Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шӑматкун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Мускавра регионсен хушшинче спорт кӗрешӗвӗ енӗпе турнир иртнӗ.

Пирӗн ентеш, Елчӗкри шкулта вӗренекен Михаил Миллин, кӑтартӑвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл 28 килограмм таякансемпе тупӑшса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Михаил финалта Дагестанри Гюльахмедов Ийиба ҫирӗппӗнех ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_374078
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри маттур спортсменка Анастасия Лоренц ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ытти спортсмена парӑнтарса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Анастасия «жим» дисциплинӑра 57 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗ - 157,5 килограмм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_66581
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти 19 ҫулти Мария Филиппова Чулхула облаҫӗнче бодибилдинг енӗпе реоионсен хушшинче иртнӗ кубокра ылтӑн медаль илнӗ. Вӑл юниорсемпе тупӑшнӑ.

Мария ачаранпах спортпа туслӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн экономика факультетӗнче вӗренет. Бодибилдинг уншӑн спортри ҫӗнӗ ен пулса тӑнӑ.

Мария халӗ Раҫҫей кубокне хутшӑнма хатӗрленет. «Пирӗн кӗлетке йӑлтах пултарать, кун пирки пуҫ мимине ӗнентермелле ҫеҫ», - тет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_66606
 

Спорт
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗрупраҫӗ 18 медаль ҫӗнсе илнӗ. Питӗрте иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗпе первенствинче мас-рестлерсем ҫавӑн пек палӑрнӑ.

Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пӗр ылтӑн, виҫӗ кӗмӗл, тӑватӑ бронза медаль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш кунхине – тата те 10 медаль.

Турнирта ҫӗнтернӗ Алина Алексеева Кӑркӑстанра иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Илья Лазарев, Виктория Яковенко, Лия Иванова тата Николай Ушаков Грузире иртекен Европа чемпионачӗпе первенствине тухса кайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/2757
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн студентки Мария Филиппова бодибилдинг енӗпе иртнӗ регионсен хушшинчи кубокра ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чулхулара иртнӗ.

Мария юниорсен хушшинче мала тухнӑ. «Ӑмӑртӑва хатӗрленесси – пысӑк ӗҫ. Кунне икӗ тренировка: ирхине кардио тата растяжка, каҫхине – вӑй тренировки тата позировани. Тренировкӑсемпе апатланӑва кӑна мар, организм мӗнле хӑйне туйнине те сӑнамалла. Халӗ эпӗ тепӗр ӑмӑрту валли хатӗрленетӗп», - ҫапла пӗлтернӗ Мария Филиппова.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакан ача шахмат енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл - Ярослав Слаутин. Ӑмӑрту Чулхула хулинче иртнӗ.

Ярослав Раҫҫей кубокӗнче 9 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Унта 37 регионти 400-е яхӑн шахматист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеше вара ҫитекенни пулман – вӑл пурне те ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: Ярослав Слаутин Шупашкарти 2-мӗш шкулта 1-мӗш класра вӗренет.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн ентеш самбо енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери турнирта малти вырӑна тухса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл - Даниил Орлов.

Турнир ҫак кунсенче Мускав хулинче иртнӗ. Унта 16 ҫӗршыври 250 ытла самбист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 79 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл ытти спортмсена парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_66238
 

Спорт
Дмитрий Мулендеев архивӗнчи сӑн
Дмитрий Мулендеев архивӗнчи сӑн

Красноярск хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Дмитрий Мулендеев слоуп-стайл дисциплинӑра 90,50 балл пухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Лана Прусакова вара хӗрарӑмсен хушшинче 85 балл пухса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ланӑпа Димӑн тата биг-эйр дисциплинӑра тупӑшмалла-ха.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Дмитрий Мулендеев Лана Прусаковӑна качча тухма ыйтнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре наци кӗрешӳ енӗпе пӗрремӗш хут ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Республика кунне халалласа йӗркелӗҫ.

Тупӑшӑва Комосомольскинче ирттерме палӑртнӑ. Унччен кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗсен ятарлӑ статус пулман. Ӑна ытларах чухне Акатуйра ирттернӗ.

Кӗрешӗве республикӑри спортсменсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех регионсенчи диаспорӑсенчи кӗрешӳҫӗсем килмелле.

Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/sport/20296483
 

Спорт
sports.ru сайтри сӑн
sports.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри спортменка Алиса Петрова Сауд Аравийӗнче иртнӗ экстремаллӑ чупура финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ҫапла вӑл 80 пин доллара тивӗҫнӗ.

Чупу пуш хирте иртнӗ. Спортмсенсем тӗрлӗ чӑрмавлӑ дистанцире хӑйӑр тӑрӑх чупса тупӑшнӑ. Алиса 90 ҫухрӑма 8 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ. Ку вӑхӑта чарӑнса апат ҫини те кӗрет.

Алиса каланӑ тӑрӑх, старт умӗн ҫумӑр пуҫланнӑ, кӑшт сивӗтнӗ, ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Йӗркелӳҫӗсен кун хыҫҫӑн дистанцие йӗркене кӗртме тивнӗ.

«Пире ӑнчӗ, сывлӑш температури лайӑхчӗ, 25 градусран ытларах марччӗ», - тенӗ Алиса Петрова.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ...117
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та