Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.4 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.

Пирӗн ҫӗршывра ҫар мухтавӗн тата тепӗр кунӗ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Вӑл уяв ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна Кенигсберга паттӑрла хӳтӗлесе хӑварнине халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/219474
 

Раҫҫейре
at.pinterest.com сайтри сӑн
at.pinterest.com сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули» сасӑлав пынине унччен сайтра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Лайӑх хыпар пӗлтеретпӗр! Пирӗн Шупашкар унта хальлӗхе – пӗрремӗш.

Аса илтерер: эпир сайтра хыпарланӑ чухне Чӑваш Енӗн тӗп хули танлаштарӑмра иккӗмӗш йӗркереччӗ. Халӗ вара вӑл 133669 сасӑ пухса Нальчик хулинчен иртсе кайнӑ.

Тепӗр хутчен аса илтеретпӗр: Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав раштавӑн 31-мӗшӗччен иртет. Шупашкаршӑн ҫакӑнта (https://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/) сасӑлама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Видеоконференцисем валли Раҫҫейри сервиссемпе усӑ куракансем авӑн уйӑхӗнче темиҫе хут ӳснӗ.

«Ведомости» пӗлтернӗ тӑрӑх, ВКС сервиспа усӑ куракансен йышӗ 12 ҫултан аслӑраххисем хушшинче «Яндекстелемостӑн» юпа уйӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 2,6 хут ӳснӗ, 5,15 млн ҫынна ҫитнӗ.

Google Meetӑн уйӑхри аудиторийӗ 3,8 процент ӳссе 9,3 млн ҫынна ҫитнӗ. Zoomӑн – 6,2 процент ӳссе 5,8 миллиона. «Встречи» сервисӑн вӑл 2 хут ӳснӗ, «Контур. Толка» сервисӑн ҫурла уйӑхӗнчинчен 1,5 хут ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/219188
 

Раҫҫейре
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре ҫитес ҫул Халӑх пӗрлӗхӗсен ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ҫапла йышӑну тунӑ.

Чӑваш Енре 2026 ҫула мӗне халаллассине хальлӗхе палӑртман. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче ыйтӑм ирттерет, 5 вариантран суйлама сӗнет. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫитес ҫул тематикине суйлӗҫ.

Вариантсем вара ҫапларах:

1. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ.

2. Пултарулӑх тата ырлӑх ҫулталӑкӗ.

3. Пӗрлӗх тата тачӑлӑх ҫулталӑкӗ.

4. Ҫемье хаклӑхӗсен ҫулталӑкӗ.

5. Йӑла-йӗрке хаклӑхӗсен ҫулталӑкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Раҫҫейре
ФСБ тунӑ видео скринӗ
ФСБ тунӑ видео скринӗ

ФСБ ӗҫченӗсем Хусанти аэропортра Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи террористсен организацине кӗме палӑртнӑ 52 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл мессенджер урлӑ Раҫҫейре йӗркелеме юраман террористсен организацийӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫырӑннӑ чухне арҫын унӑн ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнма хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Ҫапла вӑл Раҫҫейрен тухса кайма хӑтланнӑ.

Лерен ӑна мӗнле тухса каймалли пирки инструкци панӑ. Арҫын вӗсем каланине пурнӑҫласа Хусанти аэропорта ҫитнӗ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ ӑна.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» халӑх сасӑлавӗ пырать. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар унта 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, малта пыракан Нальчикран 54,2 пин сасӑ каярах пынӑ.

Унтанпа лару-тӑру вӑйлах улшӑннӑ. Халӗ Шупашкар танлаштарӑмра – 2-мӗш вырӑнта, Нальчикран 11,3 пин сасӑ кая юлса пырать. Тӗп хуламӑр кашни сехетре сасӑсем самай пухса пырать.

Шупашкара ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав ҫулталӑк вӗҫлениччен пырать. Тӑван хуламӑршӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама май пур: https://город-россии.рф/.

 

Раҫҫейре
news.rambler.ru сайтри сӑн
news.rambler.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫултан Раҫҫейре ҫӗнӗ уява паллӑ тума тытӑнӑпӑр. Ҫу уйӑхӗн юлашки эрнекунӗнче Сварщик кунӗ пулӗ. Ку йышӑнӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.

Правительствӑна ку ыйтупа Сваркӑна тӗрӗслекен наци агентствин тата Санкт-Петербургри промышленноҫ предприятийӗсен ассоциацийӗн элчисем тухнӑ.

Мӗншӗн шӑпах ҫу уйӑхӗн юлашки эрнекунӗ-ха? Мӗншӗн тесен сварщиксен професси сообществинче ӑна ҫак кун паллӑ тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Ку йӑла 1990 ҫулсенче ҫирӗпленнӗ.

 

Раҫҫейре
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Дон ҫинчи Ростовра пурӑнакан 22 ҫулти хӗр Мускавра пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмне улталанӑ. Вӑл юмӑҫ-мӗн, пӑснине пӗтерме шантарнӑ, анчах укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ.

Пирӗн ентеш унпа пӗлтӗрхи ҫуркунне тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи «юмӑҫ» пӑснине пӗтернӗ тесе укҫа ыйтма тытӑннӑ – памасан пӑсассипе хӑратнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем чӑваш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ 22-ри хӗре шыраса тупнӑ. Халӗ вӑл ҫавнашкал преступленисем тата тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Иркутскра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ пассажирсене турттармалли иккӗмӗш самолёт пуҫласа сывлӑша ҫӗкленнӗ.

«МС-21» лайнер бортӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тытӑмсене тата «ПД-14» двигательсене тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Самолёт 1 сехете яхӑн вӗҫнӗ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тытӑмсем ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/218241
 

Раҫҫейре

Ку эрне вӑрӑм пулӗ: 6 кун ӗҫлемелле. Ку Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ эрнере 5 кун ӗҫлекенсене пырса тивет. Вӗсен шӑматкун та, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Уяв умӗнхи кун пулӗ вӑл, ҫавна май ӗҫ вӑхӑчӗ 1 сехет кӗскелӗ.

Кун хыҫҫӑн 3 кун кантарӗҫ: вырсарникун, тунтикун тата юнкун (чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче).

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...142
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 27

1932
94
«Кол­хозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1988
38
Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть