Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Кӳкеҫри ҫурт стени ҫинче те мурал пулӗ. Ӑна Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине ӳкереҫҫӗ.

Унта паллӑ «В бой идут одни старики» паллӑ фильмри Маэстро сӑнарӗ пулӗ.

Леонид Быков режиссер (вӑлах тӗп роле вылянӑ) ӳкернӗ фильм пӗлтӗр 50 ҫул тултарнӑ. Хальлӗхе ҫак ӳкерчӗке кам ӳкерессине пӗлеймерӗмӗр-ха.

Аса илтерер: Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт стени ҫинче те мурал пур. Унта чӑваш хӗрарӑмне тата Андриян Николаев космонавт сӑнарне ӳкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=296656
 

Республикӑра

Раҫҫей эстрада юрӑҫи Филипп Киркоров Канашра пурӑнакан кинемее 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Ку - мӑнукӗн Влад Быковӑн парни. Вӑл вара Канашри паллӑ кутюрье. Каччӑ Дубайра хӑй ҫӗленӗ тумсене сутать. Кинемей Филипп Киркоровӑн пултарулӑхне килӗштерет.

«Хаклӑ Степанида Гавриловна, сирӗн мӑнук сире юбилейпа, 80 ҫул тултарнӑ ятпа, саламлама ыйтрӗ. Пӗлетӗп, эсир манӑн пултарулӑха килӗштеретӗр, эпӗ сирӗн кумир. Сире мӗнпур лайӑххине, сывлӑх, хаваслӑ кӑмӑл сунатӑп. Паллах, Чӑваш Енри Канаша салам яратӑп», - тенӗ паллӑ юрӑҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_68823
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Элӗк округӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче 87 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Вӑл ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать, ӑна медпулӑшу кирлӗ.

Лора Ивановна Сафронова (Иванова) 165 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ сӑрӑ-кӑвак тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Килтен кайнӑ чухне вӑл чечеклӗ кӑвак сараппан, кӗрен сланцӑ тӑхӑннӑ, ҫутӑ симӗс тӗслӗ тутӑр ҫыхнӑ. «Лиза Алерт» шыравҫисем Мӑн Вылӑ, Ямаш, Нурӑс, Сител ялӗсенчен иртсе ҫӳрекенсене тимлӗ сӑнама ыйтаҫҫӗ.

Кинемее курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), Леонид (Енот), 89003319602, Наталия (Симба), 89196666680.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/LizaAlert_chuvashiya
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗмӗрле хулинче пекарньӑран оборудовани тата тимӗр япаласем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе - 200 пин тенкӗлӗх. Ҫухалнӑ япаласене тупма нимӗҫ овчарки пулӑшнӑ.

Заг ятлӑ йытӑ вӑрӑ шӑршине туйса Алексей Слугин кинолога йӗрпе илсе кайнӑ. 700 метртан, тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан пункта ҫитсен, йытӑ чарӑннӑ, пункта тара илнӗ ҫынна вӗрнӗ. Вӑл - 18 ҫулти каччӑ. Ҫав япаласене вӑрланине каламах тивнӗ унӑн. Вӑл вӑрланӑ япаласен пӗр пайне тавӑрса панӑ. Тепӗр пайне вара сутма ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_68687
 

Республикӑра

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе унччен Шупашкар округӗн «Тӑван ен» хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ Виктория Вышинскаяна шаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

ФСБ ӗҫченӗсем оперативлӑ шырав ирттернӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлери хваттерте ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Вӗсем кунта саккунпа килӗшӳллӗн пулман.

Хваттерӗ Мир урамӗнче вырнаҫнӑ. Полицейскисем Кубӑран килнӗ 9 ҫынна участока илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫын Узбекистанран пулнӑ. Вӗсем кута кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче туризм визипе килнӗ.

Иммигрантсем тӗлӗшпе 10 протокол ҫырнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатӗҫ, Раҫҫее 5 ҫул кӗме чарӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер 13 сехет те 53 минутра диспетчер службине Ҫӗмӗрле округӗнчи вӑрманта пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Пушара 14 сехет 35 минутра сӳнтерме пуҫланӑ. Ку ӗҫе 2 автоцистерна, сухапуҫлӑ 1 трактор, 5 ҫын хутшӑннӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. Пушара тӗппипех 19 сехетре сӳнтернӗ.

Халӗ вӑрман мӗншӗн ҫунма пуҫланине тӗпчеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Шупашкартан Турциех вӗҫме май килӗ. Ҫапла шантарнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Анчах рейссене Шупашкарти аэропорта реконструкцилесен кӑна уҫма май килнине каланӑ вӑл.

Сӑмах май унччен пирӗн патран Антальйӑна самолетсем вӗҫнӗ. Анчах 2020 ҫулта пандемие пула рейссем хупӑннӑ. Кайран та вӗҫмен - аэропортра реконструкци пуҫланнӑ.

Паян Олег Николаев Турцин Хусанти тӗп консулӗпе Угур Йылмазпа тӗл пулса Турцие самолетсен рейсне уҫассине сӳтсе явнӑ.

 

Республикӑра
poreckoe.bezformata.com сайтри сӑн
poreckoe.bezformata.com сайтри сӑн

Чӑваш Республикин Патшалӑх премине, 75 пин тенке, камсем тивӗҫни паллӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Литература тата ӳнер тытӑмӗнче ӑна «Сӑр чикки» опера лартнӑшӑн Питӗрти «Арт-Петербург» ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Ирина Гаудасинская, Питӗрти патшалӑх консерваторийӗн доценчӗ Екатерина Иванова, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Алексей Рюмин, Карина Шебелян усламҫӑ, Питӗрти режиссер-постановщик Елисей Шепелев тивӗҫнӗ.

Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен тытӑмӗнче премие И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсем Алевтина Зыкина, Татьяна Иванова, Елена Минеева, лаборатори заведующийӗ Алексей Минеев, Урал патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗ Алексей Старостин «Наркомнац РСФСР и реализация национальной политики в 1917-1920-е годы» монографишӗн илнӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен тытӑмӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсем Борис Алексеев, Николай Кольцов, Владислав Федотов кинетикӑна тата хими реакцийӗсене тӗпченӗшӗн премие тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре медиацентр тӑвасшӑн. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унӑн учредителӗ ЧР Цифра министерстви пулӗ. Ӑна ӗҫлеттерсе ярас тесен республика хыснинчен хушма укҫа кирлӗ мар-мӗн.

Медиацентр хуҫатсем кӑларӗ, интернет-ресурссене аталантарӗ, контент хатӗрлесе ӑна сарӗ, медиасферӑна тишкерӗ.

Хальхи вӑхӑтра медиацентрӑн ертӳлӗх составне тата штат хисепне палартас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, [70], 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, ...659
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 24

1884
142
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ.
1989
37
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
1991
35
ЧАП йӗркеленнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем