Спорт
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва мӗнпурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем: округ администрацийӗпе территори пайӗсенчи ӗҫченсем. Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ. Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн Юманай тӑрӑхӗнчи Олег Яковлева лекнӗ. Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑн Егоркино территори пайӗнчи Ольга Улисовӑпа Турхан территори пайӗнчи Вениамин Яскея лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашсем спорт туризмӗ енӗпе тӗнчере палӑрнӑ. Минск хулинче Спорт туризмӗн тӗнчери чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ иртнӗ. Чӑвашсем унта хутшӑнса кӗмӗл тата бронза медальсене тивӗҫнӗ. Тӳресем спортсменсен маршрутне хакланӑ май кӑткӑслӑха, хӑрушсӑрлӑха, ҫӗнӗлӗхе тата ытти нумай ене шута илнӗ. Кӗмӗл медале чӑваш спорстменӗсем кӑткӑслӑх енчен пиллӗкмӗш категорие кӗрекен ту маршручӗпе ҫӗнсе илнӗ. Ҫав ҫул Тӗп Кавказ тӑвӗсенчен пуҫласа Караугом, Дигори тата Суган районӗсем патӗнчен иртнӗ. Кӑткӑслӑх енчен улттӑмӗш категорие кӗрекен маршрутшӑн пирӗннисене бронза медаль панӑ. Асӑннӑ маршрут Кӑркӑстанри Тянь-Шань тӑвӗнчен пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
ЦСКА сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Марат Шарипов Египетри Шарм-эль-Шейхра иртнӗ теннис турнирӗнче выляса илнӗ. 20 ҫулти Марат Латви спортсменне Роберт Стромбаха выляса илнӗ. Каччӑ турнирта ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн АТР рейтингӗнче 122 йӗрке хӑпарса 674-мӗш вырӑна йышӑннӑ. Марат хулари 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, Шупашкарти теннис академийӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. 2020 ҫулта вӑл тӗнчери 19 ҫул тултарман топ-50 спортсменсен йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен фристайлҫӑ, Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗрре мар – иккӗ. Лана нумаях пулмасть икӗ ылтӑн медаль илнӗччӗ. Хальхинче те спорсменка «биг-эйр» тата «слоуп-стайл» дисциплинӑсенче ӑмӑртса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Палӑртмалла: Лана Прусакова кӑҫалхи сезонра ултӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
https://vk.com/wall-54381767_228250 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Елчӗк районӗнчи арҫын ача Мускавран чемпион пулса таврӑннӑ. Миша Миллин вырӑнти «Улӑп» спорт шкулӗнчи ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен секкцине ҫӳрет. Ачана ӑсталӑха Сергей Александров тренер хӑнӑхтарать. Ҫамрӑк спортсмена вӑл Спорт (ирӗклӗ) кӗрешӳ енӗпе иртекен регионсем хушшинчи турнира кайма сӗннӗ. 2013–2015 ҫулсенче ҫуралнӑ, 25 килограмран ҫӑмӑлтарах таякан арҫын ачасемпе кӗрешсе Елчӗк арҫын ача ыттисене ҫӗнтерме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ эрне Ҫӑварни эрни пулчӗ. Вырсарникун вара ӑна тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттерсе анлӑн уявларӗҫ. Вӑрнарсем те ҫавӑн пек тунӑ. Вӗсем спорт ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗ. Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов спорт мероприятийӗсене хутшӑннӑ. Вӑл кире пуканӗ ҫӗкленӗ. 24 килограмм таяканскере хайхискер ним мар 40 хутчен ҫӗклесе илме пултарнӑ. «Ҫамрӑксемшӗн те тӗслӗх», — теҫҫӗ Андрей Тихонов вӑйӗнчен тӗлӗннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тӗмен хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. «Слоуп-стайл» дисциплинӑра Лана Прусакова ылтӑн медале тивӗҫнӗ. 2018 ҫулхи хӗллехи Олимпиадӑна хутшӑннӑ хӗр унччен «биг-эйр» дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Халӗ, ав, слоуп-стайл енӗпе те ӑна ҫитекен пулман. Раҫҫей кубокӗн унчченхи икӗ тапхӑрӗнче те пирӗн ентешӗмӗр биг-эйр енӗпе ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сайтри сӑн Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре спортсменсем йытӑ кӳлсе чупӗҫ. Ӑмӑрту Атӑл леш енче «Нартаван» туризм базинче иртӗ. Шӑматкун тупӑшу 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, вырсарникун – 9 сехетре. 7500 метр тӑршшӗ трасса ҫине спортсменсем тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫене тӑватӑ дисциплинӑра палӑртӗҫ: «Йӗлтӗр-спринт 1 йытӑ», «Нарта-спринт 2 йытӑ», «Нарта-спринт 4 йытӑ» тата «Нарта-спринт 6 йытӑ». Иккӗмӗш кунхине эстафета тата ача-пӑча старчӗ пулӗҫ. Вӗсем 3 пин ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Ӑмӑртӑва 12-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Телеграмри t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ. Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри чупу иртӗ. Йӗлтӗр спортне юратакансем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Шупашкарта тӗп лапам Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗ пулӗ. Вӑл Пристанционнӑй урамӗнчи 10-мӗш "а" ҫуртра вырнаҫнӑ. Чупӑва хутшӑнас тесен сывлӑх йӗркеллех пулнине ҫирӗплетекен справка илмелле. Ӑмӑрту 9 сехет ҫурӑра пуҫланса 11 сехетре вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |