Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.4 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 18 ҫулти студент ултавҫӑсене 6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ «ФСБ спецоперацине» хутшӑнни. Ултав серепине лекни пирки вӑл пӗр уйӑхран кӑна, асламӑшне (е кукамӑшне) каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн, пӗлнӗ.

Малтан ун патне «патшалӑх органӗн ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ та СНИЛС номерӗсене тата электрон почтӑна калама ыйтнӑ. Социаллӑ тӳлев параҫҫӗ-мӗн. Унтан «ФСБ ӗҫченӗ», «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӗсем студента Украинӑна укҫа куҫаратӑн тесе хӑратса пӗтернӗ, кун пирки никама та калама хушман.

Палламан ҫынсем каланипе студент пухнӑ укҫине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине банкомат урлӑ куҫарнӑ. Вӑл «ФСБ спецоперацине хутшӑннине ӗненнӗ. Кайран вӑл Хусана кайса асламӑшӗн (е кукамӑшӗн) укҫине илсе хура тум тӑхӑннӑ «инкассатора» парса янӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Анчах Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара килнӗ чухне кӑна, каялла килнӗ чухне вара – ҫук. Микрорайонта вӑл Шупашкар проспекчӗпе кайӗ.

Интервал ан пысӑклантӑр тесе маршрут ҫине тата троллейбуссем хушӗҫ. Хальхи вӑхӑтра маршрут ҫинче – 16 троллейбус. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара тепӗр икӗ транспорт хушӑнӗ.

61-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта Силикат урамӗнчен тухса Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗпе кайса Гладков урамне ҫитет.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона 60-мӗш троллейбус кӗме пуҫланӑ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна полици тытса чарнӑ: вӑл пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Шупашкара тапӑннине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ.

Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ ролик авторне часах тупса палӑртнӑ. Каччӑна Шупашкарти 1-мӗш полици участокне илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Каччӑ каҫару ыйтнӑ, никама та кӳрентерме шутламаннине каланӑ – ҫакна видео ӳкернӗ. Административлӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.

Аса илтерер: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнченпе республикӑра БПЛАсем тапӑннине ӳкерме, видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Юханшыв бульварӗнче тепӗр икӗ ҫӗнӗ арт-объект вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ҫемье тата Музей кунӗсене халаллӗҫ.

Бульварта «Тухья» скульптура тата пысӑк карап евӗр хӑйӑрпа вылямалли вырӑн пулӗҫ. Унӑн тӑршшӗ – 20 метр ытла. Вӑл хулари чи пысӑкки пулӗ. Унта ҫемйипех выляма май пур. Ачасем вара юханшывҫӑ профессийӗпе ҫывӑхрах паллашма пултарӗҫ.

Ҫак икӗ арт-объект «Русло» гелерейӑна пуянлатӗ. Аса илтерер: галерея Атӑл хӗррипе вырнаҫнӑ. Унта — Шупашкарпа тата Куславккапа паллаштаракан ӗҫсем.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑ хыҫҫӑн вилнисен йышӗ 3 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки ЧР правительствин вице-премьерӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Паянхи кун тӗлне статистика ҫапла: аманнисем – 47 ҫын. Вӗсенчен ытларахӑшӗ килте амбулатори мелӗпе сипленет. Хальлӗхе 8 ҫын больницӑра выртать. Тепӗр 1 пациент Чулхулари больницӑра сипленет. Ӑна экстреннӑй майпа иртнӗ эрнере унта илсе кайнӑ.

Аса илтерер: Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тапӑннӑ, чылай ҫурта сиен кӳнӗ.

 

Хулара
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 43 ҫулти хӗрарӑм хваттер туянмалли укҫана ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 6 миллион ытла тенкӗ.

Полицире акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ вӑл. Ултавҫӑсем ун патне пӗр уйӑха яхӑн шӑнкӑравланӑ. Темӗн тӗрлӗ те суйнӑ: «Госуслуги» портал ӗҫченӗ тесе те, йӗрке хуралҫисем тесе те. Хӗрарӑма унӑн харпӑр кабинетне такамсем кӗнӗ тесе ӗнентернӗ, пуҫиле майпа явап тыттарассипе хӑратса пӗтернӗ. Хваттер илмешкӗн пухнӑ укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ӑна банк ӗҫченӗсем те, полицейскисем те чарма хӑтланнӑ. Йӗрке хуралҫисем тӑванӗсем патне те шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем мӗнле схемӑпа ӗҫленине ӑнлантарнӑ. Анчах хӗрарӑм пур-пӗрех 6 миллион та 150 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн

Шупашкарта икӗ кун каялла ҫухалнӑ ватӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтернӗ.

Алексей Сергеевич Сергеев 73 ҫулта, вӑл ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Хальччен ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

Вӑл 173 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Ҫухалнӑ чухне тӗттӗм кӑвак кофта, сӑрӑ шӑлавар, хура сланцӑ, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ.

Ӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ:8 800 700-54-52 (хӗрӳ лини), 8 919 666 66 80 (Наталия).

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем ветерансене хӑйсем ӳстернӗ чечексене парнелеҫҫӗ. Ку «Ветерана – чечек» акципе килӗшӳллӗн иртет.

Ачасем ҫак чечексене хӑйсем темиҫе эрне ӳстернӗ. Халӗ вара вӗсене ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене парнелеҫҫӗ.

Акципе килӳшӗллӗн ачасем 170 ытла ветерана чечек парнелесе саламлама палӑртнӑ.

 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫ ветеранӗ валли концерт йӗркеленӗ. Хулари стоматологи поликлиникинче ӗҫлекенсем 82 ҫулти Вера Яновӑна ҫапла майпа уявпа саламланӑ.

Вера Ивановнӑн шӑпи нушаллӑ килнӗ. Вӑл 1944 ҫулта концлагерьте ҫуралнӑ. Ача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ. Вӑл вилнӗ тесе ӑна хупахпа чӗркенӗ. Анчах пӗчӗкскер чӗрех пулнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Вера Янова Орел облаҫӗнчи ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Кайран шӑпа ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе ҫитернӗ, вӑл ача пахчин заведующийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18710
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗпе ҫыхӑннӑ массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ.

Управлени пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пӗтӗм вӑя ӗнер пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ӳкнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсене пӗтерме ярӗҫ, ҫынсене пулӑшӗҫ.

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ, салют пулмассине, «Вилӗмсӗр полк» онлайн майпа кӑна иртессине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...344
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 18

1893
133
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
115
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
53
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
6
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ