Ку эрнере ҫанталӑк Чӑваш Енре пурӑнакансене савӑнтарӗ. Пирӗн пата «ылтӑн кӗркунне» килӗ. Вӑрахлӑха мар, ҫапах кӗрхи сивӗ те ҫумӑрлӑ кунсем черетленнӗ чухне ку самаях хӗпӗртеттерет.
Паян ӑмӑр ҫанталӑк, ыран вара сывлӑш температури 12-17 градус таран хӑпарӗ, кунӗпех хӗвел пӑхӗ. Юнкун кӑштах сивӗтӗ: 11-13 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун вара 9-11 градус кӑна пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Ҫавна май ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пур.
Эрнекун 13 градус таранах ӑшӑ тӑрӗ. Шӑматкун кӑнтӑр енчи районсенче ӑшӑ пулӗ. Ҫурҫӗр енче вара термометр 9 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Вырсарникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.