче кубокӗн улттӑмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри виҫӗ спортсменка хутшӑннӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева пӗтӗмӗшле зачетра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл элита чупӑва хутшӑннӑ. Унта вара вӑл 3-мӗш пулнӑ. Ӑмӑртӑва Надежда Антонова тата Ольга Терентьева та хутшӑннӑ. Кросс-кантри дисциплинӑра вӗсем Топ-10 списока кӗнӗ. Надежда Антонова 6-мӗш, Ольга Терентьева 7-мӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ 2016 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ каллех Шупашкарта иртесси паллӑ пулнӑ. Аса илтерер: кӑҫал та чемпионат Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Пекинри ӑмӑртӑва каймашкӑн наци командине йӗркеленӗ. Спорт мероприятийӗсем 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Бразилире иртекен Олимп вӑййисен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. 2016 ҫулта Шупушкарта иртекен Раҫҫей чемпионачӗн календарьне хальлӗхе вӗҫне ҫити хатӑрлесе пӗтермен. Вӑл вӗҫленсен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен Рио-де-Жанейро хулинче иртекен Олимп вӑййисене каймашкӑн заявка тӑратмалла. Ҫавӑнпа ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ команда йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер Шупашкарта пӑхаттирсем вӑй виҫрӗҫ. «Шупашкар вӑйламасӗ» ят панӑ ӑмӑртӑва ҫичӗ пӑхаттир хутшӑнчӗ. Вӗсем хушшинче Шупашкар каччи кӑна мар, Саранскри, Арзамасри, Йошкар-Олари вӑйлӑ арҫынсем те пулчӗҫ. Вӑйламассен 120 килограмм таякан «Атлас чула» тата 100 килограмлӑ тимӗр пичкене 110 сантимер ҫӳллӗш сӗтел ҫине йӑтса хума тиврӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен йывӑр япалана ҫӳле ҫӗклесе илме лекрӗ. Ку ӑмӑртура кам ҫӗнтернине вӑхӑта кура хакларӗҫ. 300 килограмм таякан урапана пилӗк хутчен ҫавӑрса хума та пултарчӗҫ вӗсем, 300 килограмм таякан кӗвенте евӗр тунӑ тимӗр конструкцие 20 метра маларах йӑтса тухассипе те тупӑшрӗҫ. 100 килограмм таякан снаряда 90 ҫеккунтра ытларах хут ҫӗклессипе те тупӑшрӗҫ. Унтан йывӑр грузовика 20 метра хӑвӑртрах куҫарассипе ӑмӑртрӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти Дмитрий Смирнов ҫӗнсе илчӗ. 27 ҫулти каччӑ ытти ҫулта Шупашкарти кун пек ӑмӑртура мала тухса пынӑ. Сӑмах май каласан, спортсменсем хушшинче чи асли хӗрӗхрен каҫнӑ арҫын тупӑнчӗ. Ҫичӗ вӑйламасран ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе спорт маҫтӑрӗ ята илни те, спортӑн ытти енӗпе палӑрнисем те пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Спартак» стадионта «Чемпионсен кубокӗ» пӗтӗм тӗнчери профессионал турнир иртнӗ. Турнирта 8 профессионал тытӑҫу пулнӑ. Вӗсенчен пӗринче Европа чемпионӗн титулне илессишӗн кӗрешнӗ. Мускаври, Чулхулари, Хусанти, Чӗмпӗрти тата ытти хулари спортсменсен хушшинче панкратионран пуҫласа кикбоксинг таран вӑй виҫнӗ. Чи лайӑх кикбоксер ятне илессишӗн РФ спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн икӗ хут чемпионӗ, Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ Артур Шишокин (Шупашкар) тата Узбекистан чемпионӗ Нуридин Джамалов кӗрешнӗ. Шупашкар каччи Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Турнира РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнчен темиҫе хут чемпионӗ Сергей Харитонов килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Бразилири Рио-де-Жанейрора юниорсен хушшинче грек-рим тата ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те ӑмӑртнине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Чӑваш спортсменки Бразилирен ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Мария Кузнецова 59 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл Румыни чысне хӳтелекен Кристина Инцезу спортменкӑна ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку виҫере Швеци спортсменки Элин Нильссон ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӗмӗл медале Япони спортсменки Йошими Каяма илнӗ. Ӑмӑртура Раҫҫей спортсменкисем — Надежда Саражкова тата Ксения Незговорова — пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӗнтӗрвӑрринче ӑмӑрту иртнӗ. Унта спортсменсем Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ. Тупӑшӑва 12–63 ҫулсенчи ҫынсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 ҫын. ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва СССР космонавт летчикне Андриян Николаева тата Вӑй-хал культурин кунне халалланӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 1650 метр ишмелле пулнӑ. Чи малтан финиша 14 ҫулти Алина Григорьева тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи Евгений Малайкин ҫитнӗ. 63 ҫулти Ольга Деревянных кунашкал ӑмӑртӑва пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Атӑл урлӑ пурте ишсе каҫнӑ. Ҫак дистанцие спортсменсенчен хӑшӗ-пӗри 20 минутрах парӑнтарнӑ. Теприсем вара 1 сехет ишнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн аквабайкпа, кимӗпе тата парӑслӑ кимӗсемпе спорт фестивалӗ иртӗ. Ку — республикӑра пӗрремӗш хут. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарти кӳлмек акваторийӗнче иртӗ. Ҫакна хула ҫыннисемпе хӑнисем валли администраци хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва ҫурлан 15-мӗшӗнче 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта яхтӑсемлӗ спортсменсем ҫеҫ вӑй виҫме пултарӗҫ. «Аҫтаха» кимӗсемпе ӑмӑрту тата аквабайк-шоу ҫурлан 16-мӗшӗнче иртӗ. Ирхи 10 сехетре «Аҫтаха» кимӗсемпе уҫӑ ӑмӑрту пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансем 200 метрлӑ дистанцие парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта спортсменсем Пекинра иртекен тӗнче чемпионатне каймашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш спортсменӗсенчен кам кайӗ-ха Пекина? Малтанах каласан, ку чемпионат юлашки темиҫе ҫулта Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командишӗн чи ӑнӑҫли пулнӑ. Пирӗн ентешсем чемпионатра пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ылтӑн медаль. Команда зачечӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди турнир таблицинче — иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗнче — мускавсем. Пекина каймашкӑн тӑватӑ чӑваш спортсменӗ тивӗҫ пулнӑ. Алина Прокопьева марафонка, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик тата хӑвӑрт утакан Александр Яргунькин Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Пекинри тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ. Яргунькин Раҫҫей командинче пӗртен пӗр хӑвӑрт утакан пулӗ. Аса илтерер: Пекинра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ ҫурлан 22–30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑй-хал культурин кунне халалласа Шупашкарти тӗп пляжра икӗ кун волейболла вылӗҫ. Пляж волейболӗ енӗпе иртекен турнир уҫӑ мелпе иртӗ. Турнир ҫурла уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче иртӗ. Ку шӑпах канмалли кунсене лекет. Эппин, шупашкарсем кану кунӗсене сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ. Регистраци шӑматкун 12 сехетре пуҫланать. Пӗрремӗш кун квалификациллӗ вӑйӑсем иртӗҫ, унпа килӗшӳллӗн ушкӑнсене йӗркелӗҫ. Вырсарникун, ҫурлан 9-мӗшӗнче, икӗ ушкӑн хушшинче ӑмӑрту пуҫланать. Тупӑшӑва ҫынсене тӑраниччен волейболла выляма май туса парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Пӗлмешкӗн: пляж волейболӗнче иккӗне иккӗн выляҫҫӗ. Турнир йӗркелӳҫи Оксана Смагина каланӑ тӑрӑх, вӑй-хал культурин кунне ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ кун тӑвасшӑн. Турнир пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-919-665-44-85 телефонпа шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова Шупашкарта иртекен Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ пулин те кӑмӑллах юлман. Анжелика Сидорова 4.50 метра шӑчӑпа пӗр хут сиксех парӑнтарнӑ. Мускав тата Брянск облаҫне хӳтӗлекен Татьяна Швыдкина, Мускав тата Белгород облаҫне хӳтӗлекен Ольга Муллина 4.35 метра ҫеҫ парӑнтарнӑ. Вӗсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Анжелика Сидоровӑн пысӑкрах ҫӳллӗшне сикме те тивмен. Анжеликӑна тупӑшма тивменни кӑмӑлне хуҫнӑ та. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах 4.50 метртан сикме пуҫлать. Вӑл чемпионатра 4.70 метра та пулин сикме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |