Сывлӑх
![]() deep-review.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 177 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 9 ҫын вилнӗ. Ку таранччен чиртен 1897 ҫын сывалайман. Юлашки талӑкра 80 ҫын чирленине палӑртнӑ. 68 ҫын вара сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30830 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 28041-шӗ сывалнӑ. Кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ кашни 16-мӗш ҫын вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 892 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() novostej.net сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ. Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() fb.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 4150 ҫынна ОРВИ диагноз лартнӑ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, кӑтарту 7 процент чакнӑ. Ҫапах чирлесси пысӑк шайра-ха. Чирленисенчен 2745-шӗ пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Иртнӗ эрнере ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта /247 ҫын/ тата Канаш хулинче /196 ҫын/ чирленӗ. Ҫӗмӗрлере 137 ҫын чирленӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, унта ку кӑтарту виҫӗ хутчен ӳснӗ. Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрмар районӗсенче ҫынсем сахалрах чирленине палӑртнӑ. Сӑмах май, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ республикӑра пӗр талӑкра 10 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Ку таранччен вируса пула 1871 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче 151 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Артистсен те прививка тутармалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппӑпа тӗл пулнӑ май республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова. Светлана Анатольевна каланӑ тӑрӑх, театр ӗҫченӗсенчен 30 проценчӗ ҫеҫ прививка тутарнӑ. «Умра – «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) проект, Тӗмене, Тутарстана тата Удмурт Республикине гастрольсемпе каймалла. Пурин те вакцинаци ҫинчен калакан сертификат пулмалла. Вӑл самантлӑх процедура мар, чӳк уйӑхӗнчи гастрольсене халех хатӗрленме тытӑнмалла. Эсир ҫынсемпе ӗҫлетӗр. Хӑвӑр сывлӑхӑра перекетлемелле, ыттисем пирки шухӑшламалла. Кӑшӑлвируспа чирленисем вӑл питӗ йывӑр чир пулнине пӗлеҫҫӗ», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусӑн Инди штамӗпе чирлекенсем нумайланнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Инди штамне тепӗр майлӑ «дельта» теҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫак штампа чирленӗ 50 ҫынна шута илнӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче 32 тӗслӗх ҫеҫ пулнӑ. Британи штамӗпе чирлекенсем те пур: 9 ҫынна шута илнӗ. Ку хисеп утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе улшӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() koronavirus.center сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче, ӗнер, ҫак вируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта лару-тӑрӑва тишкерсе кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли койкӑсене нумайлатма йышӑннӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрах, хальхи вӑхӑтра республикӑра чирлисем валли 2857 койка пур. Шалти резервсемпе усӑ курса хушма койкӑсем хатӗрленӗ: Шупашкарта – 54 /Ветерансен госпиталӗнче – 40/, Ҫӗнӗ Шупашкарта 35 койка. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кашӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Ӗнер 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() newsib.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян ҫавӑн пек мерӑна йышӑннӑ та. Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ҫирӗп йӗрке Улатӑр хулинче, Улатӑр районӗнче тата Пӑрачкав районӗнче эрнене тӑсӑлӗ. Лару-тӑру лайӑхланмасан чару вӑхӑтне тата тӑсӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне ҫынсен вилеслӗх кӑтартӑвӗ Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне 138,5-пе танлашнӑ, Улатӑрта ҫав кӑтарту — 297,1, Улатӑр районӗнче – 293,2, Пӑрачкав районӗнче – 195,8. Вӑрмар районӗ те хӑрушлӑх зонинче, анчах унта хальлӗхе чару мерисене ҫирӗплетмен. Маларах асӑннӑ виҫӗ муниципалитетра массӑллӑ мероприятисем (ҫав шутра суйлав умӗнхи агитаци те) ирттермӗҫ. Обществӑлла апатлану предприятийӗсем каҫхи 9 сехетчен ҫеҫ ӗҫлӗҫ, зал 50 процентран ытла тулли пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Борисов Чӑваш Республиин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов педагогсемпе тата преподавательсемпе кӑшӑлвирусран прививка тӑвассипе профилактика ӗҫне ирттермелли пирки чӗнсе каланӑ. Ун пирки вӑл ӗнер Шупашкар районӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Вячеслав Борисов палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туманнисем учреждени ӗҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ, лару-тӑру япӑхсан вӗренӳ заведенийӗсене карантина хупма пултараҫҫӗ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн 49,8 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Район пульници ырӑнти ял тӑрӑхсемпе видеоконференцҫыхӑну мелӗпе эрнесерен канашлу ирттереҫҫӗ, лару-тӑрӑва тишкереҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем 603 грамм таякан ачан пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ. Пепке 23-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Ача ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫут тӗнчене вӑхӑтран чылай маларах килнӗ. Унӑн организмӗ вар тулашӗнче пурӑнма хатӗр пулман. Ӑна реанимацие куҫарнӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пӗчӗкскерӗн куҫне операци те тунӑ. Унтан ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Ача унта 1 уйӑх вӑй пухнӑ. Ӑна София ят хунӑ. Вӑл ҫемьере иккӗмӗш ача. Софийӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт /ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑскере халӑхра ҫапла калаҫҫӗ/ кӑшӑлвируспа, ОРВИпе чирлӗ пациентсене, ҫӑмӑлланма хатӗрленекен хӗрарӑмсене, йышӑнать. Ҫапла вал пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку таранччен унта ача кӗтекен 3 пин ытла хӗрарӑма сипленӗ /вӗсен ОРВИ паллисем пулнӑ/, 1800 ытла ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 500 ытларахӑшӗн кӑшӑлвирус пулни ҫирӗпленнӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унта 123 пациент сипленнӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара унта ача кӗтекен 91 хӗрарӑм чире пула лекнӗ. Тухтӑрсем ача кӗтекен хӗрарӑмсем кӑшӑлвируспа ытларах чирленине, чир вӗсемшӗн тата варти пепкешӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |