|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗ Канаш, Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисене округсемпе пӗрлештересси пирки йышӑну тунӑ. Улатӑр тата Ҫӗмӗрле округӗсенче 20-шер депутат пулӗ, Канаш округӗнче - 31. Вӗсене пӗр мандатлӑ округсемпе виҫӗ ҫуллӑха суйлӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ - 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен. Ҫапла халӗ республикӑра уйрӑм статуслӑ икӗ хула ҫеҫ юлнӑ: Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() msk.kprf.ru сайтри сӑн Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна пӑшал тата ҫар припасӗсем упранӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ҫак арҫын М-12 ҫула тунӑ ҫӗрте, Йӗпреҫ округӗнче, ӗҫленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне, хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл пӑшалпа ҫар припасӗсене тупнӑ. Ун чухне вӗсем ҫӗр чавнӑ. Алӑпа тунӑ пӑшал тата ҫар припасӗсем хутаҫра пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫынна Канашра полицейскисем чарнӑ. Тӗрӗсленӗ чухне шӑпах ҫав хутаҫа тупнӑ вӗсем. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн Красноармейски округӗнче пурӑнакан Ивановсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Чыслав ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче, пулнӑ. Галинӑпа Владимир 5 ачана воспитани параҫҫӗ. Ивановсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 29 ҫул ҫитет. Галина ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет, Владимир - караул пуҫлӑхӗ. Ҫемье ял-йыш хушшинче хисепе тивӗҫнӗ. Кил ӑшшин управҫи чечексем ӳстерме, тутлӑ апат пӗҫерме, ҫыхма юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӗҫех суту-илӳ центрӗсенче полицейскисем тӑма пуҫлӗҫ. Анчах чӑн-чӑннисем мар, картонран тунисем. Вӗсен аллинче информаци листовки пулӗ. Унта ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмелли пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак «полици лейтенанчӗсем» йӗрке хуралҫисем тата банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та мессенджер урлӑ шӑнкӑравламаннине, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма ыйтманнине аса илтерӗҫ. Палламан ҫын шӑнкӑравласан унпа калаҫмалла мар, телефона сӳнтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() m.ru24.net сайтри сӑн Шупашкарта кӑҫал та сӑра фестивалӗ иртӗ. Вӑл «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» ятлӑ. Йалана кӗнӗ тӑрӑх, сӑра фестивалӗ тӗп хулара Юханшыв портӗнче иртӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫак пысӑк та пӗлтерӗшлӗ мероприятие хатӗрленме пуҫланӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр фестиваль сӑра вӗретекен 50 ытла компание пӗрлештернӗ, 45 пин хӑнана пуҫтарнӑ. Фестивальте 55 пин литр сӑра сутӑннӑ. «Ӗҫӗ цифрӑсенче кӑна мар. Эпир Чӑваш Ен хӑмла ӳстерекен чи лайӑх регион пулнине тепӗр хут ҫирӗплететпӗр», - тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() timeforcook.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере Етӗрне округӗн депутачӗсем пассажирсене илсе ҫӳремелли хаксене ӳстерессине сӳтсе явнӑ. Хаксене пысӑклатма йышӑннӑ. Округра виҫӗ превозчик ӗҫлет. Шӑпах вӗсем хаксене ӳстерме ыйтнӑ та. Хальхи вӑхӑтра пассажирсенчен пӗр ҫухрӑмшӑн 3 тенкӗ те 60 пус илеҫҫӗ. Депутатсем тарифа 29 пус ӳстерме сӗннӗ. Ҫапла хак 3 тенкӗ те 89 пуспа танлашнӑ. Ҫапла «АТП – Стрелецки» тата «Ҫӳлти поселок – Администраци» маршутсемпе ҫӳреме 31 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Тарифсене ҫирӗплетиччен халӑхпа канашлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() news.allelets.ru сайтри сӑн Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ. Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() komza.ru сайтри сӑн 25 ҫыннӑн руль умне ларма юраман. Ҫакна юлашки 5 уйӑхра Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Ҫак ҫынсене медтӗрӗрӗслев витӗр тухнӑ чухне тухтӑрсем руль умне ларма чарнӑ. Анчах вӗсен аллинче пурпӗрех водитель прави пулнӑ. Прокуратура вӗсене водитель правинчен хӑтарас тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра 25 тавӑҫран 18-шне тивӗҫтерне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "АиФ" сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре йывӑҫ хунавӗ ӳстермешкӗн питомниксенче вӑрман ӳсен-тӑранне акма пуҫланӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш тата Киров лесничествинче пӗтӗмпе 0,43 гектар акнӑ. Чылай пайӗ - хыр. Унсӑр пуҫне чӑрӑш та, Ҫӗпӗр лиственницине те акнӑ. Питомниксен ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем икӗ ҫултан вӑй илсе хунав пулӗҫ. Ҫавӑн чухне вӗсене вӑрмана тухса лартма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Телеграмри me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкара Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ывӑлӗ килнӗ. Пӗччен мар. Хӑйӗн икӗ ҫулти ывӑлӗпе. Чапаев династине кӗрекенсем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитнӗ. Вӗсем хаклӑ парнепе илсе килнӗ. Хулари Чапаев музейне вӗсем дивизин легендарлӑ командирӗн Василий Ивановичӑн аслӑ ывӑлӗн ҫар тумне парнеленӗ. «Ку – ҫулла вӗҫнӗ чухне тӑхӑннӑ костюм. СССРа вӑл ленд-лизпа лекнӗ, ӑна лётчиксене тата командирсене панӑ. Пирӗн несӗлӗмӗрсене асра тытнӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ Александр Чапаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
