|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Мерчен» вокал ансамблӗнче юрланисем тӗл пулнӑ. Кун пирки Трак тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарӗ Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. «Мерчен» вокал ансамблӗнче юрланисем Шупашкарти "Юлташ" кафере пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ пултарулӑх ушкӑнӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗ тата обществӑлла профессийӗсен факультечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унта хӗрарӑмсен тата арҫынсен ушкӑнӗсем пулнӑ. Ансамбль 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ. Маларах эпир асӑнса хӑварнӑ Виталий Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ансамбль юррисем халӗ те Чӑваш радиопа телевидени фондӗнче упранаҫҫӗ. Ансамбле малтан Тамара Муцырева ертсе пынӑ. Ун хыҫҫӑн ертсе пыракансем улшӑннӑ. Музыка училищинче вӗренекен студентсем те ертсе пынӑ. Каярахпа ҫав училищӗре вӗрентекен Илья Сакмаров ертӳҫӗ ансамбле фольклор ҫине куҫарса янӑ. Ҫитес ҫул ансамбль йӗркеленнӗренпе 55 ҫул ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ехремкасси вулавашӗн сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнчи Ехремкассинчи вулавӑшра «Литературӑллӑ Чӑваш» конкурс иртнӗ май «Утатпӑр Ҫеҫпӗл ҫулӗпе» литературӑпа поэзи каҫӗ йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Лидия Филиппован «Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» кӗнекине халалланӑ. Кӑҫал вӑл «Самая читаемая книга в жанре поэзия» (чӑв. Поэзи жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке) номинацире хутшӑнать. Литературӑпа поэзи каҫне пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ. Вулавӑша пуҫтарӑннисем ҫапла майпа Владимир Терентьев (Тӑвӑл) поэта аса илнӗ. Мероприятин тӗп хӑни вара Лидия Ивановна хӑй пулнӑ. Вӑл кӗнеке ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне Елена Геращенко композитор хутшӑннӑ. Вӑл кӗнеке хӑтлавӗ валли темиҫе хайлав ҫырнӑ. Литературӑпа поэзи каҫне пуҫтарӑннисем ку мероприятирен тулли кӑмӑлпа саланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкарти Павел Михайлов Китайра тайцзицюань енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатра ҫӗнтернӗ. Турнир Китайри Ханьдан хулинче иртнӗ уйӑхрах иртнӗ иккен, анчах кун пирки МИХсем паян ҫеҫ пӗлтернӗ. Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 19-24-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Унта Китайри тата тӗнчери 20 ҫӗршыври спортсмен хутшӑннӑ. Пурӗ 1400 ҫын. Павел Михайлов хутшӑннӑ ушкӑнра 17 спортсмен ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енри кунг-фу ӑсти Китайри спортсменсене ҫӗнтернӗ. Унччен чӑваш спортсменӗ 35 хутчен тренировка ирттернӗ. 2018 ҫултанпа вӑл тайцзи енӗпе тӗнчери паллӑ грандмастер Чэн Дун Фэн патӗнче вӗренет. Унччен арҫын тӗнчери ӑмӑртусенче виҫӗ хутчен ҫӗнтернӗ, Раҫҫейре вара кунг-фу енпе виҫӗ хутчен чемпион ятне тивӗҫнӗ. Шупашкарта арҫын кунг-фу шкулне ертсе пырать. Ачасем ҫапӑҫма вӗренеҫҫӗ, аслисем — сывлӑх гимнастикине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттернӗ. Конкурс тӗллевӗнчен пӗри — ачасене тӑван халӑхӑмӑра, тӑван тӑрӑха тата тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси. Кунсӑр пуҫне тата культурӑпа эткерлӗх пуянлӑхне асра тытасси. Ҫакна ачасен видеопултарулӑх урлӑ кӑтартса памалла пулнӑ. Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Пурӗ 62 ача. Вӗсем Чӑваш Енри 18 муниципаллӑ районтан тата 2 хуларан пулнӑ, кунсӑр пуҫне Тутарстанри 5 районтан (Аксу, Пӑва, Нурлат, Ҫарӑмсан, Альметево) хутшӑннӑ. Видеоконкурса хутшӑннӑ маттур ачасене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ хавхалантарма палӑртнӑ. Вӗсене асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сертификат панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче аса илӳ кунӗ иртнӗ. Мероприяти паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулнӑ. «Ӗмӗре ҫутатакан шӑпасем» ят тесе куҫарнӑ ӑна. Вырӑсла ячӗ вара — «Судьбы, озаряющие век». Унта пухӑннисем чӑваш сценин пултаруллӑ тӑватӑ ӑстине аса илнӗ. Вӗсем: Валериан Лебедев, Григорий Филиппов, Иван Краснов, Петр Медиков. Сенкер фойене пухӑннисем асӑннӑ ҫынсем чӑваш ӳнерӗнче епле йӗр хӑварни пирки аса илсе калаҫнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ театрта унччен ӗҫленисене асра тытас ырӑ йӑла пур. Пурнӑҫран тахҫанах уйрӑлса кайнисен вил тӑприсем ҫине те кайса килеҫҫӗ. чечек хураҫҫӗ, сӑвӑ вулаҫҫӗ, пӗрле ӗҫленисем вара театрта пӗрле ирттернӗ кунсене аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Улькка Эльмен ҫыравҫӑ «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ пулӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта паян пӗлтернӗ. Ольга Куликова 1961 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ҫуралнӑ. Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ пулнӑ, «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, район администрацийӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорӗ пулнӑ. «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана…», «Сарӑ кӗпе» кӗнекисене нумайӑшӗ вуланӑ-тӑр. «Ольга Геннадьевнӑн ертӳҫӗ пултарулӑхӗ те питӗ пысӑк. Вӑл паянхи вулакана мӗн кирлине туйнӑран «Тӑван Атӑл» журнала ҫӗнӗ шая ҫӗклесси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкарта «Асамлӑ алӑсем» курав уҫӑлӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ӗҫлӗ. Декораципе прикладной ӳнер куравне Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ. Экспозицире Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен маттур ачасем тӑрӑшса ӳкернӗ ӗҫӗсем пулӗҫ. Ӗҫсене чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Курава савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӗҫ. Ҫав кун вулавӑша пухӑннӑ ачасемпе аслисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. «Чӑваш тӗрри» ӑсталӑх лаҫҫинче тӗрлеме вӗрентӗҫ, «Пичет графики» ӑсталӑх лаҫҫинче тӗрре ӳкерме хӑнӑхӗҫ. Курав вулавӑшӑн илемлӗ литература пайӗнче ӗҫлӗ. Вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ иртнӗ эрнере икӗ фестивале хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Кунта сӑмах театр фестивалӗсем пирки пырать. Вӗсем Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче иртнӗ. Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче театр коллективӗ Ачасен камерлӑ театрӗсен «Волшебный фонарик — 2026» (чӑв. Асамлӑ хунар — 2026) Пӗтӗм тӗнчери VI фестивальне хутшӑннӑ. Унта чӑваш артисчӗсем «Ёжик в тумане» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна вӗсем Питӗрти Нарва хапхи умӗнчи театр сцени ҫинче кӑтартнӑ. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Школьная классика» (чӑв. Шкул классики) пӗтӗм Раҫҫейри театр фестивальне хутшӑннӑ. Унта куракансене Денис Фонвизинӑн «Недоросль» камитне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Авалхи хӗлӗх сасси» концерт-спектакль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ программӑпа тӗплӗнрех паллаштарас терӗмӗр. Сӑмах май каласан, концерт-спектакле Элтепер гранчӗпе лартӗҫ. Программӑна хатӗрлессипе Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Национальное достояние России» (чӑв. Раҫҫейӗн наци пуянлӑхӗ) преми лауреачӗ , Мускаври паллӑ хореограф Николай Андросов; Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Николай Казаков композитор; тум художникӗ Екатерина Тонюшкина ӗҫлеҫҫӗ. Программа тӑван халӑхӑмӑрӑн ырӑ йӑли-йӗркипе паллаштарӗ. Ҫав шутра Сурхурипе, Хӗр сӑрипе, пир ҫапнипе, бурлаксен юррисемпе, туйпа тата ыттипе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Элтияр Александровӑн ҫӗнӗ кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ. Нумаях пулмасть унӑн «Вуникӗ утӑм» кӗнеки пичетленсе тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑн, журналистӑн тата ӑсчахӑн иккӗмӗш кӗнеки ку. «Вуникӗ утӑм» кӑларӑма прозӑллӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Аса илтерер: 2023 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки, кун ҫути курнӑ, вӑл «Чувашские мифы: от озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ. Кӗнеке Мускав хулинче кун ҫути курнӑ. «Вуникӗ утӑм» кӗнеке хӑтлавӗ ыран, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР Наци вулавӑшӗн акт залӗнче иртӗ: 4-мӗш хут, 409-мӗш пӳлӗм. Мероприяти 16 сехетре пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
