Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков дистанци мелӗпе вӗреннӗ вӑхӑтра 5 пин ачана сухпаек пама хушнӑ. Ку – хула шутӗнчен. Пуҫлӑх палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал пулӑшу сахал тупӑшлӑ ҫемьесене халӗ питӗ кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан шкул ачисене вӗреннӗ чухне те хула шутӗнчен апат ҫитернӗ, хальхи йывӑр лару-тӑрура та вӗсене пулӑшаҫҫӗ. Валеҫсе памалли апат-ҫимӗҫе шкулсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӳрсе килме тытӑннӑ. Сухпаек йышне макарон, тип ҫу, сахӑр, рис, чей, сӗткен, канфет, печени кӗнӗ. Кама мӗн лекесси категорирен килет. Ачасене кунашкал апат-ҫимӗҫе хальлӗхе кашни эрнере парса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() web.archive.org сайтри сӑн Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем кӑшӑлвируса пула Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне каярах тытма пуҫлӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ку тапхӑр хӑҫан пуҫланассине палӑртнӑ. ППЭ ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов паян иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫутӗҫ министерстви Рособрнадзорпа пӗрле экзаменсен расписанийӗн ҫӗнӗ проектне хатӗрленӗ. Сергей Кравцов министр 11-мӗш класра вӗренекенсем валли вӗренӳ ҫулне ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсас ыйтӑва та сӳтсе явнине пӗлтернӗ. 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем вара экзаменсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тытма пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра 9 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне Шупашкарта туса лартасшӑн, унсӑр пуҫне пӗрер — Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Ача пахчисем тума 2020-2021 ҫулсенче 1 648,7 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, учрежденисене хӑпартма патшалӑх экспертизине ака-ҫу уйӑхӗсенче илӗҫ. Хальлӗхе вара «Солнечный-4» (чӑв. Хӗвеллӗ-4) микрорайонта 110 вырӑнлӑх, «Хӗвеллӗ-7» микрорайонта 250 вырӑнлӑх ача пахчисем хӑпартма ирӗк илнӗ те. Ҫӗрпӳре ача пахчи тума утӑ уйӑхӗнче экспертиза хатӗр пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cdnimg.rg.ru сайтри сӑн Тӗнчере коронавирус алхасать, ҫавна май мероприятисем ирттерме чарнӑ. Шкул ачисем хальлӗхе каникулта. Кайран вӗсене дистанци мелӗпе вӗрентме палӑртнӑ. РФ Ҫутӗҫ министерстви патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне те каярах куҫарма йышӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланса ҫӗртмен 29-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах вируса пула вӑл каярах пуҫланӗ – ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче. Ку 9-мӗш класран вӗренсе тухакансене те пырса тивет. Сӑмах май, кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 797 пине яхӑн ҫын тытма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() sdo.gounpopu6.ru сӑнӳкерчӗкӗ Коронавируса пула шкулсенче тата аслӑ шкулсенче вӗрентме пӑрахасси пирки асӑрхаттарчӗҫ. Уроксемпе занятисене инҫет вӗрентӳ мелӗпе епле йӗркелӗҫ? Компьютер тата тӗнче тетелне тухма май ҫуккисен мӗн тумалла? Вӗсем тантӑшӗсенчен катӑк пулӗҫ-и? Тусӗсем вӗреннӗ вӑхӑтра программӑна ӑша хываймӗҫ-и? Ҫак тата ытти нумай ыйту ҫуралать паян ашшӗ-амӑшӗн те, вӗрентекенсен те. Аслӑ шкулта дистанци мелӗпе вӗрентекен пӗр педагог ку ӗҫе вӗсен, преподавательсен, хӑйсен тӗллӗн пурнӑҫлама тивнине пӗлтернӗччӗ. «Хӗрӳ линие» Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 58-37-89. Унсӑр пуҫне Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствине те шӑнкӑравлама юрать. Унтисен телефон номерӗ — +7 (800) 200-91-85. Шӑнкӑравлама учительсен те, ашшӗ-амӑшӗн те юрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӗнче коронавирусран хӑраса ларнӑ вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи ватӑсем акӑлчан чӗлхине ӑша хываҫҫӗ. Ҫак эрнере унта пӗрремӗш заняти иртнӗ. Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти «Английский для всех» (чӑв. Акӑлчан чӗлхи пурин валли те) занятие социаллӑ консультаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Серапионова ирттернӗ. Вӗренме пынисем — «Оптимист» клуба ҫӳрекен хастарсем. Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхе вӗренни ватӑсемшӗн питех те усӑллӑ. Пуҫ мимине ӗҫлеттернӗ май вӑл ватӑласран пулӑшать. Акӑлчан чӗлхине пӗчӗкшерӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Ирхи гимнастика евӗр. Сахалшар тата вӗҫӗмех. «Тӑрӑшсан пурте вӗренейӗҫ», — хавхалантараҫҫӗ унта ватӑсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине университет статусне пама пултараҫҫӗ. Паян, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов аслӑ шкулӑн ректорӗпе Андрей Макушевпа тӗл пулнӑ. Енсем аграри аслӑ шкулӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗпе Дмитрий Патрушевпа курнӑҫнӑ. Ҫавӑн чухне ял хуҫалӑх академине университет статусне парас ыйтӑва хускатнӑ. Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкул аграри валли пысӑк шайри специалистсем хатӗрлет. Академи статусӗ улшӑнсан унӑн сумӗ тӗрлӗ шайра тата ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() pronedra.ru сайтри сӑн Коронавирус эпидемине пула Раҫҫейри шкул ачисене ҫуркуннехи каникулта ытларах кантарма йышӑннӑ. Ахаль чухне вӗсем 10 кунлӑха каяҫҫӗ, хальхинче – 23 кунлӑха. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, дистанци мелӗпе вӗрентӗҫ, ҫыхӑну операторӗсем вара цифра вӗренӳ ресурсӗсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтерӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗн пуҫламӑш класра вӗренекен ачине килте хӑварма май ҫук тӑк ӑна шкула илсе килме юрать. Чӑваш Енре ачасене пӳлӗмрен куҫса ҫӳремесӗр вӗрентме сӗннӗ. Аслӑ шкулсенче вара студентсем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ast.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта та, Раҫҫейри чылай хулари пекех, Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ пулӗ. Ӑна темиҫе лапамра ирттерӗҫ: Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Шупашкарти тӗп почтӑра, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче. Диктант ҫырас тесен малтан регистрациленмелле. Ака уйахӗн 4-мӗшӗнче 14 сехет валли ҫӳлерех палӑртнӑ вырӑнсене килмелле. Кӑҫал диктант тексчӗ Космонавтика куне халаллани пулӗ. Ӑна логотиплӑ ятарлӑ бланксем ҫине ҫырӗҫ, пурне те пӗрешкел ручка валеҫсе парӗҫ. Фирма ручкисем Чӑваш Ене ҫитнӗ ӗнтӗ. Диктант пӗтӗмлетӗвне икӗ эрнерен, акан 18-мӗшӗнче, пӗлме май пулӗ. Вӗсене totaldict.ru сайтра пичетлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта тепӗр ҫӗнӗ шкул тума тытӑнасшӑн. Вӑл «Университет» микрорайонта пулӗ. Малтанах унта шкул строительствине 2021 ҫулта ҫеҫ пуҫлама палӑртнӑ. Анчах тӳре-шара ӑна маларах тума тытӑнччӑр тесе тӑрашать. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев пӗлтернӗ. Халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна хӳтӗлесен строительство ӗҫне ҫур ҫулта пуҫӑнас шанчӑк пур. «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута кайсан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче иккӗмӗш сменӑра вӗренме пӑрахӗҫ. «Садовый» микрорайонта та шкул уҫсан хулари ачасем иккӗмӗш сменӑра пачах вӗренмӗҫ. Унта кӑҫал ҫулла шкул тума тытӑнасшӑн. Кунсӑр пуҫне «Лента», «Кувшинка», «Акварель», «Радужный» микрорайонсенче вӗренӳ учрежденийӗсен проектированине тӑвас ӗҫ пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |