Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай нациллӗ Чӑваш Ен ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Чувашия: вехи истории и современность» (чӑв. Чӑваш Ен: аваллӑхпа хальхи пурнӑҫ тапхӑрӗсем) ят панӑ кӑларӑма Шупашкар хулин кунӗ тӗлне кун ҫути кӑтартнӑ. Кӑларӑм авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов паллӑ историксем. Кӗнекене Чӑваш Ен культурипе тата историйӗпе кӑсӑкланакансем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке издательствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ансат чӗлхепе ҫырса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче канакан ачасемпе Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн заместителӗ Ольга Федорова тӗл пулнӑ. Вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 13 тата 14-мӗшӗсенче пулнӑ май «Как рождается книга» (чӑв. Кӗнеке епле ҫуралать) ӑсталӑх лаҫҫи ирттернӗ. Ачасене хӑна кӗнеке издательствин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан видеосюжет кӑтартнӑ. Кайран вӑл вӗсене писатель, художник тата издатель евӗр пулса пӑхма сӗннӗ. Пӗр сехетре ачасен пысӑках мар хайлав ҫырса ӑна илемлетме тата пысӑках мар кӗнеке евӗр хатӗрлеме тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Канаш" хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Ҫӗр ҫинче мӗн вӑйлӑ? Что сильнее всего на свете?» сӑрласа илемлетмелли юмах пичетленсе тухнӑ. Ӑна икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — кун ҫути кӑтартнӑ. Юмаха вырӑсла Ольга Васильева куҫарнӑ, Екатерина Васильева художник кӑларӑма илемлетнӗ. Кӗнеке валли материалсене Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ. Сӑмах май май каласан, юмаха чӑваш пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине тӗпчекен Никита Романов этнограф Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи Шарпаш ялӗнче 1951 ҫулта ҫырса илнӗ иккен. Ӑна Опраньох ятлӑ мучи каласа панӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ. Кун пирки статья авторӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. «Чӑвашри репресси» ятлӑ статьяна Елена Нарпи Бюлент Байрам ӑсчахпа пӗрле ҫырнӑ. Ҫав ӗҫе Турцире тухнӑ «Тӗрӗк тӗнчинчи репресси» пичетлесе кӑларнӑ. «Ку кӗнекере тӗрӗк чӗлхиллӗ чылай халӑхӑн синкерлӗ саманара шар курнӑ культура, тӗн, ӑс-хакӑл ҫыннисен пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ. Кӗнекере 700 ытла страница, ӑна тӗслӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, чаплӑ хут ҫинче пичетленӗ. Пирӗн халӑхӑн ХХ ӗмӗрти синкерлӗ шӑпин пӗр пайне ҫак кӗнекере ҫутатса паракан Бюлент Байрама чун-чӗререн тав тӑватӑп!» — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шурпашкарти Хӗрлӗ тӳремре концертпа йӑла-йӗрке программине ирттереҫҫӗ. Вӑл — «Улах». Ӑна «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» фестивальпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Улах — чӑвашсен авалхи йӑли. Унта хӗрсем пухӑнса ал ӗҫӗпе аппаланнӑ: хӗр тупри хатӗрленӗ е пулас ачи валли кӗпе-йӗм тӗрленӗ. Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑвасшӑн. Кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100-мӗш сезона уҫма хатӗрленет. Пултарулӑх коллективӗн пухӑвӗнче илемлӗх ертӳҫи Светлана Белова пӗлтернӗ тӑрӑх, юбиейлӑ сезонӑн тӗп пулӑмӗ — «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» театризациленӗ концерт программи. Унта ҫӗнӗ постановкӑсем, ансамблӗн йӑлана кӗнӗ репертуарӗнчен уйрӑлса тӑракан музыка пулӗ. Проектпа юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллашма май килӗ. Ҫав вӑхӑтрах ансамбль «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере), «Я – артист» (чӑв. Эпӗ — артист), «Виртуоз» программӑсене хатӗрлет. Паллӑ чӑваш композиторӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫинине халалласа «Край родной – навек любимый» (чӑв. Тӑван кӗтес — ӗмӗр юратнӑскерӗм) концерт лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пирӗн ентешӗмӗрсем – Роман Сергеев тата Михаил Елисеев – «Казачок» нумай сериллӗ фильмӑн авторӗсенчен пӗрисем пулса тӑнӑ. Асӑннӑ фильма халӗ Псков облаҫӗнче ӳкереҫҫӗ. Унта Алексей Кравченко, Георгий Дронов, Владимир Епифанцев паллӑ актёрсем те выляҫҫӗ. «Казачок» – ҫамрӑксем валли ӳкерекен нумай сериллӗ фильм. Сюжет тӑрӑх, Мускавра пурӑнакан шкул ачине, Степана, ашшӗ-амӑшӗ тӑна кӗтмелле тесе асламӑшӗ патне яла яраҫҫӗ. Вӑл унта ҫӑла кӗрсе ӳкет аваллӑха ҫакланать. Стёпа хӑйӗн ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ тӑванӗсемпе палалшать, 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсене хутшӑнать. Маларах асӑннӑ Романпа Михаил – Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗн ертӳҫисем. Унччен вӗсем «Тайна пропавшей деревни» камит сериалӗн сценарисчӗсем пулнӑ. Ҫав ӗҫӗн премьерине «ТНТ» телеканал утӑ уйӑхӗнче кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ. Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ. Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Островский ҫыравҫӑн «Гроза» (чӑв. Аслати) драмине лартма хатӗрленет. Асӑннӑ ӗҫе вӗсем паллӑ вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ учрежденире «Аслати» драмӑна 1969 тата 2007 ҫулсенче лартнӑ-ха. Хальхинче ӗҫе куракансем патне вырӑсла илсе ҫитерӗҫ. Премьера авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ. Александр Островский драмине лартма театра Иван Чигасов ҫамрӑк режиссёра йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин кунӗ тӗлне «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбом пичетленсе тухӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче хатӗрлеҫҫӗ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм истори материалӗсемпе тата сӑнӳкерчӗксемпе пуян пулӗ. Кӗнеке аваллӑхран пуҫласа паян кунчченхи тапхӑра уҫса парӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗсем тата авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов историк-ученӑйсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |