Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Беларуҫри Минск хулинче ветерансен хушшинчӗ ҫӑмӑл атлетика енӗпе уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнчи Надежда Лаврентьева мала тухни пирки пӗлтернӗччӗ.

Пирӗн тепӗр ентеш те унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семенов 3 ҫухрӑма 16 минут та 22,60 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ку 70-74 ҫулсенчи спортсменсен зушшинчӗ – тӗнчери ҫӗнӗ рекорд.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19473
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нимӗнле ӳсӗм те ҫынна спортра ҫитӗнӳсем тума чӑрмантармасть. Ҫакна Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан Надежда Лаврентьева ӗнентерсе парать.

Вӑл Беларуҫре ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫп чемпионатра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ку кӑна мар, вӑл 3 ҫухрӑма утса харпӑр рекордне те ҫӗнетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19462
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Сочи хулинче хӑвӑрт шахмат енӗпе Раҫҫей первенстви иртнӗ. Унта 11 ҫул тултарман хӗрачасем хутшӑннӑ. Ҫав йышра пирӗн ентеш те Марьяна Осипова пулнӑ.

Марьяна хӑйӗн ӳсӗмӗнчи хӗрачасемпе тупӑшса 9 балран 8-шне пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Рязань облаҫӗнчи Ангелина Амбарцумян, виҫҫӗмӗш вырӑна Ханты-Манси автономи округӗнчи Дарина Шакирова тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19422
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш «моржӗсем» Выкса хула округӗнче иртнӗ уҫӑ чемпионатра палӑрнӑ. Вӗсем ишсе 11 медаль 7 кубок ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне команда эстафетӑра 2 кубока тивӗҫнӗ.

Андрей Гориянов тата Андрей Чекменев ирӗклӗ ишсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Александра Мудрая ылтӑн тата икӗ кӗмӗл медаль илнӗ. Татьяна Александрова вара икӗ ылтӑн тата 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Михаил Андронов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнисӗр пуҫне «Ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑшӑн» наградӑна тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди эстафетӑра кӗмӗл медаль тата команда кубокне илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74471
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Олег Яковлев Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Биатлон ӑмӑртӑвӗ Ӗпхӳре иртнӗ.

Вӑл 12.5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи яшсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова Красноярскра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Иван Ярыгин кубокӗ» пӗтӗм тӗнчери турнирта ҫӗнтернӗ. Вӑл финалта 57 килограмм таякан виҫе категорийӗнче Узбекистанри спортсменкӑна Лайлохон Сабировӑна парӑнтарнӑ.

Иккӗмӗш вырӑна – Севастопольти Кристина Михнева, виҫҫӗмӗш вырӑна Бурятири Эржема Жамсаранова йышӑннӑ.

Палӑртмалла: Вероника Чумикова Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_417343
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрти 11-мӗш шкулта вӗреннӗ, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑс пухнӑ Татьяна Устимова нумаях пулмасть Арктика шывӗнче ҫӗрле ишнӗ. Унта ӑмӑрту иртнӗ.

Эстафета Баренцево тинӗсӗнче экстремаллӑ лару-тӑрура пулнӑ. Унти шыв 3,2 градус кӑна ӑшӑ. Сывлӑш температури 18 градус сивӗ.

Кашни спортсмен 1 ҫухрӑм ишнӗ. Татьяна лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври фитнес-клубра ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_412470
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мария Мамаева мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Анчах вӑл пуҫ усмасть, спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать.

Нумаях пулмасть хӗрача Хусанта иртнӗ ӑмӑртура «Акватлон: ишни тата чупни» дисциплинӑра тупӑшнӑ. Марийӑпа юнашар спортӑн ку тӗсӗнче палӑрнӑ Светлана Соколова ӑмӑртнӑ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73268
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хусанта самбо енӗпе гран-при финалӗ иртнӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем унта 3 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Татьяна Федорова 50 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, София Емелюкова вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Илья Алексеев 88 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_411072
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти спортсменсем хӗллехи ишев енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 27 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Ен чысне Елена Деведерова, Николай Артемьев, Андрей Гориянов, Руслан Шайхаттаров, Анна, Аветисян хӳтӗленӗ. Ӑмӑрту Нарьян-Марта иртнӗ. Старт умӗн шыв температри 0,5 градус ӑшӑ пулнӑ, сывлӑш температури – 7 градус сивӗ. Икӗ кунра пирӗн спортсменчем 14 ылтӑн, 9 кӗмӗл, 4 пӑхӑр медаль ҫӗнче илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73052
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...114
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем