Раҫҫейре
![]() НТВ телеканал сюжетӗнчи скрин Паян НТВ телеканалпа Чӑваш Енри Даниэль пирки сюжет кӑтартнӑ. Арҫын ачана пулӑшу кирлӗ. Ҫулталӑк каялла ача 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Темиҫе эрне вӑл комӑра выртнӑ. Кайран тӑна кӗнӗ. Анчах ҫӳллӗшӗнчен ӳкни ахаль иртмен - Даниэлӗн куҫӗ суккӑрланса пырать. Ҫавӑнпа ӑна пӗр тӑхтамасӑр имплант лартмалла. Кун валли вара 2 миллион тенкӗ кирлӗ. Операцие Хусанта тума хатӗр. Амӑшӗн вара ун чухлӗ укҫа ҫук, вӑл 5 ачана пӗчченех ура ҫине тӑратать. Инкек хыҫҫӑн упӑшки ҫемьерен тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗрремӗш каналтан илне сӑн Пӗрремӗш каналта «Ҫын тата саккун» кӑларӑмра Шупашкарти арҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна тусӗ пӗр эрнере миллион ӗҫлесе илме пултарассипе илӗртнӗ. Ҫапла арҫын финанс пирамидине лекнӗ. Анчах малтан 180 пин тенкӗ тӑракан алла ҫыхмалли сехет туянмалла-мӗн. Каччӑ ӑна туяннӑ. Анчах тупӑш ӗҫе ытти ҫынна явӑҫтарсан кӑна пулать тенӗ. Ҫапла каччӑ амӑшӗн укҫине вӑйпах илсе ҫав ӗҫе хывнӑ, процентсем илнӗ. Ҫын илсе кил те тупӑш ту - ҫапла каласах тӑнӑ ӑна. «Пӗтӗм тӑван, ҫывӑх ҫын ӗҫе явӑҫсан эпӗ тупӑш илме пӑрахрӑм», - каласа кӑтартнӑ каччӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ унӑн «ӗҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри студентка «Мисс топ мира России — 2023» ята ҫӗнсе илнӗ. «TOP BEST RUSSIA» илем тата ҫулталӑк премийӗн конкурсӗ ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Раҫҫейри конкурса Ҫӗнӗ Шупашкарти Диана Яковлева та хутшӑннӑ. Ҫӗршыври хитре хӗрсен хушшинче вӑл хӑйне тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсекен чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтерни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 372 ҫул ӳсекен юман сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ. Ҫавна май пирӗн республика тӗнче стандарчӗсемпе пӑхмалли сертификата тивӗҫӗ. Чӑваш йывӑҫне паян федераци каналӗпе «Доброе утро» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Сюжетра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ватӑ чӑваш юманӗ 69 регионти конкурентсене ҫӗнтернине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() gdekartinki.ru сайтри сӑн «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурса кӗҫех официаллӑ майпа пӗтӗмлетӗҫ. Унта кам ҫӗнтерни вара халех паллӑ. Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет.Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта - Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара - Питӗрти йывӑҫ. Аса илтерер: сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та паян вӗҫленет. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗ шутланать. Ҫав ятпа пресс-секретарьсене республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче саламланӑ. «Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсен: пресс-секретарьсен, маркетологсен, бренд-менеджерсен, социаллӑ сетьсене тытса пыракан специалистсен нумай пин ҫынлӑ пӗрлӗхӗн представителӗсенчен кашниех хаклама май ҫук пысӑк ӗҫ пурнӑҫлать. Информаци калӑпӑшӗ те, ӑна сарассин хӑвӑртлӑхӗ те ӳссе пыраҫҫӗ - паянхи пурнӑҫ сирӗнсӗр пулма пултараймасть. Эсир общество шухӑш-кӑмӑлне, компанисен, ҫынсен ырӑ сӑнарне йӗркелетӗр, Чӑваш Республики инвестици хывмашкӑн, туристсемшӗн илӗртӳллӗ, пурӑнма лайӑх регион пулнине ӗнентеретӗр, хамӑрӑн продукципе, пулӑшу ӗҫӗсемпе паллаштаратӑр, тӗллевсене палӑртатӑр, ят-сума ҫирӗплететӗр. Чи кирли вара - граждансемпе коммуникаци йӗркелетӗр, чи кӑткӑс пулӑмсемпе процессем ҫинчен те ӗненмелле тата ансат чӗлхепе каласа паратӑр», — пысӑка хурса хакланӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Леонардо Петрочелли тунӑ сӑн Латвири Юрмалӑран инҫех мар гольф енӗпе пӗтӗм тӗнчери турнир пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Раҫҫейри, АПШри, Евросоюз ҫӗршывӗсенчи профессионал спортменсем хутшӑннӑ. Пирӗн ҫӗршыв чысне Дмитрий Самарин хӳтӗленӗ. Вӑл тӗнче, Раҫҫей шайӗнчи турнирсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Турнирта АПШри спортмсен ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Латвири спортмен йышӑннӑ. Дмитрий Самарин пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен Хусанпа Мускав хушшинче хушма пуйӑс ҫӳрӗ. Ку йӑлтах - ҫулҫӳревҫӗсемшӗн меллӗ пултӑр тесе. Ҫул ҫинче вӑл Владимир, Дзержинск, Чулхула, Канаш хулисенче, Вӑрмар поселокӗнче тата Симӗс Долта чарӑнӗ. Пуйӑс Мускаври Ярославль вокзалӗнчен утӑ уйӑхӗн 25, 28-мӗшӗсенче, ҫурла уйӑхӗн 1, 4, 8, 11, 15, 18, 22, 25, 29-мӗшӗсенче 21 сехет 15 минутра тапранса кайӗ. Хусана тепӗр кун 12 сехет те 54 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ" конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ. Конкурсра Шупашкарти ача пахчисем те малти вырӑнсене йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗп хулари 11-мӗш, 15-мӗш, 19-мӗш, 162-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем чи лайӑххисен йышне кӗрсе диплома тата медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре федерацин Атӑлҫи тата Урал округӗсен представителӗсем патриотизм фестивальне пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫӑнса утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Мероприятире общество организацийӗсен хастарӗсем, «Твой Герой» (чӑв. Санӑн паттӑру) проект пайташӗсем тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑнӗ. Форум онлайн тата офлайн меслетпе иртӗ. Унта регионсенчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, хастар общественниксем, ҫамрӑксемпе патриотизм воспитанийӗ енӗпе тӑрӑшакансем пурӗ 700-е яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑра иртекен форум Мускавра утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Твой Герой» патриотизм форумӗн тӑсӑмӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |