Вӗренӳ
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнчи шкулта ӑс пухакан ачасен ашшӗ-амӑшӗ «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Шкулта юсав ӗҫӗсем пынӑ май авӑн уйӑхӗнче ачасен ача пахчинче вӗренме тивнӗ. Юсав вӗҫленменнине кура шӑпӑрлансене юпа уйӑхӗнчех кӗрхи каникула янӑ. «Ачасем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каникул хыҫҫӑн шкула пӗрремӗш кун кайрӗҫ. Унта питӗ сивӗ, ҫавӑнпа вӗсем парта хушшине курткӑпах, калпакпах ларнӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ ашшӗ-амӑшӗ. Шкул директорӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шкулта юпан 14-мӗшӗнче каҫхине ӑшӑ янӑ, тепӗр кун валли ҫурт ӑшӑнса ҫитеймен. Ертӳҫӗ санэпидемстанци тата прокуратура шкулта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупманни пирки те каласа хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Журавлик» 48-мӗш ача пахчинче дефектолог пулса ӗҫлекен Оксана Ильина «Учитель-дефектолог России – 2019» (чӑв. Раҫҫейри учитель-дефектолог — 2019) II Пӗтӗм Раҫҫейри педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче лауреат ятне илнӗ. Регионти тапхӑрта мала тухнӑ 59 специалистран 20-шне куҫӑн мар тапхӑр тӑрӑх суйласа илсе куҫӑн ӑмӑртма йыхравланӑ. Конкурс тӗрӗслевӗ ӑсталӑх сехечӗсенчӗн пуҫтарӑннӑ. Унта Оксана Ильина япӑх куракан ачасемпе епле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш кунӗнче сывлӑх хавшак ачасемпе ушкӑнпа ӗҫленине кӑтартнӑ. Оксана Ильина Мускаври 283-мӗш шкулти куҫ япӑх куракан ачасемпе ӗҫленӗ. Конкурса хутшӑннисемпе РФ вӗренӳ министрӗ Оксана Васильева тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() inkrasnogorsk.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен Шупашкарта ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ иртӗ, вӑл «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятпа пулӗ. Диктанта 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хутшӑнаяҫҫӗ. Диктант тестировани евӗр иртӗ. Шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан организацисенче ӑс пухакансем, студентсем, аслӑраххисем диктанта тӗрлӗ аудиторире ҫырӗҫ. Ҫак кун Наци вулавӑшне ҫитейместӗр-и? Апла диктанта онлайн-мелпе ҫырӑр. Юпан 9-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 00.00 сехетчен экономика пӗлевне онлайн-мелпе тӗрӗслеме май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курмалла ҫеҫ: https://diktant.org/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 25 ҫамрӑка стипенди парӗҫ. Вӗренӳре лайӑх тата пиллӗкпе ӗлкӗрсе пынӑран, халӑхсем хушшинчи, пӗтӗм ҫӗршыври, республикӑри предмет олимпиадисенче, турнирсенче, смотрсенче, пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн. Стипендие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев парать. 135 ҫамрӑк 2019 ҫулта укҫана илме талпӑннӑ. 18 районтан тата 4 хуларан. Чӑваш Республикин 1999 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе параҫҫӗ стипендие. 20 стипендие вӑтам шкулсенчи тата хушма пӗлӳ паракан организацисенчи ачасене тӳлеҫҫӗ. 5 стипендие — культурӑпа ӳнер пӗлӗвӗ илекен учрежденисенче вӗренекенсене тенӗ ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви. Шкул ачисене 400-шер тенкӗ параҫҫӗ уйӑхсерен. Виҫӗ ҫулта 360 шкул ачине панӑ ӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канашра ачасен IT-Куб цифра вӗренӳ центрӗнче «Яндекс.Лицей» вӗренӳ проекчӗн лапамне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Курс – икӗ ҫуллӑха. Пӗрремӗш ҫулхине ачасем Python ятлӑ чӗлхе программированине вӗренеҫҫӗ. Вӑл – тӗнчери чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри. Иккӗмӗш ҫулхине промышленноҫ программированине ӑса хывӗҫ, вӗренӳ проекчӗсемпе ӗҫлӗҫ. Палӑртмалла: «Яндекс.Лицей» - 2016 ҫулта старт илнӗ Яндексӑн вӗренӳ проекчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() stolicaonego.ru сайтри сӑн «Ялти вӗрентекен» программа 2020 ҫулта вӑя кӗрӗ. Яла ӗҫлеме кайма килӗшекен педагогсене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Чӑваш Енре вӗрентекенсем, пулас педагогсем ку программӑпа усӑ курма хатӗр-и? Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫипе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗпе Владимир Ивановпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура вӗсем шӑпах ҫитес ҫултан вӑя кӗрекен «Ялти вӗрентекен» программа пирки, республикӑри шкулсенче кадр дефицитне пӗтересси ҫинчен калаҫнӑ. Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑпа усӑ курма хатӗр студентсем пур. Программӑна хутшӑнмашкӑн 43 ҫын ҫырӑннӑ та-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Геграфи диктантне ҫырасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ку акци юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Яланхи пекех унта Шупашкар та хутшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне лапамсем Канашра тата Елчӗкре ӗҫлӗҫ. Тӗп лапам И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетӗнче пулӗ. Унта Вырӑс географи обществин Чӑваш енри уйрӑмӗн штаб-хваттерӗ вырнаҫнӑ. Унта 700 яхӑн ҫын диктант ҫырма пултарӗ. Шупашкарта И.Я.Яковлев ЧППУ ҫумӗнче те лапам ӗҫлӗ (Пирогов урамӗ, 25-мӗш ҫурт). Ҫавӑн пекех диктанта Чӑваш наци музейӗнче тата 24-мӗш шкулта ҫырма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Чечняри Грозный хулинче «Раҫҫейри ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурс иртнӗ. 15 лауреата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышне пирӗн ентеш те, Вӑрнарти 2-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Физер, лекнӗ. Лауреатсен лӑпланса ларма вӑхӑт ҫук. Малта – куҫӑн майпа иртекен тур. Вӑл авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче иртет. Ыран, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫак турта ҫӗнтернӗ 5 ҫыннӑн ячӗ паллӑ пулӗ. Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра куҫӑн майпа виҫҫӗмӗш тур иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Патшалӑх Кремль керменӗнче юпан 4-мӗшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енри чӗрчунсем. Животные Чувашии» карточкӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, «карточкӑсен пуххи – паха дидактика материалӗ. Унта килти тата тискер чӗрчунсен ҫирӗм ӳкерчӗкне кӗртнӗ. Карточкӑн пӗр енче – чӗрчунӑн ӳкерчӗкӗ, тепӗр енче – ун ҫинчен калакан тупмалли юмах тата кӗске информаци. Паллашу кӑсӑклӑрах пултӑр тесен малтан тупмалли юмах тупсӑмне пӗлсен аван, ун хыҫҫӑн ачана чӗрчунпа тӗплӗнрех паллаштарма пулать». Кашки ӳкерчӗк ҫинче чӗрчун тата вӗсен «ачисен» ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Проект авторӗ – Светлана Каликова (вӑл — Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ), пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин. |
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма. Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |