|
Культура
![]() Йӗпреҫри уҫӑ пӗлӗт айӗнчи этнографи музейӗнче «Сарӑ пике» фестиваль иртнӗ. Унта Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле округӗсенчи хастар хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ. Мускавпа Тутарстанри хӑнасем те пырса ҫитнӗ. Хисеплӗ хӑнасем хушшинче Йӗпреҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев та пырса ҫитнӗ. «Сарӑ пике» фестиваль ят панӑ улах каҫӗ тӑван халӑх йӑх-несӗл историйӗпе кӑсӑкланакан, ӑна упраса хӑварассишӗн тӑрӑшакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухать. Мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театре черетлӗ, 109-мӗш сезона, «Нарспи» спектакльпе пуҫлӗ. Черетлӗ театр сезонӗ шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, уҫӑлӗ. Аса илтерер: ку спектакле Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ. Спектакле пуҫласа пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ. Ҫапла вара «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Правительстви историпе культура палӑкӗсене сыхласа упраса хӑварасси ҫинчен калакан программӑна йышӑннӑ. Вӑл 2045 ҫулччен таран. Паянхи куна пирӗн республикӑри 31 культура объектне юсаса ҫӗнетмелле. Патшалӑх хӳтлӗхне илнӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене вара республикӑра пурӗ 701 штук шута илнӗ. Ҫав шутран 31-шне юсаса ҫӗнетмелле, 37-шӗ вара япӑхса пӗтнӗ. 2045 ҫул тӗлне культура объекчӗсенчен 97 процентне йӗркене кӗртсе пӗтермелле. Элӗкри Иван Яковлев уҫнӑ шкул та ҫав шутра. 1872 ҫулта уҫнӑ шкул тавралли территорие те халӗ культура эткерлӗхӗн хӳтлӗх зони тесе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Апла пулсан унта пӗр-пӗр стройка, ытти ӗҫ пуҫарса яма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкара Беларуҫри артистсем килӗҫ. Унти Витебск хулинчи Якуб Колас ячӗллӗ наци академи театрӗ Чӑваш Ене «Безумный день, или Женитьба Фигаро» камитпе ҫитӗ. Ӑна Пьер Огюстен де Бомарше пьеси тӑрӑх лартнӑ. Сӑмах май каласан, ку пьеса тӑрӑх Моцарт композитор опера та хатӗрленӗ (либретто авторӗ — Лоренцо да Понте). Витебск артисчӗсем лартнӑ спектакль те куракансен кӑмӑлне каймалла. Артистсем Шупашкара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче килӗҫ. Театр 1921 ҫулта уҫӑлнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Беларуҫри иккӗмӗш патшалӑх театрӗ шутланнӑ. Унӑн труппине Мускаври Беларуҫ драма студийӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче театра Уральск хулине, унтан Орехово-Зуевӑна куҫарса кайнӑ, 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнче театр каялла Витебска таврӑннӑ. Ун чухне ӑна Беларуҫ халӑх писателӗн Якуб Коласӑн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче виҫӗ поэтӑн сӑввисене пӗр кӗнекене пухса пичетленӗ. «Три поэта. Виҫӗ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» ят панӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн Василий Кервен ҫине тӑнӑ. Василий Кошкин-Кервен — Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, М.Д. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене Сергей Орлов художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Тиражӗ пысӑк мар, пӗтӗмпе те 520 экземпляр. Кӑларӑма аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе хатӗрленӗ. Унта Александр Пушкин, Михаил Лермонтов тата Сергей Есенин сӑввисемпе паллашма пулать. Сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла куҫарса пичетленӗ. Кӑларӑм классика литературине юраткан ҫынсен кӑмӑлне каймаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Литература музейӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре «Тӑван тӑрӑхӑн чӗрӗ историйӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Ӑна шухӑшласа кӑлараканни тата пурнӑҫа кӗртекенни — Чӑваш наци музейӗ. Республика шайӗнчи ҫав проекта ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Музейра ӗҫлекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, клубсенче, вулавӑшсенче, шкулти музейсенче авалхи чӑн-чӑн пуянлӑх самай упранать. Унсӑр пуҫне тата уйрӑм ҫынсен килӗсенче ун пекки мӗн чухлӗ! Проект авторӗсем ҫав пуянлӑха музей хатӗрӗн официаллӑ статусне парасшӑн, пӗрлехи реестрта ҫырса хурасшӑн тата турист маршрутне кӗртесшӗн. Ҫӗнӗ проект пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен проектӑн чат-ботне vk.cc/cZDjmj ҫырса яма пулать. Унтах сӑнӳкерчӗксене тата хаклӑ япалан адресне кӑтартнӑ тӗрӗс адреса та ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Патӑрьел округӗнчи Турхан ялӗнче йӑлана кӗнӗ Кокель пленэрӗ иртет. Вӑл кӑҫалхипе 19-мӗш хут йӗркеленет. Паллӑ ӳнерҫӗ Алексей Кокель ячӗпе ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери пленэр-симпозиума Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан тата Беларуҫрен килнӗ. Пленэр ӗҫӗпе паллашнӑ сумлӑ хӑнасен йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пулнӑ. Пленэра хутшӑнакансем Алексей Кокелӗн ҫурт-музейне кӗрсе курнӑ. Халӗ ӳнерҫӗсем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи илемлӗ тавралӑхпа киленсе хитре вырӑнсенче картинӑсем ӳкереҫҫӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтрах опытпа пайланаҫҫӗ, ҫамрӑк ӳнерҫӗсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӑсӑклӑ
Культура
Ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ Анатолий Кибечӗн ҫӗнӗ кӗнеки. Вӑл виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш — «Илем пурнӑҫ сӗткенӗ». Унта автор илем ҫынна мӗншӗн кӑсӑклантарнине, тавлаштарнине, хавхалантарнине тата ачасене илеме вӗрентесси мӗн авалтан пыракан йӑла пулнине кӑтартса парать; вулакана ҫак енӗпе Пифагор, Демокрит, Сократ, Платон, Аристотель, Эпикур мӗн каланипе паллаштарать. Вӗсен кашнин хӑй шкулӗ пулнӑ иккен. Иккӗмӗш — «Яковлевӑн эстатика шкулӗ». Кунта вара: ҫамрӑк Яковлев мӗнле эстетикӑлла аталану илни, каярах пулас учительсене ӳнерпе, халӑх культурипе, ҫутҫанталӑк пахалӑхӗпе анлӑ усӑ курса вӗрентни, ҫамрӑк талантсене мӗнле пулӑшса пыни, автор «Нарспи» ҫине «юрату куҫлӑхӗ» витӗр ҫеҫ пӑхнипе килӗшменни… Виҫҫӗмӗш — «Ҫӗнӗ шкулти ҫӗнӗлӗхсем». Ку кӗнекен чи пысӑк пайӗ. Тӗп вырӑнта 1917-мӗш ҫул хыҫҫӑн шкул ачисене эстетикӑлла воспитани парас ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пынине архиври документсемпе ҫирӗплетсе кӑтартни. Пурне те вӗрентес тӗллевлӗ ҫӗнӗ шкул алӑкӗ тӑван чӗлхепе культурӑшӑн яриех уҫӑлать, тӗлӗнмелле хавхалануллӑ тапхӑр пуҫланать. |
|
Культура
![]() Мускаври ушкӑн Чӑваш Енре салтак ӑсатни ҫинчен документлӑ фильм ӳкерет. Вӗсем Етӗрне округне ҫитнӗ. Ӳкерӳ Тури Ачак ялӗнчи этнографи комплексӗнче иртет. Режиссер – Василий Климов, операторсем – Вячеслав Калмыков тата Иван Беляев. Вӗсене Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем пулӑшаҫҫӗ. Фильм Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе ӗҫлекен Пӗтӗм Раҫҫей проекчӗн пайӗ пулса тӑрӗ. Проекта В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑх Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Сӑмах май, кун пек фильмсене ытти регионта та ӳкереҫҫӗ. Кинокартинӑра салтака ӑсатас йӑла-йӗркене ҫеҫ мар, халӑх вӑййисене те, арҫын ачасене воспитани памалли меслетсене те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 108-мӗш сезон «Нарспи» спектакльпе хупӑннӑ. Апла пулин те унта ҫу каҫипех кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Театрта черетлӗ сезон хупӑннӑ кун, ав, сӑмахран, «Юратнӑ Чӑваш Енӗм» живопиҫпе скульптура куравӗ уҫӑлнӑ. Унта культура ӗҫченӗсем, художниксем тата куракансем пухӑннӑ. Курава уҫма республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ. Вӑл театр ертӳҫисене ырласа мухтанӑ, курав театр ӳнерӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева кун пек пулӑм театршӑн та, художниксемшӗн те пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ. Театрта уҫӑлнӑ куравра пурӗ 25 ытла художник ӗҫӗпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
