Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.2 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Чир-чӗр никама та тиркемест. Укҫасӑррине те, укҫаллине те; пӗчӗк вырӑнта ӗҫлекене те, пысӑк вырӑн йышӑнаканнине те.

«Вирус манран та пӑрӑнса иртмерӗ. Килтен тухмасӑр лартӑм. Иккӗмӗш хут чирлерӗм. Хальхи вӑхӑтри вакцинацие пула чире ҫӑмӑллӑн ирттертӗм», — тесе хыпарланӑ паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

«Сывлӑха упрама хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар, анчах май пур. Вакцинацилеме никама та чӗнсе каламастӑп, ку — кашнин хӑйӗн ирӗкӗ. Анчах чирӗн пиллӗкмӗш тапхӑрӗнче татӑклӑ утӑма васкасарах тумалла. Хамӑршӑн, хамӑр ҫывӑх ҫыннӑмӑрсемшӗн, ковидпа чирлемесӗр ирттерекен пурнӑҫшӑн», — пӗтӗмлетнӗ депутат.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен, Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем урӑхларах ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Больницӑсем планпа пӑхнӑ амбулатори пулӑшӑвне пама пӑрахӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармӗҫ, диспансеризаци те тухаймӑн. Ҫавна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара тухтӑрсене кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшма явӑҫтарассипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Ҫивӗч вирус респиатор инфекцийӗпе тата кӑшӑлвируспа аптӑракансене амбулатори центрӗсенче йышӑнӗҫ.

Тухтӑрсене ҫӗнӗлле ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ.

 

Сывлӑх

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем сахалланнӑ. Стационара сипленме выртакансем те кӑштах чакнӑ. Анчах чирлекенсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать.

Иртнӗ талӑкра республикӑра 630 ҫын инфекциленнӗ. Кун пекки ку таранччен пулман. 137 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 204 ҫын. 2 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 51067 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42768-шӗ сывалнӑ. Ку 83,7 процентпа танлашать. Пӗтӗмпе 4198 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

Танлаштармашкӑн: иртнӗ эрнере 25 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 136 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман.

 

Сывлӑх
igis.ru сайтри сӑн
igis.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланса пынине кура республикӑри икӗ пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Хулари 2-мӗш пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 80 койка хатӗрленӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗнче тепӗр 30 койка пур.

Хальхи вӑхӑтра ковид-госпитальсенче пӗтӗмпе 1146 койка хатӗрленӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне стационарсенче кӑшӑлвируспа чирлӗ 1011 ҫын выртнӑ. Вӗсенчен 191-шӗн сывлӑх йывӑр. 25-шӗн сывлӑхӗ пушшех те йывӑр. Вӗсем ИВЛпа сывлаҫҫӗ.

Резервра – тепӗр 2 пин койка. Кирлӗ пулсан вӗсене те хута яраҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Ӗнерхипе танлаштарсан, паян республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 90 ҫын ытларах пулнӑ. Юлашки талӑкра 548 ҫын ҫак вируспа аптӑранине палӑртнӑ.

Юлашки талӑкра 143 ҫынн пульницӑна вырттарнӑ. 91 ҫын вара сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ унчченхи пек нумай мар темелле: иртнӗ талӑкра 3 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ку таранччен регионта 50437 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 42564-шӗ сывалнӑ. Ку 84,4 процентпа танлашать.

Палӑртмалла: 600 пин ытла ҫын вакцинацие вӗҫленӗ. Республикӑр коллектив иммунитечӗ 52,4 процентпа танлашать.

 

Сывлӑх
 barnaul.bezformata.com сайтри сӑн
barnaul.bezformata.com сайтри сӑн

Пӗлтӗр, 2021 ҫулта, Чӑваш Енре ялти пульницӑсене 74 «земство тухтӑрӗсене» ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче 49 тухтӑр, 25 медӗҫчен.

Ку енӗпе Шупашкар, Канаш, Патӑрьел районӗсем малти вырӑнта пыраҫҫӗ. «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 106 медӗҫчене ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер: ялти пульницӑна ӗҫлеме каякан тухтӑрсене – 1 миллион, фельдшерсене 500 тенкӗ параҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе кӗрсе тухма йывӑр яла ӗҫлеме каякансене 1,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Ку – тухтӑрсем валли. Фельдшерсен вара 750 пин тенкӗ илме май пур.

Каласа хӑварар: «Земство тухтӑрӗ» программа пирӗн республикӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 568 тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ.

 

Сывлӑх
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкарта онкологи диспансерӗн тепӗр корпусӗ пулӗ. Тӗп зданипе ӑна ятарлӑ каҫӑ ҫыхӑнтарӗ. Эппин, вӑл хальхи диспансер ҫывӑхӗнче пулӗ.

Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Паташлӑх Канашне янӑ Ҫырура каланӑ. Олег Николаев Республикӑри клиника пульницин инфекци корпусӗ пирки те аса илнӗ. Вӑл Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пулӗ.

Палӑртмалла: онкодиспансерӑн халӗ поликлиника пур ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех хирурги, икӗ радиологи, диагностика корпусӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хирурги корпусне 2016 ҫулхи кӗркунне хута янӑ.

 

Сывлӑх
veved.ru сайтри сӑн
veved.ru сайтри сӑн

Рекорд ҫӗнелсех пырать. Сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Юлашки талӑкра республикӑри 334 ҫын ковидпа чирленине палӑртнӑ.

Пульницӑна сипленме выртакансен йышӗ те ӳссех пырать. Ӗнер 121 ҫынна вырттарнӑ тӑк паян 135. Ҫавна май пульницӑсенче хушма койкӑсем хатӗрлеҫҫӗ.

Юлашки талӑкра 134 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 49431 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42316-шӗ сывалнӑ. Ку 85,6 процентпа танлашать. Пандеми пуҫланнӑранпа 4190 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 4 ҫын ковида пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Сывлӑх
ptzgovorit.ru сайтри сӑн
ptzgovorit.ru сайтри сӑн

Юлашки кунсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумай ӳссе пырать. Юлашки талӑкра 297 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Хальччен унашкалли пулман. Ӗнер кӑна рекорд – 235 ҫын – пулнӑччӗ. 124 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Ку таранччен республикӑра 48715 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42086-шӗ сывалнӑ. Ку 86,4 процентпа танлашать. 4285 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку 8,6 процентпа танлашать.

Юлашки талӑкра 6 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ӗнер те ҫавӑн чухлех пациент пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Сывлӑх

Юлашки кунсенче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, кӑтарту икӗ хут нумайрах.

Юлашки талӑкра 190 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сӑмах май, пандеми пуҫланиччен кунашкал кӑтарту пулман. 89 ҫын сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ чакнӑ: иртнӗ талӑкра 2 ҫын чире парӑнтарайман.

Ку таранччен 48183 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 41936-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 4173 каварлӑ вируса парӑнтарайман.

Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте 2074 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, [48], 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, ...184
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та