Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Нацисен кросӗ» иртет. Кӑҫал ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ. Пур муниципалитетра та старта тухӗҫ.

Шупашкар хулинче старт Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Мандат комиссийӗ 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Старта ахаль ҫынсем те, профессионалсем те, ветерансем те, ачасем те тухӗҫ.

Мероприятие официаллӑ майпа 11 сехет ҫурӑра уҫӗҫ. 12 сехетре министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, депутатсем, муниципалитет пуҫлӑхӗсем старта тухӗҫ, 12:20 сехетре — ыттисем. Юлашкинчен арҫынсем 12 ҫухрӑма чупӗҫ, старт 15:10 сехетре пуҫланӗ.

Кроса хутшӑнас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ заявка памалла, регистраци авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спортсмен, республикӑн бокс енӗпе пӗрлештернӗ командӑн тренерӗ, Василий Герасимов «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑ та интереслӗ пулса тухнӑ: вӑл хисеплӗ ята шӑп та лӑп хӑй 20 ҫул тултарнӑ чухне илнӗ. Вӑл ку эрнере тунтикун ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Кӳкеҫри Василий Герасимов Шупашкар хулинчи «Улӑп» спорт комплексӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл Магаданра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Унта турнира Олима чемпионне Валерий Попенченкӑна халалласа ирттернӗ.

Палӑртса хӑварар: Василий Герасимов 11 ҫултанпа бокспа кӑсӑкланать, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнчи арҫынсен пӗрлештернӗ командине кӗрет. Хальхи вӑхӑтра спортсмен салтак тивӗҫне пурнӑҫлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31330
 

Спорт

«Хыпар - Вести Чувашии» макс-канал пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски округӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче йӑлана кӗнӗ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӑл – тӗнче класлӑ спорт мастерне Сергей Афанасьева халалланӑ ҫӑмӑл атлетика турнирӗ. Ӑмӑртӑва 1996 ҫултанпа кашни ҫул ирттереҫҫӗ.

Кӑҫал старта Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Элӗк округӗсенчи, Канаш хулинчи 50 яхӑн ҫӑмӑл атлет старта тухнӑ.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене дипломсемпе тата медальсемпе чысланӑ.

Ку ӑмӑрту – Сергей Афанасьев хӑй пуҫарнӑ йӑлана малалла тӑсни. Палӑртса хӑварар: вӑл – Европа чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ, Раҫҫей Кубокӗн виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫи тата пӗтӗм тӗнчери «Гран-при» ҫӗнтерӳҫи.

 

Спорт
Дмитрий Губерниев архивӗнчи сӑн
Дмитрий Губерниев архивӗнчи сӑн

Спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев Шупашкара ҫуллахи биатлон енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне килессине пӗлтернӗ.

«Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Шупашкара ҫуллахи Раҫҫей чемпионатне! Чӑваш Ене килсе йӑлтах комментари тӑвӑп! Матчра!» — тесе ҫырнӑ Дмитрий Губерниев халӑх тетелӗнче страницинче.

Авӑн уйӑхӗн 14-21-мӗшӗсенче республикӑра ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Спортсменсем виҫӗ кун вӑй виҫӗҫ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 19-мӗшӗнче тата 20-мӗшӗнче. Сӑмах май, Шупашкар Раҫҫей шайӗнчи биатлон ӑмӑртӑвне пӗрремӗш хут йышӑнать.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Икӗ алӑсӑр ҫуралнӑ пулсан та шывра ишсе тӗнче шайӗнчи спортра ҫитӗнӳ тӑвакан Кирилл Александров каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ!

Турцири Коджаэли хулинче авӑн уйӑхӗн 7-13-мӗшӗсенче Европа чемпионачӗ иртет. Раҫҫей команди унта наци ялавӗпе тата гимнӗпе хутшӑнать.

Пирӗн ентеш, Шупашкар хулинче пурӑнакан Кирилл Александров, паралимп ишевӗнче эстафетӑра Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе пӗрле ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Командӑра Кирилсӑр пуҫне Роман Жданов, Милана Щелокова тата Мира Ларионова пулнӑ.

Палӑртса хӑварар: Кирилл Александров — Раҫҫей спорт мастерӗ. Вӑл ыран, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, татах финиша тухӗ. Хальхинче 100 метра браспа ишсе ӑмӑртӗ.

Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑҫалтан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Камилла Нелюбова Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ Kinoshita Group Cup турнирта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: 18 ҫулти Камиллӑшӑн ку тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулнӑ.

Ҫамрӑк спортсменка кӗске программӑра 76,08 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унран Японири спортсменкӑсем кӑна иртсе кайнӑ. Икӗ кунри кӑтартӑва илес тӗк, Камилла пиллӗкмӗш вырӑна лекнӗ.

Раҫҫей спортсменӗсен хушшинче чи лайӑххисем Александра Игнатова (иккӗмӗш вырӑн), Анна Фролова (виҫҫӗмӗш вырӑн) пулнӑ.

Камилла Краснодар крайӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Унччен вӑл Олимп чемпионӗ Евгений Плющенко патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, халӗ – Аделина Сотникова патӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31089
 

Спорт
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 11-13-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче Раҫҫей команда чемпионачӗ тата хӑвӑрт утас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртӗҫ.

Ӑмӑрту Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Унта ҫӗршыври 150 ытла спортсмен хутшӑнӗ: 16 ҫула ҫитмен каччӑсемпе хӗрсенчен пуҫласа спорт мастерӗсем таранах.

Малтан трасса ҫине 35 тата 20 ҫухрӑм утакансем тухӗҫ. Каҫ енне юниорсем 10, 5 тата 3 ҫухрӑмсенче вӑй виҫӗҫ. 16 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарти хӑвӑрт утакансене хатӗрлекен спорт шкулӗ вун-вун ҫул тӗнчери чи лайӑххи шутланнӑ.

 

Спорт
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑн
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑн

Паян Шупашкар хулинче «Олимпийский» стадионта йӑланӑ кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ – массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӳре-шара старта тухнӑ. Ҫапла, унта «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ.

Кӑҫалхипе ӑна 88-мӗш хут ирттернӗ. Ӑмӑртӑва Андриян Николаев космонавтӑн ҫуралнӑ кунӗнче, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирттересси йӑлара.

Кӑҫал пӗрремӗш вырӑна Наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта «Чӑваш Ен» ПТРК пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗсем тухнӑ.

Ҫавӑн пекех спорт шкулӗсен ертӳҫисем тата вӗсен ҫумӗсем, общество организацийӗсен представителӗсем старта тухнӑ. Кунсӑр пуҫне VIP-чупу пулнӑ: тӳре-шара чупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/channel_chuvinform
 

Спорт
Вероника Тимофеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Вероника Тимофеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак кунсенче Кӑркӑстанра Куҫса ҫӳрекен халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртет. Унта Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем те тухса кайнӑ.

Иркутск облаҫӗнчи делегаци «Иркутск - Ҫӗнҫӗпӗр - Тамчи» маршрута хыҫа хӑварса Кӑркӑстана ҫитнӗ. Йышра — Иркутск тӑрӑхӗнчи кӑркӑссем тата вырӑнти чӑваш автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Надежда Фидикова пайташ; Бурят культурин центрӗн хастарӗ Оксана Афиногенова.

Куҫса ҫӳрекен халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вӑййине кӑҫал улттӑмӗш хутчен ирттереҫҫӗ. Ӑна мӗн тери хӑватлӑн уҫнине телевизор та кӑтартрӗ. «Бишкек-Арена» залра 51 пин ҫын вырнаҫать. Ӑна вӑййа уҫнӑ кун, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑйа авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пырӗ.

Кӑҫалхи вӑййа хутшӑнма 112 ҫӗршыври 3 пине яхӑн спорстмен пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Австралирен, Аргентинӑран, Испанирен, Индинчен, Казахстанран, Монголирен тата ытти нуай ҫӗршывран. Раҫҫей делегацине 33 регионти 236 спортсмен кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall279459738_6908
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Спортра – тепӗр ҫитӗнӳ! Пирӗн спортсменсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ. Хальхинче – армрестлерсем.

Нумаях пулмасть Пенза хулинче «Атӑлҫи кубокӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 30 команда тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн армрестлинг енӗпе пӗрлештернӗ команди вӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмпе 12 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Харпӑр зачетсенче ултӑ спортсмен ҫӗнтернӗ. Тепӗр улттӑшӗ кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.

16 ҫулти Егор Розоренова уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл – Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк спортсмен команда пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ кӑна мар, Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫланӑ. Кун пек ӳсӗмри спортсменшӑн ку – вӑйлӑ ҫитӗнӳ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30938
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...125
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 04

1987
39
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть