Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.4 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Ӗнер Пӗрремӗш каналпа эфира тухнӑ «Давай, поженимся» кӑларӑма Ҫӗнӗ Шупашкарти инженер-проектировщик хутшӑннӑ, вӑл савни шыранӑ.

42 ҫулти Кирилл пулас савнин аслӑ пӗлӳллӗ пулмаллине, унӑн йӗркеллӗ профессире ӗҫлемеллине, хӑвӑртлӑха тата вырӑс рокне юратмаллине, конструкторсемпе кӑсӑкланмаллине, шавлӑ ушкӑнра канма пӗлмеллине пӗлтернӗ.

Вӑл ачисемпе эрнере 4 хутран кая мар тӗл пулнине, байкӑпа ҫула тухса тухса тӗнче курма ӗмӗтленнине пытарман. Вӑл 10 тӗрлӗ мелпе ҫӑмӑрта ӑшалама пӗлни пирки те каласа кӑтартнӑ.

Кирила 31 ҫулти Ирина килӗшнӗ, кӑларӑм вӗҫӗнче вӑл ӑна суйланӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Хальхинче конкурсра Шупашкар округӗнче Карачура лесничествинче ӳсекен Киремет-юман тупӑшать.

Юман — Кӑшавӑш ялӗнчен инҫех мар. Вӑл 300 ҫула яхӑн ӳсет. Ҫӳллӗшӗ – 30 метр. Унӑн пӗлтерӗшӗ те хӑйне евӗр: хӑв вӑхӑтӗнче унта чӑвашсем йӑла-йӗрке туса ирттернӗ, вӑл вӗсемшӗн сӑваплӑ йывӑҫ шутланнӑ.

Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш юманӗшӗн сасӑлас тесен rosdrevo.ru сайта кӗрсе 73-мӗш номере тупмалла.

Аса илтерер: 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи 327 ҫулти юман ҫӗнтернӗ, уншӑн 21571 ҫын сасӑланӑ.

 

Раҫҫейре
max.ru/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 5 ҫемье «Это у нас семейное» ҫӗршыври конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Вӗсене Ӗпхӳре палӑртнӑ.

Сумлӑ йыша ҫаксем кӗнӗ: Рыжовсем‑Квасовсем, Федоровсем‑Столяренкосем‑Рассказовсем, Пермяковсем, Рахминсем, Митрофановсем‑Федотовсем.

Ҫемье командисем хӑйсем епле пурӑннипе, мӗнпе кӑсӑкланнипе тата мӗне курса савӑннипе паллаштарнӑ. Телейлӗ кашни ҫемьен пӗр пеклӗхӗ — ҫемьере «эп» тенине мала хуманни, «эпир» тенине мала кӑларни. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗрне пӗри хисеплеҫҫӗ, ватти те, вӗтти те кун пек ҫемьере хисеплӗ те сумлӑ.

Финала тухма пултарнӑ ҫемьесен конкурсӑн финалне хутшӑнмалла. Вӑл утӑ уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/mintrud_21/AZ4qMy9-Dt8
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентеш аякри регионсем валли ишекен госпиталь хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Сӑмах — РФ юханшыв транспорчӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Алексеев пирки. Вӑл «Порт Коломна» АО командӑпа пӗрле «Лука Святитель» юхан шыв госпитальне тунӑ. Кун валли вӗсене пӗр ҫул ҫурӑ кирлӗ пулнӑ.

Борт ҫинче чӑн-чӑн поликлиника евӗрех: тухтӑрсен 25 пӳлӗмӗ, лаборатори, УЗИ, эндоскопи тата рентген пур. Теплоход харӑсах 50 пациента йышӑнма пултарать. Унта медиксем валли те хӑтлӑ условисем хатӗрленӗ: каютӑсем, спортзал, сауна, кухня.

Ку уйӑхра ишекен госпиталь пӗрремӗш навигацие кайӗ, ҫитме йывӑр вырӑнсенчи ҫынсене медтӗрӗслев витӗр тухма пулӑшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_272755
 

Раҫҫейре
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Полици лейтенанчӗ отпускра канас вырӑнне «Сталинградская весна – 2026» астӑвӑм вахтине хутшӑннӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Дмитриевка хуторӗ патӗнче иртнӗ. Унта 1943 ҫулхи хӗлле юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ.

Шупашкарти полицин 5-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Александр Генералов совет салтакӗсене пытарнӑ вырӑнсене шырама хутшӑннӑ. Унпа пӗрле Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те экспедицие хутшӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче лейтенант пулас йӗрке хуралҫисене те вӗрентет.

Чӑваш Енри 62 шыравҫӑ икӗ эрнере 500-е яхӑн гектар тӗпченӗ, унта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ 36 салтака тата нимӗҫ тата совет салтакӗсен 300 ытла артефактне тупса палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

10 тенкӗллӗ укҫасем ҫинче Чӑваш Ен тата Шупашкар гербӗсене ӳкерӗҫ. Ку ыйтупа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан калаҫнӑ.

Кӑҫал «Раҫҫей Федерацийӗ» серире Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ 10 тенкӗллӗ укҫа тухӗ. Ҫитес ҫул «Ӗҫ мухтавӗн хулисем» серире Шупашкара халалланӑ укҫа кӑларӗҫ. Иккӗшне те хаклах мар тимӗртен шӑратса кӑларӗҫ.

Икӗ ен регионти финанс рынокне сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: 2025 ҫултанпа Чӑваш Ен бюджет процесне цифра укҫине ҫаврӑнӑша кӗртессипе ҫыхӑннӑ сӑнав проектне хутшӑнать.

 

Раҫҫейре

Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 11 кун кантарӗҫ. Раҫҫей Ӗҫлев министерстви 2027 ҫулхи ӗҫ тата уяв календарьне хатӗрленӗ. Анчах хальлӗхе ҫирӗплетмен.

2027 ҫулта ҫак кунсенче канӑпӑр: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен; нарӑсӑн 21-23-мӗшӗсенче; пушӑн 6-8-мӗшӗсенче; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче; ҫӗртмен 12-14-мӗшӗсенче; чӳкӗн 4-7-мӗшӗсенче.

2027 ҫулта 6 ӗҫ кунӗллӗ пӗр эрне кӑна пулӗ – нарӑсӑн 15-20-мӗшӗсенче. Виҫӗ кун канмалли 5 хутчен пулӗ: нарӑсра, пушра, ҫу уйӑхӗнче (2 хут), ҫӗртме уйӑхӗнче.

 

Раҫҫейре

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн «Вилӗмсӗр полк онлайн» акци старт илнӗ. Аса илтерер: кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмассине, «Вилӗмсӗр полк» акци куҫӑн майпа иртмессине пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 12:00 сехетре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсем онлайн майпа полка тӑрӗҫ. Акцие хутшӑнас тесен ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен акци сайтӗнче (2026.polkrf.ru/) е «Вконтакте» (vk.com/polk_app), Одноклассники (ok.ru/app/polk), МАКС (max.ru/polk_app_bot) мини-сарӑмсенче заявка памалла.

Унтан паттӑр пирки информацие тата унӑн сӑнӳкерчӗкне кӗртмелле. Пӗтӗм заявкӑна тӗрӗслӗҫ (унта историксем хутшӑнӗҫ). Ҫакна йӑнӑш тата фальсификаци ан пултӑр тесе тӑваҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18314
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗренекен 4 шкул ачине Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пионера илнӗ.

Ҫак куна ахальтен суйламан. Ӗнер Владимир Ленин ҫуралнӑранпа 156 ҫул ҫитнӗ. Ачасем малтан Мавзолей патне чечексем хунӑ. Унтан вӗсене КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов тата Патшалӑх Думин депутачӗ Мария Дробот хӗрлӗ галстук ҫыхса янӑ. Кун хыҫҫӑн ачасем В.И.Ленин музейне ҫитсе курнӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарта 19 пионер, 11 кандидат тата 6 комсомолец шутланнӑ. Халӗ, ав, йыш татах хушӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28626
 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Андриян Николаевпа Валентина Терешковӑн хӗрӗн Еленӑн ҫуртне, Мускав ҫывӑхӗнчине, ҫаратнӑ. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.

Еленӑн мӑшӑрӗ Андрей Родионов пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫын ҫурта кӗнӗ те шыв ӑшӑтмалли хатӗре, газ баллонне тата стабилизатора йӑтса тухса кайнӑ. Пӗтӗмпе – 70 пин тенкӗлӗх. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Елена Терешкова кил-ҫуртне ҫаратнине ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче асӑрханӑ.

Сӑмах май, Андриян Николаевпа Валентина Терешкова 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче пӗрлешнӗ, 1964 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен Елена ҫуралнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...142
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 27

1932
94
«Кол­хозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1988
38
Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй