Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш пуканисем синтепонран та хитре пулаҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑк хӗрарӑм чун канӑҫне пуканесенче тупнӑ. Ачалӑхри йӑли-йӗрки, пуканепе вылясси, иртсе пӗтменнишӗн мар. Лилия Жукова синтепонран пуканесем хӑй аллипе ӑсталать. Тем тӗрли хушшинче чӑваш тумне тӑхӑннисем те пур. Ал ӑсти асӑннӑ районти Турханта ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче методистра тӑрӑшать. Унта тимленипе пӗрлех ӳркенмен хӗрарӑм общество ӗҫне те хастар хутшӑнать. Ун патӗнче хӑнара пулса хавхаланнӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ҫын ӑшӑ кӑмӑлӗпе, хавхаланӑвӗпе, ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсен ӑсталӑхӗнчен, ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗн. Лайӑх тӗслӗх ыттисенче те ырӑ вӑрлӑх шӑтарасса шанас килет». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ. Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе. Икӗ енчи туй пӗрлешсен мӗн тери вӑйлӑ уявччӗ! Пӗррехинче, ун чухне манӑн тус качча кайрӗ, туй арӑмӗсем наци тумне тӑхӑнса Елчӗк районне кайрӗҫ. Пирӗншӗн ку яланхи йӑлаччӗ, туй арӑмӗсене эпир ҫапла курма хӑнӑхнӑ. Елчӗксем вара чӑннипех те тӗлӗннӗ. «Артистсем килсе кайрӗҫ», — тенӗ вӗсем савӑнса. Ара, елчӗксем чӑваш йӑли-йӗркине ытларах упрама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсем туйра унашкаллине курман. Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртрӗ ҫамрӑк мӑшӑрӑн уявӗ. Кашни районӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Елчӗк районне туя кайсан вӗсен йӑли пирки пӗлтӗм. Елчӗксем туйра ирчченех савӑнчӗҫ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ. «Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта. Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ Владимир Кожевников хӑй ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене те тишкернӗ. Чӑн та, аяллӑрах вырӑнта — вил тӑпри, ҫӳлерех — палӑкӗ. Никама та хурлас килмест. Палӑка каярах лартнине тавҫӑрма ӑс нумай кирлӗ мар. Сумлӑ ҫав ӗҫе пурнӑҫлакансен ӑнлантарӑвӗ пурах-тӑр. Шел те, лартма кам хутшӑннине, вырӑннине кам палӑртнине пӗлместӗп. Палӑка вил тӑпринчен ахальтенех уйӑрман-тӑр. Тен, вырӑнӗ ишӗлекенскер, тен, лачакаллӑ та унта ҫавӑнпа палӑк лартайман. Тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр юлташа калаҫтаракан ҫак ыйтӑва уҫӑмлатакан, тен, ҫак сайта вулакансем хушшинче тупӑнӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Канмалли кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут пулнӑ. Кӑҫал конкурса Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округӗсенчен, Мурманск хулинчен, Самар, Чӗмпӗр, Тӗмен облаҫӗсенчен, Тутар, Пушкӑрт, Крым Республикисенчен килнӗ. Тата, паллах, Чӑваш Ен пикисем пулнӑ. Хӗрсем пилӗк конкурсра тупӑшнӑ. Малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ, унтан ӑс-хакӑл конкурсӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн пикесем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫал «Чӑваш пики» ята Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен килнӗ Ксения Романова тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна та тулай чӑвашӗ йышӑннӑ: Пушкӑртстанри Елена Садыкова. «Чи хӳхӗм пике» номинацире Крым пики Ксения Сергеева мала тухнӑ. Куракансем Канаш районӗнчи Мила Яковлевӑна килӗштернӗ. «Ҫепӗҫ пике» — Элӗк районӗнчи Нелли Львова, «Ӑс пике» — Пушкӑртстан пики Дарья Степанова. Кӑҫал жюри пайташӗсем «Чӑваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллӑ пике» номинацире те палӑртма шухӑшланӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ангелина Адамовӑпа Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Екатерина Сафронова ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн ҫулталӑкри черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Академи пайташӗсем чӑвашран ҫеҫ мар, инҫетри тӑрӑхсенчен те килсе ҫитрӗҫ — Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Пушкӑртран тата ытти облаҫсемпе республикӑсенчен. Пухура ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗҫ, ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ (сӑмахран, Мускаван ҫитнӗ Владимир Болгарские). Чи тӑрӑшуллисене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Чӑваш халӑх академине пулӑшакансене те манмарӗҫ, вӗсене те хисеп хучӗсемпе чыс турӗҫ. Пухӑва Станислав Отрыванов ертсе пычӗ. Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн кӑҫал вӑл Пӳлерпе Пӑлхар хулисене тата Хусанти Ар масарӗ ҫине ҫитсе килни пирки пӗлтерчӗ. Ҫак ҫулҫӳревре ӑна хумхантарса янӑ пулӑмпа та вӑл пухӑннисене паллаштарчӗ. Хусанти Ар масарӗнче вырнаҫнӑ Николай Ашмарин вил тӑприйӗ ытла та кичеммӗн ларать иккен. Ку уйрӑмах юнашар тенӗ пек вырнаҫнӑ Николай Лобачевскийӗн вил тӑприпе танлаштарсан курӑнать. Станислав Отрыванов пирӗн халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунӑ Николай Ашмаринӑн палӑкне хӑт кӗртме ыйтрӗ, ку енӗпе хӑй те пулӑшма хатӗрри пирки каларӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» общество организацийӗ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫыру ҫырнӑ. Хальхинче вӗсем ӗлӗкхи чӑваш фильмӗсене тӗнче тетелне кӑларса хума ыйтнӑ. Хастарсем ҫакна палӑртнӑ: Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче «Страна Чувашская» документ ленти, «Священная Роща» илемлӗ фильм, «Ял» ӳнер фильмӗн пӗр пайӗ упранать. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче ӳкернӗ. Ку фильмсем – наци пуянлӑхӗ, анчах, хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ. Хастарсем ЧР Наци вулавӑшне тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ. Вӗсем пичет кӑларӑмӗсене цифра ҫине куҫарса тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. «Ирӗклӗх» чӑвашла фильмсене тата иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӳкернӗ кинокартинӑсене те тӗнче тетелне кӑларса хума сӗнеҫҫӗ. Ҫитес ҫул «Чӑвашкино» шӑпах 90 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ку республика ҫыннисемшӗн ун чухне чӑн-чӑн парне пулӗччӗ. Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ хастарсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пензӑра нумаях пулмасть улаха пуҫтарӑннӑ. Ӑна вӑл тӑрӑхрисем «Ночь искусств» (чӑв. Ӳнер каҫӗ) пӗтӗм Раҫҫейри культурӑпа ҫутӗҫ марафонне хутшӑннӑ май йӗркеленӗ. Пензӑри краеведени музейӗнче чӑваш халӑх культурине харӑсах темиҫе лапамра халалланӑ. Мероприятие музейҫӑсем Пенза облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем улахран пуҫланӑ та. Чӑвашсен культурипе йӑли-йӗркипе Пензӑри «Шӑпчӑксем» тата Неверкино районӗнчи Илим-Гора ялӗнчи «Асамат» ансамбльсем паллаштарнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ушкӑна Нина Башкирова ертсе пырать. 1978 ҫулта йӗркеленӗ ушкӑна аслисемпе пӗрлех ачасем те ҫӳреҫҫӗ, вӗсем те чӑваш халӑхӗн культурипе хаваспах паллашаҫҫӗ, ҫывӑхланаҫҫӗ, вӗсем урлӑ ыттисем те пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хулари чӑвашлӑх. Ку ыйту нумай йӑхташа канӑҫ памасть. Мӗнле аталантармалла? Тутарстанри Анат Камӑри 34-мӗш гимнази-интернат пур. Вӗсен те йӑлтах ҫупа сӗрсе хуман, ҫапах та паянхи кунччен те чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентееҫҫӗ. Ҫитменнине ачасене чӑваш юрри-ташшине хӑнӑхтараҫҫӗ пӗчӗкрен», — ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра кӳршӗллӗ ҫав республикӑри «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Константин Малышев. Чӑн та, аслисен тӑрӑшӑвӗ харама каймасть темелле. Нумаях пулмасть иртнӗ «Мы разные, но мы вместе» (чӑв. Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле) фестивале те хутшӑннӑ ачасем. «Укӑлчара» фольклор композицийӗпе вӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ачасене ҫак фестивале хутшӑнма, ҫӗнтерӳҫӗсен ятне илме пулӑшакансем тесе хаҫат Галина Удирякова класс ертӳҫине, гимназири фолькор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Носевича тата ачасен ашшӗ-амӑшне асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Самарти кӗр сӑрин саманчӗ Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар хулинче облаҫри XIX «Кӗр сӑри» чӑваш фольклор фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие вӑл тӑрӑхри Культура министерстви, Самар хула округӗн администрацийӗ, Халӑх туслӑхӗн керменӗ тата, паллах, унти чӑвашсен «Пехил» обществи йӗркеленӗ. Кӗр сӑрине Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӑвашсен хӗрӗхе яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Тӑван республикӑмӑртан Зинаида Яковлева ертсе пыракан «Уяв» фольклор халӑх ансамблӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ кайнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче облаҫри «Ҫулталӑкри чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Выля, хуткупӑс—2016», Самар облаҫӗнче чӑваш халӑхӗн культурине, йӑла-йӗркине, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе пуринчен лайӑх ӗҫлекен ял тӑрӑхне палӑртмалли конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тобольскра Бичуринӑн асӑну хӑми уҫӑлнӑ Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ нумаях пулмасть хӑйӗн 25 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ҫавна май унта «Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей» (чӑв. Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен хутлӑхӗ паян) интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи кӑна мар, ытти патшалӑхри хӑнасем те хутшӑннӑ. Виҫӗ кунлӑ форум Горьковка ялӗнчи шкулта чӑваш культурипе уҫӑ урок ирттернипе уҫӑлнӑ. Тепӗр кун Тӗменти культура институтӗнче Бичурин вулавне пуҫтарӑннӑ. Ҫав кунах чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ концерт иртнӗ. Виҫҫӗмӗш кун Тобольскри Декабристсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫинче (унччен вӑл ҫуртра ял хуҫалӑх колледжӗ пулнӑ) Никита Бичурин китаеведӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Барельеф ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Здесь в Знаменском монастыре жил и преподавал в Тобольской духовной семинарии (1806—1807) великий сын чувашского народа Никита Яковлевич Бичурин (29.08.1777—11.05.1853), в монашестве — архимандрит Иакинф, выдающийся учёный востоковед, один из основоположников российского китаеведения» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |