Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче темиҫе кинозал та уҫрӗҫ. Уҫни аван-ха, анчах вӗсемпе усӑ курма пӗлмелле. Шӑпах ҫак ыйтӑва тишкернӗ те паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ канашлура. Канашлӑва Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсекен ӑрӑва воспитани парас, патриотизм темине сарас ыйтупа ӗҫленӗ май паха фильмсене кӑтартни те вырӑнлӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Раҫҫейӗн Культура министерстви сӗнекен документлӑ тата илемлӗ фильмсене кӑтартать. Кӑҫал ҫавӑн пек пилӗк фильма кӑтартнӑ. Вӗсем: «Где проходит граница?», «Нюрнберг», «Святой архипелаг», «Сокровища партизанского леса», «Форсаж. Возвращение». Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче проката тепӗр виҫӗ фильм: «Свидетель», «Тут все свои», «Финт Боброва» — тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ, 56-мӗш, концерт сезонне уҫнӑ. Ҫав ятпа вӑл «Белые мелодии» (Чӑв. Шурӑ кӗвӗ) концерт хатӗрленӗ. Мускаври I джаз фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи – «ДЖАЗ – ТОНиКа» эстрадӑпа джаз музыкин оркестрӗ ҫав каҫ Поль Мориа, Анатолий Кальварский, Джордж Ширинг хайлавӗсене янӑратнӑ. Элтон Джон тата Стинг юррисене Василий Федоров, Юлия Фалина, Ирина Сурикова, Михаил Миронов квартечӗ тата капелла солисчӗсем – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Наталья Ильц шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ сезона уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Унта чаршава авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театрта ҫав кун харӑсах икӗ хутчен спектакль кӑтартӗҫ. Пӗрре — кӑнтӑрла, 13 сехет те 30 минутра; тепре — каҫпа, 18 сехет те 30 минутра. Иккӗшӗнче те пӗр ӗҫех, Александр Островскин «Гроза» спектакльне, кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Саранскра спектакль кӑтартнӑ. Мордва Республикинчи наци драма театрӗнче Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв. Театр кӗркунни) фестивалӗ пырать. Чӑваш артисчӗсем Юхма Мишши ҫыравҫӑн повеҫӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Бориса Манджиев лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кӑтартнӑ. Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль тӳрисем чӑвашсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Сценографипе хореографи тивӗҫлӗ», - тенӗ театр критикӗ Армине Оганесян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш пукане театрӗн артисчӗсем Кирова гастрольпе тухса кайнӑ. Культура учрежденийӗнче пелтернӗ тӑрӑх, 79-мӗш театр сезонне театр фестивальпе гастроль ӗҫӗнчен пусланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче артистсем Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинче пулнӑ. Унта вӗсем Раҫҫей халӑх артисчӗн Станислав Железкин премине илессишӗн иртекен театр конкурсне хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артистсем Кирова тухса кайнӑ. Сӑмах май каласан, унти артистсем пирӗн пата килӗҫ. Чӑваш артисчӗсем «Мишкина каша», «Золушка», «Кошкин дом» спектакльсене кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республикӑн Культура министерстви брифинг ирттернӗ. Вӑл 11 сехетре Константин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра иртӗ. Брифинга «Три шедевра Левитана в Чувашии» курава халаллӗҫ. Унта республикӑн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин VIII созыври депутачӗ Алла Салаева хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн филиалӗнче юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче XIX ӗмӗрти паллӑ вырӑс художникӑн Исаак Левитанӑн Патшалӑх Третьяков галерейинчи виҫӗ ӗҫе куравӗ иртӗ. Ун чухне «Свежий ветер. Волга», «Весна. Большая вода», «На Волге» ӗҫсене кӑтартӗҫ. Экспонатсемпе раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Хакас Республикинче иртнӗ «ЧитiгенФЕСТ» пӗчӗк формӑллӑ спектакльсен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнчен таврӑннӑ. Чӑваш артисчӗсем Абаканта «Евгений Онегин» моноспектакле тата унсӑр пуҫне «Евгений Онегин» спектакле икӗ хутчен кӑтартнӑ. Билетсене унчченех сутса пӗтернӗрен «Евгений Онегин» спектакле икӗ хутчен кӑтартма йышӑннӑ. Чӑваш артисчӗсен ӑсталӑхӗпе паллашма Хакас Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗ Валентин Коновалов та пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлӗ. Ҫав каҫа «Чӑвашкино» киностудие тата чӑвашсен професси театрне уҫнӑ Иоаким Максимов-Кошкинский актёр, режиссёр, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Программӑра Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» тата Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльсенчи сыпӑксем, тӗрлӗ фильмри ыпӑксем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ӑна пахалама прозаиксемпе поэтсем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Людмила Сачкова прозаик шухӑшланӑ тӑрӑх, «сюжет аталанӑвӗ, конфликт – йӑлт вырӑнлӑ. Сӑнарсен портречӗсем тулли, характерсене кӑтартса пама пултарнӑ». Юрий Артемьев критик, литературовед «романри характерсем пулса ҫитнӗ. Ку авторӑн пӗрремӗш кӗнеки марри сисӗнет»,— тесе палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
petersburg24.ru сайтри сӑн «Россия-1» телеканалпа «Ну-ка, все вместе» юрӑ-кӗвӗ кӑларӑмӗ пырать. Нумаях пулмасть пиллӗкмӗш сезон пуҫланнӑ. Ку кӑларӑмра суйланӑ 8 ҫын паллӑ ҫынсен юррисене шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне ҫӗр-ҫӗр эксперт хаклать. Пиллӗкмӗш сезонра вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Танина Лодоре те пулӗ. Вӑл - Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчен, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Кайран Раҫҫей сцена ӳнерӗн патшалӑх институтне пӗтернӗ. Халӗ Танина Питӗрте пурӑнать. Хӑш чухне ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Танина юрӑ-кӗвӗре Бразили стильне кӑмӑллать. Анчах вӑл хӑй чӑваш пулнине пытармасть, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |