Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.8 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра мигрантсене хӑш-пӗр тытӑмра ӗҫлеме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ют ҫӗршывран килнисен таксире, общество транспортӗнче ӗҫлеме юрамӗ. Мӗн тӗллевпе тунӑ-ха ҫакна? Миграци йӗркисене пӑснӑ тӗслӗх сахалрах пултӑр тата вырӑнти ҫынсен ӗҫе вырнаҫма май пултӑр тесе.

Ку чару Казахстан, Армени, Беларуҫ, Кӑркӑсстан ҫыннисене тата Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ пысӑк квалификациллӗ специалистсене пырса тивмест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19341
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑҫал республикӑра ҫуралнӑ пӗрремӗш йӗкӗреше пульницӑран кӑларнӑ. Ку – ӗнерхи савӑнӑҫлӑ пулӑм.

Канашра пурӑнакан Семеновсен хӗр Александра тата ывӑл Дмитрий ҫуралнӑ. Вӗсем 38-мӗш эрнере Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ.

Нинӑпа Алексейӑн 14 ҫулти хӗр Софья пур ӗнтӗ. «Эпир ҫак саманта нумай кӗтрӗмӗр, акӑ халӗ вӑл ҫитрӗ: ҫемье пысӑкланчӗ!» - свӑнӑҫӗпе пайланнӑ Нина Семенова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19361
 

Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутайра икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурта, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хута янӑскере, реставрацилеме палӑртнӑ. Кун валли хыснаран 39,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

Ҫак шкул – регион шайӗнчи истори пӗлтерӗшлӗ культура обьекчӗ. Подрядчикӑн ҫурт фасадне реставрацилемелле, никӗсне юсамалла, инженер коммуникацийӗсене ҫӗнетмелле пулӗ. Ку ӗҫсене авӑн уйӑхӗн варриччен вӗҫлемелле.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫмалли хӗллехи кӗпере уҫнӑ. Вӑл Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтарӗ.

Унӑн тӑршшӗ – 150 метр тӑршшӗ.

Кӗпер тӑрӑх сехетре 10 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме юрать.

Сӑмах май, ытти ҫул кӗпере раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Кӑҫал вара ку ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12788
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисем валли «Активное долголетие» программа ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2030 ҫулччен вӑйра пулӗ.

Ҫав вӑхӑт тӗлне ватӑ ҫынсен 55,9 процентне хастар пурнӑҫа явӑҫтарасшӑн. Апла пурнӑҫ тӑршшӗ те вӑрӑмламалла: 73-рен 77 ҫула ҫитмелле. Программӑпа килӗшӳллӗн, ҫынсем спортпа ытларах туслашӗҫ, вӗренӳ программисене, пултарулӑх проекчӗсене хутшӑнӗҫ.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра республикӑра 13 центр «Манӑн социаллӑ центр» брендпа ӗҫлет. Унти специалистсем ватӑсемпе йога ирттереҫҫӗ, ӳкерме, шахматла выляма, финанс пӗлӗвне вӗрентеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра цент Муркаш тата Тӑвай округӗсенче уҫӑлмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12756
 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» иртӗ. Кӑҫал ӑна Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Тӗп старт Шупашкарта биатлонпа йӗлтӗр комплексӗнче пулӗ. Вӑл Станциҫум урамӗнчи 10-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Регистраци 9 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. 11 сехет те 45 минутра мероприяти савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ.

Ӑмӑртура чи ҫамрӑк тата чи ватӑ спортсмена палӑртӗҫ.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Стройминӗн «Биологилле тасатмалли сооруженийӗ» учрежденийӗпе Чӑваш Республикин «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприятине пӗрлештерӗҫ. Кун пек документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Икӗ предприятие пӗрлештернӗ хыҫҫӑн Биологилле тасатмалли сооружени ҫеҫ тӑрса юлӗ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Виҫӗ кун каялла Вӑрмар округӗнче 66 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл кӑрлачан 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Наумова (Леонтьева) Галина Ивановна – Вӑрмар поселокӗнчен. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмар, ҫӳҫӗ хӗрлӗ. Ҫав кун бирюза тӗслӗ куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калуш тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хӗрарӑма курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 800 700-54-52 е 89777084704 Екатерина (Кирейчик).

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳреврен
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳреврен

Ӗнер Вӑрнар округӗнче Чӑваш Ен Правительствин кунӗ иртнӗ. Республика Элтеперӗ ӗҫлӗ ҫулҫӳреврен таврӑннӑ хыҫҫӑн округра ҫитес вӑхӑтра шӑнтнӑ фри ҫӗрулми кӑларма тытӑнассине пӗлтернӗ.

Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла чипс кӑларма тытӑннӑ, Комсомольски округӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗрулмине типӗтме пуҫланӑ.

Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра Вӑрнар округӗнче 13 инвестици проектне пурнӑҫлама хатӗрленеҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 2,3 миллиард тенкӗлӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче тӑракан инспекторсем патӗнче водитель чарӑннӑ. Вӑл Етӗрне округӗнче ҫул хӗррипе утакан арҫын ачана курнӑ та ӑна лартнӑ. Ача Шупашкара кайма тухнине пӗлтернӗ.

Аслӑ инспектор Алексей Илларионов напарникӗпе Алексей Филимоновпа пӗрле арҫын ачана полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне ӑна опекӑна илнӗ ҫынсем те ҫухални пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

10 ҫулти арҫын ача никама каламасӑр Хӗрлӗ Чутай округӗнчен Шупашкара аппӑшӗ патне кайма тухнӑ иккен, 10 ҫухрӑм утнӑ.

Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

 

Страницӑсем: 1 ... 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, [60], 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, ...675
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем