Культура
![]() nasledie-21.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра культура еткерлӗхӗн объектне реставраци тӑвасшӑн. Йывӑҫ шкула хӑй вӑхӑтӗнче Таланцев меценатсен укҫипе хӑпартнӑ. Унта, «Раҫҫей главгосэкспертизи» пӗлтернӗ тӑрӑх, 1971 ҫулта Владимир Ленинӑн ашшӗ Илья Ульянов педагог пулса курнӑ. Ҫурта 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Ӑна ятарласа Етӗрнери спиртсавучӗн ывӑлӗсем Зиновипе Николай Таланцевсем валли тунӑ. Шкулта виҫӗ класс, вӗрентекен валли хваттер пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курмаҫҫӗ. Реставраци проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш музыка училищин пысӑк концерт залӗнче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концерт иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ чӑваш композиторӗсен Анисим Асламасӑн, Герман Лебедевӑн, Гигорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Михаил Алексеевӑн, Лариса Быренкован хайлавӗсем татат чӑваш халӑх юррисем янӑрӗҫ. Сцена ҫине тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, преподавательсем, студентсем, хӑй вӑхӑтӗнче музыка училищинчен вӗренсе тухнисем тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вӑл тӳлевсӗр пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Пермь хулинчи художникпа, дизайнерпа Светлана Панинӑпа онлайн-тӗлпулу иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Светлана Панина – «Шонди арт» ӳнер мастерскойӗн ертӳҫи, Пермьри тата ҫав тӑрӑхри куравсене хастар хутшӑнать, «Этносӑнар» арт-объектсемпе парков скульптурисен эскизӗсен авторӗ. Художник хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ, онлайн-тӗлпу3лӑва хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 21.rosstat.gov.ru сайран илнӗ скриншот Чӑвашстат 2023 ҫулхи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра ача ҫураласси 424 ҫын чухлӗ (е 4,3%) сахалланнӑ. Мӗнпур ҫӳралнӑ ачаран 3271-шӗ (пӗтӗмпе ҫуралнинчен 34,4 проценчӗ) ҫембере пӗрремӗш пулнӑ, 3083-шӗ (32,5%) – иккӗмӗш, 2194-шӗ (23,1%) – виҫҫӗмӗш, 941-шӗ (9,9%) – тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи. 2023 ҫулта ҫулталӑка ҫитчченхи 19 ача вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш композиторӗн Николай Казаковӑн юррисен концерчӗ пулӗ. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» программа вӑхӑтӗнче чӑн-чӑн этно-шоу пулассине шантараҫҫӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн музыка пуянлӑхӗпе паллаштарӗ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ансамбльсем, «Дуняша Style» фольк-ушкӑн, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Уяв каҫӗн хӑнисем — чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, «Ярды» фолк-ушкӑн тата Алексей Московский. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума Питӗрти «Парне» чӑваш фольклор ансамблӗ ҫитсе курнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен экспозицийӗпе паллашнӑ. «Парне» малтан Леонид Якубович Пӗрремӗш каналпа ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» каларӑма хутшӑннӑ. Ансамбль 2005 ҫулта Питӗрти чӑвашсен культура обществи ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унта аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те юрлама-ташлама ҫӳреҫҫӗ. Ансамбль юрӑ-ташӑ урлӑ чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп вулавӑшра таврапӗлӳҫӗсемпе, библиотекарьсемпе тата ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен; Зоя Сывлӑмпи поэт; Сергей Павлов писатель, прозаик, журналист тата «Хресчен сасси – Кил» хаҫат редакторӗ; Олег Кульев писатель тата «Народная школа» журнал редакторӗ хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вулакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен наци вулавӑшра сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай республикӑри вулавӑшсене тӗрлӗ кӗнеке парнеленӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ 3 кӑларӑма пурӗ 90 экземпляр. Вӗсенчен пӗри – «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ…: асаилӳсем, халӑх юррисем, «Тилли юррисем» / П. Хусанкай. – Шупашкар : 7-мӗш типографи, 2022. – 68 с.». Унта поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫырса илнӗ халӑх юррисем тата «Тилли юррисем» сӑвӑсен ярӑмӗ, тӗрлӗ асаилӳ кӗнӗ. Иккӗмӗш кӗнеке — «Атя-ха, чунӑм, калаҫар! / З. Сурпан. - Шупашкар, 2023. - 147 с.». Унӑн авторӗ – Пушкӑртстанри Зинаида Семенова-Сурпан. Вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи чӑваш юррипе ташшин халӑх ансамбльне ертсе пырать. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Валери Туркай парнеленӗ виҫҫӗмӗш кӗнеке – «Вечный Державин : стихи и поэма / Г. Р. Державин. - Чебоксары : Типография №7, 2023. - 55 с.». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/chuvashenkalasat каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне республикӑри культура учрежденийӗсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Паян Чӑваш академи драма театрӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе — театра» акци иртет, Пукане театрӗнче Д. Андроновӑн «Жди меня» постановкине курма май килӗ, Вырӑс драма театрӗнче — «Повесть о настоящем человеке» спектакле, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Двенадцать стульев» мюзикла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкечӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ Уҫӑ алӑксен кунне тата ушкӑнсем валли экскурсисем ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫав кун Ҫар мухтавӗн музейне тата «Чӗмсӗр чикӗсен хӳтӗлевҫисем» мемориала тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Чӑваш наци музейӗн тытӑмӗнчи ытти музей ҫав кун «Родина Zа нами» куравпа тӳлевсӗр паллаштарӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |