Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри музейсене, вулавӑшсене тата архивсене те QR-кодсӑр е ятарлӑ справкӑсӑр кӗртмӗҫ. Ҫапла хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Асӑннӑ учрежденисене кӗрес тесен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ пулӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтӗҫ. Хальлӗхе ун пек документсене кафесемпе ресторансенче, бассейнсемпе мунчасенче тата ытти ҫавӑн пек организацисенче ыйтма тивӗҫ. Хушнине итлеменнисене штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсене — 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 100 пинрен 300 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вера Головач. forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑшӑлвирусран прививка тумаллисен списокне анлӑлатас шухӑшлӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнвӗсен министерстви те ку сӗнӗве ырлать иккен. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑш-пӗр регионта обществӑлла апатлану предприятийӗсем ҫеҫ мар, мӗнпур суту-илӳ сфери QR-кодсене тӗрӗслет». Тепӗр майлӑ каласан, суту-илӳ центрӗсене те тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ. Тавар туянакансен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтаҫҫӗ. Прививка тутарма никама та ӳкӗте кӗртме хӑтланмалла мар, вакцинаци тутармаллисен списокне анлӑлатмалла. Ҫапларах татса каланӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин Роспотребнадзор сӗнӗвӗпе килӗшнине палӑртса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Кардиологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа йывӑр чирленӗ ача амӑшне сиплеҫҫӗ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑшӑлвируспа ача кӗтнӗ чухне чирленӗ. Сывлӑхӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑран ӑна вӑхӑтсӑр ҫураттарнӑ. Хӗрарӑма пурнӑҫне тытса пыракан аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Халӗ ӑна талӑкӗпех тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: хӗрарӑм кӑшӑлвирусран прививка тутарман. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсене 22 эрне хыҫҫӑн вакцинациленме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата Марина Макарова. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи И.Е. Виноградов ячӗллӗ тӗп больницӑра та нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку тилхепене Марина Макаровӑна тыттарнӑ. Унччен вӑл Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен 1-мӗш службӑн медицинӑпа санитари чаҫӗнче врач-терапевтра ӗҫленӗ. Марина Александровна 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи мединститутран вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл сиплев ӗҫне алла илнӗ. 1999 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Куславккари район больницинче кардиолог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2006 ҫулта унта тӗп врач ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ҫав ҫулах ӑна тӗп врач пулма шаннӑ. Ку енӗпе вӑл виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннине эпир ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хальлӗхе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 1526 ҫын стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленет. Юлашки вӑхӑтра стационартан сывалса тухакансем сахалланнӑ. Юлашки талӑкра ав 9 ҫын чире парӑнтарнӑ. Вилекенсем вара икӗ хут нумайрах пулнӑ: 18 ҫын. Ку таранччен 35953 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 31867-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра 2560 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку статистикӑна пневмонипе, кӑшалвирус хыҫҫӑн сывлӑх хавшанипе вилнӗ ҫынсем кӗмен. Юлашки талӑкра 131 ҫын чирленине палӑртнӑ. Юлашки вӑхатра кӑтарту пысӑклансах пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Карамаликов. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ. Унччен Сергей Александрович Тутарстанри онкодиспансерӑн Альметьевскри филиалӗнче тӗп врачра тӑрӑшнӑ. Сергей Карамаликов — Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1996 ҫулта терапевтран пуҫӑннӑ. Тепӗр 4 ҫултан онколог пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Тутарстан Республикин онкодиспансерӗн Альметьевскри филиалӗн ӗҫне тӗп врач пулса 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йӗркелесе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме кислород ҫителӗксӗр пулни пирки пӗлтернӗ. Паянхи куна республикӑра 3443 ковид-койка пур. Стационарсене 3355 ҫын сипленет. Вӗсенчен 2160-шӗн сывлӑхӗ вӑтам йывӑр, 1025-шӗн йывӑр, 100-шӗн питӗ йывӑр. 106 ҫын ИВЛ аппаратпа сывлать. Владимир Степанов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ промышленноҫпа суту-илӳ министерствине медицина кислорочӗпе тата ытти хӑш-пӗр препаратпа тивӗҫтерме ыйтса ҫырнӑ. Халӗ стационарсенче куллен 50-51 тонна кислород кирлӗ, кашни кун вара 36-38 тонна илсе килеҫҫӗ. «Лару-тӑру тата япӑхлансан укҫа пур пулсан та кислород пулмӗ», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче эрех ӗҫме «туссем» пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра кил хуҫин хӗрӗ тата 54 ҫулти арҫын пулнӑ. Хӗре кӗвӗҫнипе кил хуҫи арҫыннипе 54 ҫулти арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Кӑштахран хӑна ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл хуп турттарнӑ самантра кил хуҫи картишне тухса пуртӑ илсе кӗнӗ. Ҫывӑракан ҫынна пуҫӗнчен унпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Хӑна ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн штатра тӑман тӗп специалисчӗ, Татьяна Дерипаско акушер-гинеколог, ҫие юлнӑранпа 22 эрне иртсен кӑшӑлвирусран прививка тума юранине ӗнерхи брифингра пӗлтернӗ. Унччен ачасем чирлемеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Кӑҫал вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус ернӗ икӗ пепке пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри 1,5 уйӑхра, тепри 3 уйӑхра пулнӑ. COVID-19 ернӗрен йывӑр диагнозпа ҫуралакан ачасем пур-мӗн. Нумай пулмасть, акӑ, алӑри артери тромбозӗллӗ пепке ҫут тӗнчене килнӗ. Республикӑн тӗп акушер-гинекологӗ журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫуралнӑскерӗн аллине татас хӑрушлӑх пур. Паянхи куна илсен, чире пула ачисене вӑхӑт ҫитиччен ҫураттарнӑ 4 хӗрарӑм сывлӑхӗ хӑрушлӑхра. Ҫавсенчен пӗрне чылай вӑхӑт сипленӗ хыҫҫӑн искусствӑлла майпа сывлаттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен 9 ҫулти тата 16 кунти икӗ ача амӑшӗн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. «Йывӑр чирлӗ ҫав пациентсем пирӗн куҫ умӗнче, ҫав вӑхӑтрах лару-тӑрӑва пӗлмен ҫынсем прививкӑна хирӗҫ калаҫни питех те йывӑр», – тенӗ Татьяна Дерипаско. Ача кӗтекен хӗрарӑмсене «Спутник V» препаратпа прививка тума юрать-мӗн, мӗншӗн тесен ӑна чи хӑрушсӑрри тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pro-coronavirus24.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗнче 11 кун кӑна иртрӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесе вилекенсен шучӗ вара ку уйӑхра 139 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2452 ҫын вилнӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын сывалайман. Паянхи кун тӗлне 35009 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 31612-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 84 ҫын чире парӑнтарнӑ. 99 ҫын кӑшӑлвируспа чирлени палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 945 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.