|
Культура
![]() Чаваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Професилле артистсен пултарулӑхне хакалакансем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. Пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, эстрадӑпа джаз музыкин пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртет. «Чебоксарская квинтоль» ят панӑ мероприяти юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку фестиваль эстрадӑпа джаз музыкине кӑмӑллакансемшӗн чӑннипех те паха пулӑм. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине ытти регионти ӑстасем те тухӗҫ. Сӑмахран, Ярославль хулинчи патшалӑх филармонийӗн «Филармоник-бэнд» ансамблӗ (Димитрий Ильичёв протоирей ертсе пырать), Тутарстанри джаз-оркестр (дирижёрӗ — Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев). Программӑпа Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем юлашки вӑхӑтра пултарулӑх каҫӗ ирттерме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: маларах ун пеккине Алёна Николаева тата Наталья Мингазова йӗркеленӗччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра концерта Валентина Кокотанова йыхравлать. Валентина Кокотанова хӑйӗн пултарулӑх каҫне «Поёт душа – живёт Россия!» (чӑв. Чун юрлать — Раҫҫей пурнать) ят панӑ. Мероприяти чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗпе пӗрле артист халӑх тата автор юррисене шӑрантарӗ. Сӑмахран, «Я лечу над Россией», частушки под гармонь «Матаня», «Что за песни распевают на Руси», «Тополя» тата ыттисем янӑрӗҫ. Вӗсем культура эткерлӗхӗн тӗнче фондӗнчи юрӑсем шутланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Максим Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери XXXVI опера фестивалӗ пуҫланнӑ. Ӑна 1991 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫуралнӑ опера юрӑҫи ячӗпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль Мария Фомичева Петр Чайковскин ҫӗнӗлле лартнӑ «Евгений Онегин» опера премьерипе уҫӑлнӑ. Фестиваль программине тӗнче репертуарӗнчи хайлавсем, наци оперисем, цифра проекчӗсем кӗнӗ. Шкул ачисемпе студентсем валли уйрӑм постановкӑсем пулӗҫ, вӗсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултарӗҫ. Программӑра гала-концерт тӗп вырӑн йышӑнать. Унта Раҫҫейри Наци филармони оркестрӗ те (Владимир Спиваков тата Раҫҫей халӑх артистки Хибла Герзмава ертсе пыраҫҫӗ) хутшӑнать. Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Республикинче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2025 ҫулхи кӗнеке» конкурс старт илнӗ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ ЧР Культура министерстви, Раҫҫей Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн регионти уйрӑмӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнипе йӗркелет. Унта 2025 ҫулта чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинаципе палӑртӗҫ. Тӗслӗхрен, «Чи нумай вуланакан кӗнеке», «Ачасемпе ҫамрӑксем чи нумай вуланӑ кӗнеке», «Литература критикӗсемшӗн чи лайӑх кӗнеке»,«Вулав лидерӗ» тата ыттисем. Онлайн-сасӑлав ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, ҫӗнӗ кӑларӑм хӑтлавӗсем тата куравсем пулӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене раштав уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкарта, юпа уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче «Петров вулавӗсем» пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ 25-мӗш хутчен иртнӗ. Унта хутшӑнакансене саламланӑ чух республикӑн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова ӑшӑ сӑмах нумай каланӑ. Сӑмах май каласан, конференцие пуҫласа ирттерме хӑй вӑхӑтӗнче шӑпах вӑл нумай тӑрӑшнӑ иккен. Чӑваш Енӗн наци музейне вӑл Петров-Тинехписен ҫемйин йӑх несӗлӗпе паллаштаракан паха ӗҫе парнеленӗ. Михаил Петрович Петров-Тинехпи — Татьяна Казакован ват асламӑшӗн (тен, кукамӑшӗн-тӗр. Вырӑсла хыпарта «прабабушка» тенӗ) тӑван пиччӗшӗ (тен, шӑллӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ) иккен. Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ Чӑваш Енӗн наци музейӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн наци вулавашӗн сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче издательство продукцийӗн тата электрон ресурссен куравӗ ӗҫлӗ. Ӑна «Библиотечные фонды: проблемы и решения» (чӑв. Библиотека фончӗ: ыйтусем тата вӗсене тата парасси) пӗтӗм Раҫҫейри XIX ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ май йӗркелӗҫ. Курав ҫӗршывӑн вулавӑшӗсене, кӗнеке кӑларакан тата ӑна сутакан организацисене пӗр-пӗринпе паллаштаракан лапам пулса тӑрӗ. Экспозицие федераци шайӗнчи тата регионсенчи 15 издательствӑпа паллаштарӗҫ. Федераци шайӗнчисенчен ҫаксем: «Инфра-М» компани ушкӑнӗ, «АСТ», «Речь», «Рипол Классик», «Омега-Л» издательствӑсем, «Феникс» суту-илӳ центрӗ, «Азбука», «Детская литература», «Архипелаг» тата «КноРус». Чӑваш Енри издательствӑсенчен вара ҫаксем: Чӑваш кӗнеке издательстви, «Новое время» типографи; унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ЧПУн тата Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтӑн редакципе издательство пайӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Контактри» сӑн Лайӑх хыпар! Шупашкар хулинчи музей Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ. Сӑмах кунта – 37-мӗш шкулти Ҫар мухтавӗн музейӗ пирки. Вӑл «Ҫарпа истори диорамисем: тӗплӗ истори» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Палӑртса хӑварар: финала ҫӗршыври 73 регинти 140 музей тухнӑ. Пирӗн республикӑри музей «Хулари чи лайӑх музей» номинацире иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вӑл 300 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 37-мӗш шкулӑн ку пӗрремӗш ҫӗнтерӗвӗ мар. Унччен унти музей ытти конкурсра та грант ҫӗнсе илнӗ: 2025 ҫулта – 300 пин тенкӗ, 2024 ҫулта – 300 пин тенкӗ, 2023 ҫулта – 200 пин тенкӗ, 2021 ҫулта – 75 пин тенкӗ. Хальхи грант укҫипе музей экспозицие ҫӗнетӗ, оборудовани туянӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ. Кӑҫал ҫав куна пирӗн республикӑра пуҫласа ирттерӗҫ. Ун пек Хушӑва республика Элтеперӗ кӑларнӑ. Чӑваш Енри ял хӗрарӑмӗсен кунне халалласа культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, «Хозяйка своей земли» (чӑв. Хӑй ҫӗрӗн хуҫи) портрет-каҫ ирттернӗ. Унта Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вулавӑшри тӗлпулӑва театрӑн тӗп режиссерӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Наталия Сергеева тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Кузьмина хушӑннӑ. Вулавӑшри каҫра ял хӗрарӑмӗн тӗрлӗ енлӗ сӑнарне уҫса панӑ май театр сцени ҫинче вӑл епле пулни пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Коми Республикине гастрольпе тухса кайнӑ. Сыктывкар хулинче юпа уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче вӗсем икӗ спектакль тата пӗр юмах кӑтартӗҫ. Чӑваш артисчӗсем Коми Республикин наци музыкӑпа драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Чӑваш артисчӗсем унта «Хуркайӑк ҫулӗ» тата «Куйкӑрӑш» спектакльсем, кунсӑр пуҫне тата ачасем валли лартнӑ «В поисках Большой Медведицы» юмах кӑтартӗҫ. Коми Республикине артистсем «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастроль) федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫул тытнӑ. Асӑннӑ проектпа пирӗн патӑмӑра та тӗрлӗ тӑрӑхри артистсем час-часах спектакльпе килсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ куракансене ытти театр пултарулӑхӗпе паллашма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Ефим Никитин пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартнӑ. «Хуняма» спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫитернӗ. Ӑна теартӑн пӗчӗк залӗнче лартнӑ. Спектакль сюжетӗнче Трофимпа Серафима ҫемйи иккен. Ҫамрӑк мӑшӑр кӗҫех ҫӗн кайӑк килессе кӗтсе пурӑнать. Анчах вӗсен ҫемйине аслӑ ӑрурисем хушша-хуппа кӗреҫҫӗ иккен. Мӗн тӑвас тетӗн, кашни ӑрӑвӑн хӑйӗн тӗнче курӑмӗ. Ывӑлӗ апат пӗҫеррнине курсан унӑн ашшӗ тӗлӗнсех каять. Ун шучӗпе, ку вӑл арҫын ӗҫӗ мар. Хӗрӗн амӑшӗ вара кине юратсах каймасть, уншӑн вӑл ҫӑмӑлттай хӗрарӑм пек туйӑнать. Юрӗ, содержани каласа кӑтартса ҫитет пулӗ. Спектакле театра кайса курсан туллин хаклама пулать. Анчах кашни ӑна хӑйне май хаклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
