Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ҫӑлкуҫа» черетлӗ Сурхурине уявлама пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.01.2018 18:44 | 2941 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ ҫулсерен Сурхури уявне уявлать. Кашни ҫул ӑна «Ҫӑлкуҫ» кафере ирттереҫҫӗ. Ку йӑларан кӑҫал та пӑрӑнмарӗҫ.

Уява яланхи пекех ваттисен сӑмахӗнчен пуҫларӗҫ. Ку тивӗҫе 78 урлӑ каҫнӑ Виталий Станьял пурнӑҫларӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак уява Чемен картинче те (Шупашкар районне кӗрекен Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи этно-комплекс) уявласан аван пулни пирки каларӗ. Ҫавӑн пекех йӑлана пӑсмасӑр уявра «Алран кайми аки-сухи» юрӑ та шӑрантарчӗҫ. Пурте пӗрле пӗр харӑс юрларӗҫ.

Уйрӑммӑн Владимир Болгарскийпе Валерий Сунгуровӑн ӗҫне палӑртрӗҫ. Владимир Болгарский хӑй те уява ҫитнӗччӗ, сӑмах тухса каларӗ. Аса илтеретпӗр, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем иккӗшӗ чӗлхене хӳтӗлесе Мускаври Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑччӗ.

Уяв хаваслӑ иртрӗ. Чӑвашлӑх анинче тӑрӑшакансем пӗр-пӗринпе курӑнса калаҫма май тупрӗҫ, тутлӑ шӳрпепе хӑналанчӗҫ, мӑйӑрпа пӗҫернӗ пӑрҫа тутанчӗҫ, килте вӗретнӗ сӑрана та ӗҫсе пӑхрӗҫ.

#Шупашкар районӗ, #Станьял, #чӑвашлӑх, #Ҫӑлкуҫ, #уявсем, #Сурхури, #Чемен карти

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Армути // 5654.9.2956
2018.01.07 09:13
Пултӑм эпӗ сурхури каҫӗнче: мӑйӑр катрӑм, ӑшаланӑ пӑрҫа ҫирӗм, сӑра ӗҫсе юрларӑм, шерпет сыпса ташларӑм. ШӑКӑЛ- шӑкӑл калаҫнисем килӗшрӗҫ. Эх, Сурхури, чун пурри, халӑх ҫинче ыр курри!
Agabazar // 4026.00.3509
2018.01.07 18:57
Agabazar
Болгарский тата Сунгуров пиккеда иккĕш пĕрле тухман. Иккĕш пĕрле тухма та пултарайман. Мĕншĕн тесен саккун ятарлă ирĕк памасăр (санкцисĕр) апла тума чарать.

Асăннă çынсем пиккеда пĕрле мар, кашнийĕ хайне уйрăммăн тухнă. Вĕсен хушши 50 метртан ытларах пулнă. Çавăнпа та пĕтĕмпех саккунлă шутланнă çав çынсен акцийĕсем.
Анатоль // 3280.57.5943
2018.01.08 00:21
Маттур ачасем! ЧӐВАШ-ПӐЛХАР йӑлисене манма памаҫҫӗ. Эп хамта патша пекех унта ларса ыр кураттӑм , май пулнӑ пулсан. Чӑваш тӗнӗпе пурӑнни хӑват ильтӗр!!!
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.08 11:59
Яланхи пекех тенине мĕнле ăнланмалла ? Пĕльтернĕ тăрăх çынсем сахалтарах пулнă . Ăçта ЧНТ ÿкернĕ сюжет ? Мĕньшĕн варттăн ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем