Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Турхан ялӗнче 52 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Лифанов Николай Дмитриевич килтен чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, тӗттӗм кӑвак свитер, хура хулӑн шӑлавар, «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак арҫынна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chrio.rchuv.ru сайтри сӑн «Хавал» ушкӑн ЧР Вӗренӳ институчӗпе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле шкул ачисен хушшинче «Хавал» ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерет. Унта 5-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конференци ЧППУра раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ, 10 сехетре пуҫланать. 4 секци ӗҫлӗ: обществӑпа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен секцийӗ, Ҫут ҫанталӑк тата техника ӑслӑлӑхӗсен секцийӗ, тӑван тавралӑх секцийӗ, пултарулӑх секцийӗ.Конкурса хутшӑнакансен чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗччен https://forms.gle/UVy1caDtAJEmHCod9 ссылкӑпа кӗрсе регистрациленмелле, ӗҫсене al.blinov@gmail.com эл. почтӑна ярса памалла. Ҫыхӑнмалли телефон: +7-902-328-50-51. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, утса ҫӳреймест. Ун патне тимӗр-тӑмӑр пухакансем пырса кӗнӗ. Хайхискерсем кил хуҫи утайманнипе усӑ курса унӑн хут купӑсне, медалӗсене, телефонне, инструменчӗсене вӑрланӑ. Арҫынна уйрӑмах ҫывӑх ҫынни парнеленӗ хут купӑса йӑтса тухса кайни кулянатарнӑ. Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсенчен пӗри кам пулнине те палӑртнӑ: Канашри 22 ҫулти каччӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене тавӑрса панӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор тунӑ сӑн Россельхознадзорӑн регионти управленийӗн ӗҫченӗсем Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче свалка тупнӑ. Унта бетон, шифер, бетон люкӑн ункисем, машина покрышкисем, йывӑҫ-тӗм турачӗсем йӑванса выртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 50 тӑваткал метр ҫинче. Ведомство ҫак ҫӗр лаптӑкӗ хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ҫӳп-ҫап купине пӗтерме ыйтнӑ. Вӑл ҫунма пуҫлас тӑк ял умӗнче те хӑрушлӑх тухса тӑрать. Ҫӗре тара илнӗ ҫын ведомствӑна ҫӳп-ҫапа ҫӗр шӑннӑ хыҫҫӑн 30 кунра тасатса пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 29 ҫулти хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем виҫӗ кун шыранӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе пӗлмен. Хӗрарӑма тупнӑ. Анчах, шел те, унӑн виллине. Кун пирки отряд хастарӗсем хӑйсен сайтӗнче хыпарланӑ. "Тупӑннӑ. Вилнӗ. Тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр", - тесе ҫырнӑ сайтра ӗнер 15 сехет иртсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов страницинчи сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ку тӑрӑхра пурӑнакансене упасем пирки асӑрхаттарнӑ. Нумаях пулмасть утамансене Апаш ҫывӑхӗнче курнӑ. «Ҫитес вӑхӑтра вӑрман ҫывӑхне ан кайӑр, ачӑрсене унта уҫӑлма ан ярӑр», - тесе ҫырнӑ пуҫлӑх. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, тунтикунранпа вырӑнти влаҫсем тата хастар ҫынсем упасем ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ Апаш тӑрӑхӗнче икӗ упа ҫӳренине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкара «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра икӗ кун пулӗҫ. Паян хӑнасем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта канашлу ирттернӗ, унтан Правительство ҫуртӗнче канашланӑ. Асӑннӑ фонд тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗрле пулса ваттисене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл ҫӗнӗлӗх. Ӑна сӑнамалла мелпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Ҫӗмӗрлепе Канаш муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫӗнӗлӗх ватисене пӑхса тӑракан тӑванӗсене те укҫа тӳлесе тӑма май парать. Вӗсем мӗнле ӗҫленине фонд тата халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ултӑ е унран та ытларах ачаллӑ кашни ҫемьенех юлашки виҫӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкарти Башмачников урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра хваттерлӗ пулнисене ҫӑра уҫҫи тыттарнӑ чух палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ ҫуртри 91 хваттере кивӗ ҫуртра пӳрӑнакансене панӑ, 16-шне — нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, 9-шне — тӑлӑх ачасене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха сӑнаса тӑракан камерӑсем йышлӑ, апла пулин те ҫын вилмеллех пулса иртекен аварисем пулаҫҫӗ. Ҫавна май республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн тӗп хулин тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӳрешарине фотовидеофиксаци камерисемпе тухӑҫлӑ усӑ курмастӑр тесе хурланӑ. Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗрен 83 комплекс вырнаҫтарнӑ. Вӗсем — инкек уйрӑмах пулса иртекен вырӑнсенче. Статистикӑна ӗненсен, асӑннӑ хатӗрсем пур ҫӗрте инкексем сахалтарах пулса иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑара 282 стационар комплексӗ ӗҫленӗ, ҫав шутран 32-шӗ — куҫса ҫӳрекеннисем, 4-шӗ — мобильлӗ. Камерӑсен шучӗ нумайланнӑ пулин те кӑҫалхи 10 уйӑхра ҫул ҫинчи инкексенче вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен чӗрӗк чухлӗ ӳснӗ, 29-тан 36-а ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑрах инкексен шучӗ 12,1 процент чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 7ooo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре дронсенчен хӳтӗленмелли 4 пӑшал туяннӑ. Вӗсене хысна шучӗпе илнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗнче пӗлтернӗ. «Ҫитес вӑхӑтра вӗсене эпир Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине парӑпӑр. Асӑннӑ хатӗрсем уйрӑмах асӑрханмалли зонӑсене хӳтӗлеме кирлӗ», – тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |