Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Инженери-техника шкулӗ уҫӑлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.07.2019 21:02 | 1655 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Шупашкарти 61-мӗш шкул ҫумӗнче инженери-техника шкулӗ уҫӗҫ. Ку проект пурнӑҫланасси вӗренӳ учрежденийӗн ҫӗнӗ корпусне уҫнипе ҫыхӑннӑ.

Проекта 1-мӗш класра вӗренекен шкул ачисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта шӑпӑрлансене инженери-техника профилӗнчи профессисемпе паллаштарӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр – 5-7-мӗш классем валли. Вӗсем валли проектированипе практика занаятийӗсем те пулӗҫ.

Виҫҫӗмӗш тапхӑрта ачасем шкулти пӳлӗмсемпе лабораторисенче кӑна мар, Регионсен хушшинчи компетенци центрӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче те вӗренӗҫ. Шкул ачисемпе Чапаев савучӗ тӳрреммӗн ӗҫлӗ.

Кун хыҫҫӑн ачасем икӗ ҫултан пӗрне суйлама пултарӗҫ: колледжсен е техникумсен ҫумӗнче профиль вӗренӗвне малалла тӑсӗҫ е 11-мӗш класс хыҫҫӑн аслӑ шкулта инженери-техника специальноҫне суйлӗҫ.

#вӗренӳ, #ачасем, #шкулсем, #ЧПУ, #савутсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 3422.28.0861
2019.07.22 11:46
"Инженери-техникӑна" "инженерипе техника" теттӗмӗрччӗ-ҫке. Кун пек татах ҫырсан сайтӑн рейтингӗ пуҫне чиксе сулланса ҫӳреме пуҫлать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем