Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.4 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре
vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫейри вӑрман чи лайӑх касакан хӗрарӑм — Чӑваш Енрен. Йӑлӑмра пурӑнакан пилӗк ача амӑшӗн Галина Климинӑн чи кӗҫӗн ачи ҫур ҫулта ҫеҫ. Упӑшки Мускавра монтажникра тӑрӑшать та нумай ача амӑшӗ кил-тӗрӗшри ӗҫе хӑех пурнӑҫласа ӗлкӗрет.

Галина ачаранпах вӑрманта ӳснӗ. Ашшӗ лесник пулнӑран вӑрманҫӑ ӗҫне аван пӗлнӗ. Анчах малтанласа ашшӗн ҫулӗпе кайман-ха вӑл — Шупашкарта автослесарь пулса тӑрӑшнӑ. Авточупусене те хутшӑннӑ. Анчах чунӗ вӑрман еннех туртнӑ. Кӑштахран Галина Йӑлӑма таврӑннӑ, вӑрманти пушарпа кӗрешекен служба пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.

Вӑрман касакансен конкурсне хӗрарӑм кашни ҫулах хутшӑнать. Йывӑр ҫын пулнӑ чухне те конкурса хутшӑннӑ. Кӑҫал вара Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывран ҫывӑх вӑхӑтра Венесулэлӑна самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Пассажирсене турттараканни Conviasa компани пулӗ. Вӑл ҫитес тапхӑр валли ятарлӑ ирӗк илнӗ.

Ҫӗнӗ маршрут Венесуэлӑпа Питӗр хулине ҫыхӑнтарӗ. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен усламҫӑсене те меллӗ пулӗ, ҫул ҫӳреме юратакансене те. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫей ҫыннисем Кӑнтӑр Америкӑна тӳрӗ рейспа ҫитейӗҫ.

Авиамаршрут уҫасси пирки Раҫҫейӗн тата Венесуэлӑн транспорт министрӗсем Андрей Никитин тата Рамон Веласкес тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/217439
 

Раҫҫейре
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври метрора акустика кабинисем вырнаҫтарнӑ. Унта кӗрсе телефонпа шӑплӑхра калаҫма пулать е ӗҫлеме те.

Пӗр кабинӑна пӗр ҫын вырнаҫаять. Унта телефона зарядкӑна лартма USB тата Type-C разъем та пур. Ларса ӗҫлеме пукан тата сӗтел вырнаҫтарнӑ. Вентиляци те пур.

Пӳлӗме 15 минутлӑха тара илес тесен алӑк ҫинчи QR-код сканерламалла. Ун пек кабина «Комосмольски» тата «Чулхула» станцисенче пур.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсемпе тӳлевсӗр усӑ курма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/217246
 

Раҫҫейре
vk.com/chuv_kray каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ч️ӑваш Енре пурӑнакан 17 ҫулти яш «Нива» машина выляса илнӗ. Ӑна Никитос текен блогер выляттарнӑ иккен.

17-ри Алексей «LADA 4x4» машинӑна тивӗҫнӗ. Блогер ӑна тусӗсемпе пӗр шухӑшла пулса япӑх ҫулпа ҫӑмӑллӑн ҫӳремелле тунӑ.

Машинӑна ҫӗнӗ хуҫана пама Никитос Алексея Мускава чӗннӗ. Унта яш ашшӗпе кайнӑ. Ҫул укҫине тата трансфер хакне блогер хӑй тӳленӗ.

«17-ре манӑн ҫавӑн пек машина пулнӑ пулсан эпӗ те питех те савӑннӑ пулӑттӑм», — тенӗ блогер яш хавасланӑвне кура.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри блогерсем Пӗтӗм Раҫҫейри «ТопБЛОГ» проект финалне лекнӗ. Халӗ унта хутшӑнма хатӗрленӗҫҫӗ – вӑл юпа уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Калининград облаҫӗнче иртӗ.

Финала пӗтӗмпе 150 ҫын лекнӗ. Ҫак йышра пирӗн ентешсем те — Наталия Матвеева тата Екатерина Владимирова. Наталия – педагог тата психолог, Канашри шкулта биологи предметне вӗрентет. Унӑн соцсетьри страницине 12 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ. Екатерина та педагогика енӗпе ӗҫлет – хӑйӗн блогӗнче ҫамрӑк учительсене пулӑшасси, культура эткерлӗхне упрасси пирки каласа кӑтартать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
"Чувашский край" паблкра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" паблкра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Смоленск облаҫӗнче «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче пирӗн ентешӗмӗр те пур.

Вӑл — «Шупашкарти агрегат завочӗ» промышленность компанийӗнче ӗҫлекен Сергей Анисимов. «Слесарь-инструментальщик» номинацире вӑл виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн ӑна 300 пин тенкӗ преми парса хавхалантарнӑ.

 

Раҫҫейре

Ҫитес уйӑхра, чӳкре, Раҫҫейре пурӑнакансене виҫӗ куна тӑсӑлакан канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 5 кун ӗҫлекенсем 6 кун ӗҫе тухӗҫ: тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен (юпан 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен). Ун хыҫҫӑн вара 3 кун канӗҫ.

Халӑх пӗрлӗхӗсен кунӗ, чӳкӗн 4-мӗшӗ, ытларикуна лекнӗрен шӑматкунхи кану кунне (чӳкӗн 1-мӗшне) тунтикун ҫине (чӳкӗн 3-мӗшӗ) куҫарнӑ. Виҫӗ кун каннӑ хыҫҫӑн кӗске ӗҫ эрни пулӗ: чӳкӗн 5-7-мӗшӗсенче.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ҫулхи производство планне ҫирӗплетнӗ.

2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗсенче канӑпӑр.

Унсӑр пуҫне канмалли кунсем ҫапларах пулӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче, пуш уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 9-1-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче.

 

АВН
24

МРОТ виҫи ӳсӗ
 Софья Савнеш | 24.09.2025 18:48 |

Раҫҫейре
hab.kp.ru сайтри сӑн
hab.kp.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫултан кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫе ӳсӗ. Вӑл 27093 тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Хальхипе танлаштарсан, виҫе 20 ытла процент ӳсӗ. Ку мера 4,5 миллион ытла ҫыннӑн ӗҫ укҫине ӳстерме пулӑшать. Палӑртмалла: паянхи кун пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫе 22440 тенкӗпе танлашать. 2024 ҫулта вӑл 19242 тенкӗ пулнӑ.

 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ.

Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ...142
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 27

1932
94
«Кол­хозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1988
38
Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ