Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ача-пӑча этнофестивалӗнче Украина пирки те Таджикистан пирки те сӑмах тухрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
ninelleo 23.04.2018 12:06 | 1867 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 1-мӗш гимназире Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен туслӑхне халалланӑ «Туслӑхпа тӑванлӑх — пирӗн пуянлӑх» этнофестиваль-конкурс иртрӗ. Фестиваль И. Я. Яковлев ҫулталӑкне халалласа хулари шкул ачисем хушшинче пулчӗ. Ҫак конкурсра вӗренекенсем пӗр-пӗрне тӗрлӗ халӑх чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштарчӗҫ.

49-мӗш шкулта вӗренекен Аня Громова Украина ҫинчен каласа пачӗ, украин чӗлхипе юрӑ юрласа савӑнтарчӗ, 41-мӗш шкулта вӗренекен Алсу Блинова тутар халӑхӗпе паллаштарчӗ, тутар ташшипе тӗлӗнтерчӗ, 54-мӗш шкулта вӗренекен Кузнецова Диана Инди ҫӗршывӗ ҫинчен каласа пачӗ, ҫак халӑхӑн ташшине ташласа пачӗ, 1-мӗш гимназире вӗренекен Мамиконян Степан Армени ҫинчен пӗлтерчӗ, эрмен чӗлхипе илемлӗ сӑвӑ вуласа пачӗ. 55-мӗш шкулта вӗренекен Хикоят Каримова Таджикистан ҫинчен каласа кӑтартрӗ таджик чӗлхипе сӑвӑ вуласа тӗлӗнтерчӗ. Шупашкарти 1-мӗш шкулта вӗренекен Софья Сниткина вара пӗччен килмен, хӑйпе пӗрле вӗренекен ачасемпе пӗрле вӑл питӗ илемлӗ якут ташши ташласа пачӗ. Саха-Якути ҫинчен те вӗсемпе пӗрлех каласа кӑтартрӗ. Конкурса ертсе пыракан Анита Павловӑпа Виктория Леонтьева вырӑс тата чӑваш халӑхӗсен уйрӑмлӑхӗсене танлаштарчӗҫ, юрри-ташшине кӑтартрӗҫ.

Фестиваль-конкурса хутшӑнакансем куракансене тӗрлӗ халӑх тумтирӗпе паллаштарчӗҫ, наци апачӗпе хӑналарӗҫ, ӑна мӗнле пӗҫермеллине ӑнлантарчӗҫ. Туслӑх ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ. Ыйтусем ҫине хуравласа харпӑр хӑй ӑсӗпе тӗлӗнтерчӗҫ.

Фестиваль-конкурс пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служба ертӳҫи Зоя Аркадьевна Яковлева конкурса пӗтӗмлетсе ҫапла каларӗ: «Ҫакӑн пек конкурссем ачасене халӑхсен уйрӑмлӑхне пӑхмасӑр пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, килӗштерсе, туслӑ пурӑнмаллине туйса илме май параҫҫӗ». Чӑваш эстрада артисчӗ Валентина Телей ачасене яланах туслӑ пулма, пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшма, хисеплеме сунчӗ.

Фестиваль-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ:

· Шупашкарти 1-мӗш шкулта вӗренекен Сниткина Софья 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ;

· Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Мамиконян Степан 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ;

· Шупашкарти 49-мӗш шкулта вӗренекен Аня Громова 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ;

· 54-мӗш шкулта вӗренекен Кузнецова Диана 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

#Украина, #Таджикистан, #ачасем, #1-мӗш гимнази, #49-мӗш шкул, #41-меш шкул, #шкулсем, #54-мӗш шкул

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2044.95.8124
2018.04.23 13:10
Agabazar
Пирĕн пек чăвашсене çаканашкал "интернационалла витерев" парса ăнтан яраççĕ вара.

Костромара е Рязаньте çавнашкал япаласем ирттереççĕ-ши паян та? Çапса пăрахсан та ĕненместĕп.
Хамăр ял // 1267.4.4136
2018.04.23 15:33
Темшĕн çак фотоÿкерчĕкре Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ,гербĕ, чăваш наци тумĕ курăнмасть?! Тĕрлĕ халăхсен ялавĕсемпе, эмблемăсемпе, тумĕсемпе курăнать, а чăвашсен ăçта?! Каллех, хамăррине, чăвашлăха, пире хистесе, "интернационализмпа" çитереççĕ.
Чăваш Республикин кунне те çакăн пек уявлаттараççĕ. РФ тĕрлĕ регионсенчен Шупашкара хăйсен ирĕкепе килнĕ чăвашсене кунти влаççем ытла хапăл тума йышăнма май тупмаççĕ. Анчах, тĕрлĕ РФ централлă регионсенчен килнĕ ушкăнсене хапăл тăваççĕ.
Ку Раççей официаллă патшалăх наци политики ятлă. Чăвашсем хăйсем пĕр çĕрте ытла нумай пуçтарăнса "национализм" ан туччăр тесе...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем