Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Упи шкулӗнче Хӑюлӑх урокӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Petrova_sveta13 21.02.2018 11:06 | 1693 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 5–6, 7–11 классенче Хӑюлӑх урокӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва аслӑ прапорщик Петр Николаевич Яковлев тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Иван Петрович Матвеев хутшӑнчӗҫ.

Петр Николаевич Читара 12 ҫул, Свердловскинче 16 ҫул хӗсметре пулни ҫинчен каласа пачӗ. Яковлев П.Н. Упи шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри училищӗре тракторист профессине алла илнӗ. 1962 ҫулта ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Ҫерем ҫӗр уҫнӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ. Икӗ ҫул кунта вӑй хунӑ хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксем пекех 23 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Кунта вӑл водитель пулса чаҫӗн полковникне турттарнӑ. Аслӑ прапорщик служба вӑхӑчӗ пӗтсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Кунта та ал усса ларман. Ял ҫыннисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе чылай вӑй хунӑ: Пайсупин ялӗнчи ҫынсене газпа тивӗҫтерес ӗҫе хӑй йӗркелесе пынӑ (унччен ку таврари ялсенче пуринче те газ кӗртнӗ), районтан яла ҫитме автобус пулманран Афанасьев Виталий усламҫӑпа Шупашкар–Пайсупин маршрут уҫаҫҫӗ. П.Н. Яковлев староста ял ҫыннисемпе пӗрле пӗве тасатассине, ял ҫӑвине тирпей-илем кӳртессине, ҫӑва ҫуртне тӑвассине йӗркелесе пырать. Вӑл 2016 ҫултанпа Упи ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ. 2018 ҫулта ӑна Красноармейски районӗнчи ветерансен хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Иван Петрович Матвеев 1968–1970 ҫулсенче ҫар ретӗнче пулнӑ. Вӑл Камчатка ҫурутравӗнче хӗсметре тӑнӑ, 25-549№ чаҫре сержант пулнӑ. Ҫамрӑклах алли пур ӗҫ патне те пынӑ. Киле килес умӗн чаҫӗн столовӑйне тат клубне илемлетсе панӑ.

Тӗлпулу питӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Хӑнасем ҫитӗнекен ӑрӑва ҫӗршыва юратма, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме яланах хатӗр пулмалли ҫинчен каларӗҫ, шалти тата тулашри политика ҫинче уйрӑмах чарӑнса тӑчӗҫ. Паянхи саманари йывӑрлӑхсемпе те паллаштарчӗҫ. «Ывӑл ачасем! Тӑван ҫӗр-шыва юрӑхлӑ пулӑр, спортпа туслӑ пулӑр», — тесе вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне ҫар ӗҫӗн ветеранӗ Петр Николаевич Яковлев.

#Пайсупин, #тӗлпулусем, #ачасем, #шкулсем, #Упи, #хӗсмет

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем